Комментировать

20 Июл, 2016

Шывăн турачĕ çук, е Инкекрен сыхланма пулать-и?

Чăваш Енĕн Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ чан çапать: çынсем шывра шар кураççĕ! Инкек хакĕ питĕ пысăк: çын пурнăçĕ! Статистика кăтартакан хисепсем хăрушă: кăçал республикăра 30 çын путса вилнĕ, вĕсенчен улттăшĕ — пĕчĕк ачасем. Çын шăрăх кунсенче шывра çăлăнăç шырать. Шел те, тепĕр чухне çак киленÿ инкекпе вĕçленет. Специалистсем ятарласа хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме хушаççĕ, асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Анчах чăннипе мĕн куратпăр-ха?

Çулран çул пĕр евĕрлĕ ÿкерчĕк пулнине астуса яваплă органсем çуллахи тапхăра кĕтсе илме çуркуннех хатĕрленме пуçлаççĕ. Саккунсемпе хушусем, кăтартусем йышăнаççĕ, лару-канашлура ку ыйтăва хĕрÿ сÿтсе яваççĕ... Акă, сăмахран, кăçалхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕнче шыв çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине пăхса тухнă. Çавăн чухнех районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене пляжсем, халăх канмалли тата шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем хатĕрлеме, общество çăлавçисен ĕçне йĕркелеме сĕнсе хăварнă. Шел те, хăшпĕр муниципалитет ертÿçишĕн çак сĕнÿ сăмах шайĕнче кăна юлнă.

Çуллахи вăхăтра çынсен канăвне йĕркелес тĕлĕшпе Муркаш район администрацийĕ ăнăçлă ĕçленине палăртса хăвармалла. Кунта 11 ял тăрăхĕнче шыва кĕме тата канма ятарлă вырăнсем туса панă. Шупашкар хула администрацийĕ çичĕ вырăн хатĕрленĕ. «Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче ку ĕç-хĕл тивĕçлĕ шайра пурнăçланмасть, — вулатпăр Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн сайтĕнче. — Çуллахи вăхăтра шыва кĕмелли тапхăра тивĕçлĕ хатĕрленменни районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пĕве-кÿлĕре çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ыйту пулнине ăнланманнине пĕлтерет. Мĕншĕн тесен инкек чылай чухне шăпах ятарласа тунă вырăнсенче шыва кĕменрен сиксе тухать».

«Шупашкар районĕ, 1964 çулта çуралнă арçын путнă, ятарласа хатĕрленĕ вырăнта шыва кĕмен...», «Патăрьел районĕ, 1984 çулта çуралнă арçын путнă, ятарласа хатĕрленĕ вырăнта шыва кĕмен...», «Сĕнтĕрвăрри районĕ, 1986 çулта çуралнă арçын путнă, ятарласа хатĕрленĕ вырăнта шыва кĕмен...» Патшалăх комитечĕ паракан сводкăра «ятарласа хатĕрленĕ вырăнта шыва кĕмен» сăмахсем çине-çине тĕл пулаççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен республикăри ялсенче шыва кĕмелли «ятарлă вырăнсем» — водолазсене чĕнсе пĕве тĕпне тĕрĕслеттернĕ, тасаттарнă, асăрхаттаракан кăтартмăшсем вырнаçтарнă вырăнсем — сахал. Кăçал çуллахи вăхăтра халăха канма, шыва кĕме пĕтĕмпе те 14 пляж тата ятарлă 17 вырăн уçнă. Çакă, паллах, пирĕн пысăках мар республикăшăн та сахал.

Тата çакăн пек йăла пур пирĕн: инкек пулнă хыççăн тин чан çапма пуçлатпăр. Маларах асăрхаттарнин хакĕ пĕчĕкрех пулни темшĕн манăçа тухать. Акă Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн ĕçченĕсем Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç, Лапсар ял тăрăхĕсенчи, Красноармейски районĕнчи Упи ял тăрăхĕнчи пĕвесене тĕрĕсленĕ. Унтан администраци специалисчĕсем ку вырăнсенче шыва кĕме чаракан кăтартмăшсем вырнаçтарнă. Анчах... çак пĕвесенче çынсем путса вилнĕ хыççăн тин пурнăçланă ку ĕçе. Шел, кунашкал ÿкерчĕк пĕр хутчен кăна тĕл пулаканскер мар.

