«Улмуççие кĕреплепе туратпăр»
Лăпкă та сăпайлă тата питĕ ăшă кăмăллă вăл. Мухтанма, ытлашши калаçма та юратмасть. Çĕнетÿ тапхăрĕнче — 1990-92 çулсенче — ялхуçалăх министрĕнче тăрăшнă Валериан Краснов Муркаш салинче пурăнать паян. Кунтан аякра мар вырнаçнă Москакасси ялĕнчи çурта та пăхса тăрать. Мăшăрĕпе Римма Алексеевнăпа унта эрнере икĕ хутчен çитсе килмесен чунĕ чăтмасть Валериан Семеновичăн. Темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ ялта. Питрав уявĕнче çырла çиме пире ятарласа хăй патне хăнана чĕнчĕ экс-министр.
«Инкене парăнмарăм»
Лăпкă та сăпайлă тата питĕ ăшă кăмăллă вăл. Мухтанма, ытлашши калаçма та юратмасть. Çĕнетÿ тапхăрĕнче — 1990-92 çулсенче — ялхуçалăх министрĕнче тăрăшнă Валериан Краснов Муркаш салинче пурăнать паян. Кунтан аякра мар вырнаçнă Москакасси ялĕнчи çурта та пăхса тăрать. Мăшăрĕпе Римма Алексеевнăпа унта эрнере икĕ хутчен çитсе килмесен чунĕ чăтмасть Валериан Семеновичăн. Темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ ялта. Питрав уявĕнче çырла çиме пире ятарласа хăй патне хăнана чĕнчĕ экс-министр.
— Ун чухнехи пурнăç каламасăрах паллă, питĕ йывăррăн пурăннă эпир.
Хырăм пĕрмай выçăччĕ, йĕркеллĕ тумтир тăхăнса курайман. Темĕн тĕрлĕ курăк-тымар, çĕрĕк çĕрулми, крахмал çинĕ эпир, вăрçăччен кун çути курнăскерсем. Чи асра юлни — пĕрремĕш класа вĕренме кайни. Инке икĕ кун вĕлтренпе хĕне-хĕне шкула илсе кайрĕ. Аллинчен вĕçерĕнсе таратăп шухăскер, хăваласа çитсе татах çав усал курăкпа чĕпĕтет. Пиччен ывăлĕпе Виталипе пĕрле вĕренес килнĕ-çке ман, унăн вара шкула кайма çулĕ çитейменччĕ. Инке икĕ кун апат çитермерĕ, юлашкинчен ывăнсах çитрĕ манпа, алă сулчĕ. Ачаран çирĕп кăмăллăччĕ эпĕ, тем пек ÿкĕтлесен те парăнмарăм ăна. Çав вăхăтра анне ăçта пулнă-ши, вăл ятланине ас тумастăп. Мĕнех, текех каймарăм шкула, хампа пĕр çултисенчен тăрса юлтăм. Юлташа епле пăрахса хăварăн? Тепĕр çулхине хыçран вĕлтренпе хăваламасăрах Виталипе çавăтăнса, йăл-йăл çиçсе утрăм шкула. Лайăх вĕреннĕ эпĕ, пĕчĕкрен химик пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтерсен тÿрех Хусанти химипе технологи институтне вĕçтертĕм, 1 балл çитейменнипе каялла таврăнма лекрĕ. Шупашкарти 1-мĕш училищĕре электромонтера вĕренсе тухрăм, тепĕр çулхине ял хуçалăх институтне çул тытрăм. Химик мар, агроном пулса тăтăм. Шел, ман чи çывăх юлташăм, пиччен ывăлĕ Витали, 62 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
«Савнă хĕре арăм турăм»
— 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне ташă кружокĕнче Риммăпа «Полька», «Краковяк» ташланă эпĕ. Хам пек пĕчĕкскерне пĕрре курсах куç хыврăм. Каярах çырма урлă Шомике çул такăрлатрăм. Хуньăм старик шутсăр лайăхчĕ. «Кĕр пÿрте, шăнса ан тăр, кунта йăлтах хам куç умĕнче, урамра тепле унта?» — тетчĕ. — Пĕр-пĕрин патне иксĕмĕр мĕн чухлĕ çыру çырман-ши? Темиçе хутчен эпĕ те, вăл та мана пăрахнă. Çамрăк чухне тута усмасăр пулать-и вара? Эпĕ урăх хĕре килне ăсататтăм, вăл тепринпе каятчĕ. Пĕррехинче тата Римма патне иккĕн çитсе лартăмăр. Эпĕ те пăрахса утмарăм, тепри те килне васкамарĕ. Салтакран темиçе кунлăха отпуска килнĕскерне кÿрентермерĕм, хĕрпе калаçса куртăр-ха терĕм. Пĕр кĕленче пушатрăмăр — Юра кайма та шухăшламасть. Хам тухса утрăм, тепре кĕме сăлтав пултăр-ха тесе перчеткене юриех пăрахса хăвартăм. Урамра пăртак тăнă хыççăн каялла кĕтĕм, хайхи каччă вырăнтан тапранмасăр ларать. «Атя пĕрле каятпăр», — тесен тин манпа пĕрле тухрĕ. Риммăна текех никама та памарăм, Юра салтакран таврăниччен хăвăртрах авлантăм. Урăххи вăрласа каясран шикленнĕ пуль çав. Юратсах çемье çавăрнă, савнăскернех арăм турăм. Ав 53 çул пĕрле пурăнатпăр. Икĕ çул каялла «Юратупа шанчăклăхшăн» медале те тивĕçрĕмĕр, — ăшшăн кулать Валериан Семенович.
«Халăхшăн анчах ĕçленĕ»
Вăл хăйне чи телейлисен йышне кĕртет — мĕн шухăшлани унăн йăлтах пурнăçланнă. Институтран вĕренсе тухнă хыççăн ăна направленипе виçĕ çуллăха Мари республикине ĕçлеме янă.
— Хăвăртрах тăван тăрăха таврăнас килетчĕ. Шăпах пиччем Леонид Михайлович çав вăхăтра «Колос» хуçалăха ертсе пыратчĕ, вăл пулăшрĕ те мана, отпуска килнĕскерне, кунта юлма. Юхăннă, пĕтнĕ «Передовик» хуçалăхра председатель кирлĕччĕ. «Ку çамрăка агронома илетпĕр, анчах та ертÿçине малтанхинех хăваратпăр», — теççĕ ял çыннисем. 3 хутчен пуху ирттерме пикенчĕç, халăхĕ килмерĕ. Маншăн 7 хутчен сасăлама лекрĕ. Мари республикине каялла каясран аран хăтăлса юлтăм çапла. Арканнă хуçалăха ура çине çĕнĕрен тăратма тиврĕ. Çăмăл пулмарĕ паллах. Çулталăк хушшинче хама кăтартрăм, йăлт йĕркеленчĕ. Москакассинче 40 сотка çĕр пачĕç, унта çурт лартрăм. Пĕрремĕш ĕç укçи манăн 44 тенкĕччĕ, ун çумне тата 4 тенкĕ те 40 пус /пĕр куншăн — 10 пус/ хушăнатчĕ. Унсăр пуçне тырă, улăм илме пултарнă эпир. Вăл вăхăтра колхозниксем питĕ япăх пурăннă, хальхи пек техника тавраш пулман, йăлтах алăпа ĕçленĕ. Чăн та, вăхăчĕ те урăхлаччĕ çав, хамăр пирки шухăшламан, пĕтĕм чунтан халăхшăн, колхоза çĕклессишĕн тăрăшнă ун чухне, — хуçалăхра ĕçленĕ çулсене аса илет Валериан Краснов.
Каярах «Передовик» совхоз директорне, ун хыççăн Муркаш райкомĕн ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхне, 1976 çулта Муркаш райкомĕн председательне çирĕплетнĕ. 1979-1990 çулсенче çанă тавăрсах Муркаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă.
— Ĕç укçи 220 тенкĕччĕ. Тракторист-комбайнер манран чылай нумайрах шалу илнĕ. Киле çурçĕр иртсен таврăннă та ирхи 4-5 сехетре тухса кайнă. Ĕç кăтартăвĕ кăмăла тивĕçтеретчĕ паллах. Мĕн чухлĕ çул сарнă, «кăвак çулăм» кĕртнĕ! Киле таврăнса та курман çав, арăм пĕлсех ятлать мана халь, — иртнĕ кунсене куçĕ умне кăларать Валериан Семенович.
Юнашар ларакан Римма Алексеевна калаçăва хутшăнмасăр чăтаймарĕ.
— Халăхшăн çеç ĕçленĕ вăл, килшĕн, çемьешĕн нимĕн те туман. Ачасене хампа юнашар çитĕнтертĕм, бухгалтерта тăрăшнă май ĕçе илсе каяттăм та пĕрне пĕр енне, теприне тепĕр енне лартаттăм. Ашшĕне курман та Сашăпа Эдик. Вĕсем ыйха путсан таврăнатчĕ, ачасем вăраниччен тухса каятчĕ. Мăшăр район тилхепине тытса пынă вăхăтра салара лавккасене ирĕклĕн кĕрсе тухма та юраман, мĕншĕн тесен пурте палланă, ытлашши калаçакансем яланах пулнă, Валериан Семенович çын хушшинче çÿреме чаратчĕ. Пуçлăх арăмĕ пулма çăмăл мар, унăн упăшки çук, йăлтах пĕччен тапаçланма тивет. Халь ак ватлăхра кăна вăл ман çумра, — чунĕ çемçелнипе пăртак куççульленчĕ те хĕрарăм.