Шывра кам путать? Ишме пĕлмен çын. Çапла хуравлакан чылай пулĕ. Анчах ишме пĕлменни тĕп сăлтав мар. Тĕрĕссипе, ишме пĕлмен çын шыва кĕмест, пĕве айккинчен пăрăнса иртет. Официаллă статистикăран пайăрланса тухакан тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл — шыва ÿсĕрле кĕни. Паллах, алкогольпе минренĕ çынна тем тума та вăй çитессĕн туйăнать. Анчах специалистсем çакă суя чăнлăх пулнине çирĕплетеççĕ. Эрех ĕçсен юн тымарĕсем сарăлаççĕ. Шыва кĕрсен вара вĕсем хăвăрт пĕрĕнеççĕ, çавна май шăнăр туртса лартать. Алă-ура хускатма май çукки мĕн патне илсе çитерни вара паллă: çын шывран хăй тĕллĕн çăлăнса тухаймасть.

Иккĕмĕшĕ — пĕвере ачасем аслисен тимлĕхĕсĕр юлни. Акă нумаях пулмасть Канаш районĕнче пулнă хăрушă инкек. Ашшĕпе пĕрле шыва кĕме кайнă виççĕри ача путса вилнĕ. Сывлăш тултарнă матрас çинче лараканскер çаврăнса ÿкнине телефонпа калаçакан арçын сисмесĕрех юлнă. Ачана икĕ талăкран тин водолазсем шыраса тупнă.

Виççĕмĕшĕ — шыва кĕмелли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çукки.

Асăрханакана Турă та сыхлать теççĕ. Паллах, пурнăçне хăрушсăрлатасси çинчен чи малтан çыннăн хăйĕн шухăшламалла, пăшăрханмалла. Унсăрăн кашни пĕве умне пĕрер инспектор тăратни те, ятарлă вырăнсем туса пани те, асăрхаттаракан хăмасемпе плакатсем те инкекрен çăлса хăвараймĕç.

 

Шыва кĕме хăрушă мар вырăнсене палăртма мĕн чăрмантарать? Е вĕсене йĕркене кĕртме питĕ хаклă? Çавна май муниципалитетсем вăй çитереймеççĕ-и? Е тата урăх сăлтав пур-и? Çак ыйтусене районсенчи яваплă специалистсене хуравлама сĕнтĕмĕр.

Валерий ЖИГАНОВ, Хĕрлĕ Чутай администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ:

— Районта пурăнакансем «Хастар» ФСКна шыва кĕме çÿреççĕ. Унта тренерсем пур, йăлтах куç умĕнче. Ятарлă вырăнсем... Ку ыйтăва çĕкленĕ эпир. Мĕнпур кăмăлтан уçнă пулăттăмăр вĕсене. Анчах финанс лару-тăрăвĕ йывăр-çке. Ăнланатăр-и, район бюджетĕнче кун валли укçа çитмест. Медицина ĕçченĕсене тытса тăмалла тата ытти тăкак та пĕчĕк мар. Район хаçатĕнче, ытти информаци хатĕрĕнче çуллахи вăхăтра шыв çывăхĕнче хăвна мĕнле тытмалли çинчен вĕрентсе, асăрхаттарсах тăратпăр. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр ĕнтĕ.

Александр ЗАХАРОВ, Йĕпреç район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ:

— Шывăн санитарипе эпидемиологи кăтартăвĕсем япăх, çавна май шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем хатĕрлеме пултараймастпăр. Район территорийĕнчи пĕвесем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунăскерсем. Вĕсене тахçанах тасатман, юшкăнпа, таса марлăхпа тулса ларнă, курăк пусса илнĕ. Унта çынсене шыва кĕме мĕнле ирĕк парăн? Чылай вырăнта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем шыва кĕме юраманни çинчен асăрхаттаракан кăтартмăшсем вырнаçтарнă. Анчах вĕсем паян пур, ыран çук пулма пултараççĕ. Çынсем хăмаран вăхăтлăх тунăскерсене илсе пăрахаççĕ. Кăмăл пуррисене «Патвар» ФОК хаваспах йышăнать. Икĕ бассейн пур унта, опытлă инструкторсем ĕçлеççĕ. Хаклă мар.

Петр ЛАРИОНОВ, Куславкка район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ:

— Куславкка хулинче пляж уçрăмăр. Шел те, ытти ялта шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем йĕркелеме май килмест. Ыйтăва татса парасси укçа-тенкĕ патне çитсен чарăнса ларать. Çăлавçăсен, медицина ĕçченĕсен штатне тытса тăрасси, водолазсене пĕве-кÿлĕ тĕпне тĕрĕслеттерес си, информаципе агитаци материалĕсене хатĕрлесси — пысăк тăкаклă мероприятисем. Анчах питĕ лайăх ăнланатпăр: çуллахи вăхăтра çынсене канмалли, шыва кĕмелли хăтлă, илемлĕ, хăрушлăхсăр вырăнсем кирлĕ. Акă Куславккари пляжа Вăрмар районĕнчен, Волжск хулинчен килеççĕ. Кунта таса, хитре, халăха илĕртет вăл, хăй патне туртать.

Ирина СЕРГЕЕВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.