Хăйне хирĕçле ĕçленĕ
1990 çулта Валериан Краснова ял хуçалăх министрне çирĕплетнĕ.
— Шăпах çĕнетÿ тапхăрĕ пуçланнă. Чипер ĕçлесе пынă çĕртенех колхозсене хĕссе фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме тытăнчĕç. Халăх çакна питĕ хирĕçчĕ, ман та чун йышăнман. Çĕнĕ техникăна фермерсене тÿлевсĕр, колхозсене хăй хакĕпе памаллаччĕ. Эпĕ çакна хирĕçлеттĕм. Çавăн пиркиех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Николай Зайцев выговор та панăччĕ мана. Хам ял хуçалăхĕнче чылай çул ĕçленĕ май лару-тăрăва лайăх пĕлнĕ эпĕ, чун хытах ыратнă çав. Хама /!/ хирĕçле ĕçлеме тивнĕ министрта чухне. 5 çынна пăхăнмаллаччĕ манăн: обкомăн 1-мĕш секретарьне, обкомăн ялсемпе ĕçлекен секретарьне, обкомăн ялхуçалăх уйрăмĕн пуçлăхне, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне, ЧР Аслă Канашĕн Председательне. Районсене тухса çÿреме те вăхăт çукчĕ. Пĕрмай канашлу иртетчĕ, хут ĕçĕпе нумай лармаллаччĕ, докладсене чылай чухне хамах хатĕрленĕ. Ун чухне урăх тапхăр хуçаланатчĕ, çĕршывра ыран-паян мĕн пулса иртессине никам та пĕлмен, — каласа кăтартать Валериан Семенович. Министртан хăй ирĕкĕпе кайнă вăл. Пĕррехинче Елчĕк районне кайсан питĕ хытă шăннă, çурăм шăмми чирĕ аптратма тытăннă ăна. Больницăра пĕр хускалми 19 кун выртнă вăл. Обком пĕрремĕш секретарĕ Александр Петров та, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Николай Зайцев та пырса кайнă ун патне. «Никам та кăларса яман мана. Тухтăрсем вăрăм çул çÿреме юрамасть тенине шута илсе министртан кайма больницăрах ыйту çыртăм. Çийĕнчех Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорне çирĕплетрĕç», — тет экс-министр.
Кашти-кашти панулми…
Сăмах çăмхине темĕн пирки те сÿтнĕ май 78 çулти Валериан Красновран вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пирки ыйтрăм.
— Кашни кунах зарядка тăватăп, утатăп. Ирхине пăтă, пылпа е çырлапа хутăштарнă тăпăрчă çиетпĕр. Кăнтăрла тĕлне мăшăр яшка пĕçерет, шĕвĕ апата кунне пĕрре çимеллех. Шыв ытларах ĕçмелле, вăл организма тасатать. Вăрăм ĕмĕр хамăртан та нумай килет. Çулсем иртнĕ май вăй чакать çав, ав чĕркуççи те ыратать. Москакассине малтан кашни кун çÿрекенччĕ, халь чун аплах туртмасть. Юрать, ачасем, кинсем пулăшаççĕ. Çапах та пахчара тăрмашни киленÿ кÿрет. Хускану кирлĕ, пĕр вырăнта хытса лармалла мар, — палăртать Валериан Семенович.
Красновсен çемйи мĕнпур пахчаçимĕçрен ытларах помидор юратать. Муркашра та, Москакассинче те чылай лартнă çак çимĕçе. Ялти çуртра, 7-8 градус ăшăра, помидора çу уйăхĕчченех упраççĕ вĕсем. Муркашри çурт тавра та хитре пахча çавăрнă. Кунта та темĕн тĕрлĕ улма-çырла йывăççи, пахчаçимĕç ÿсет, вун-вун тĕрлĕ чечек хĕмленет. Валериан Семенович пуринчен ытларах кинĕсем лартнă шурă лилисене килĕштерет. Пахчари улмуççисем турачĕсене йăтса ларайманнипе хуçăлма тытăннă.
— Кин йывăçсене тураса улмисене çĕре ÿкерет. Ытла та йышлă кăçал панулми, çак йывăрăша епле чăтмалла. Тĕрев пани те пулăшмасть, — симĕс улмасене çĕр çине пĕрерĕн тата-тата пăрахать Римма Алексеевна.
Валериан Семенович темĕн тĕрлĕ çырлапа хăналанă хыççăн урама тухса ăсатсах ячĕ.
— Ав кашти-кашти панулми пирĕн, кĕркунне кĕрпеклĕ улма çиме килĕр, кĕтетпĕр сире, — сывпуллашрĕ тараватлă кил хуçи.
Елена АТАМАНОВА.