Ача тантăшĕсемпе театра каяйманнин сăлтавĕ çинчен
Парăмлă çынсен ятарлă прависене чикĕленин усси, алимент тÿлемен çынсен яваплăхĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем — Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ертÿçи Анатолий ИВАНОВ черетлĕ хут журналистсемпе курнăçнă май тĕлпулăва çак темăсене халалларĕ. Çĕнни, пĕлмелли чăннипех чылай иккен.
"Мерседеспа", анчах... парăмлă
Суд приставĕсем парăмлă çынсен ятарлă прависене чикĕлемешкĕн кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнчен ирĕк илчĕç. Ятарлă правасен шутне чи малтанах автомобильпе çÿремелли право кĕрет. Çавăн пекех — квадрацикл рулĕ умне лармалли, тракторпа çÿремелли, самолетпа вĕçмелли, ытти транспорт хатĕрĕпе усă курмалли правасем. Приставсем, паллах, автомобилистсен прависене ытларах чикĕлеççĕ. Ку енĕпе ултă уйăхра 2,8 пине яхăн йышăну тунă. Çав шутра 1,7 пин çын ытла — алимент тÿлемесĕр парăма кĕнисем, 644 çын — административлă штрафсене вăхăтра тÿлеменнисем, 377-ĕн — кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен е преступлени туса кÿнĕ сиене саплаштарма васкаманнисем.
Водителе машина рулĕ умне ларма чарнин витĕмĕ пысăкки куçкĕрет. Çак мерăпа усă курнă май приставсем çулталăк пуçланнăранпа 6,6 миллион тенкĕлĕх парăма шыраса илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ: 4,7 миллион тенкĕ — алиментсем, 300 пин тенкĕ — штрафсем, 384 пин тенкĕ — сывлăха кÿнĕ сиене саплаштарни, 1,2 миллион тенкĕ — преступлени сиенĕшĕн тÿлени.
Вак-тĕвек парăмшăнах водитель прависĕр хăвармаççĕ — ку мерăпа усă курмашкăн парăм 10 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Енчен те автомобиль çыншăн пĕртен-пĕр тупăш çăлкуçĕ тĕк — правăна чикĕлемеççĕ. Сăмах, паллах, водительте ĕçлекен çынсем пирки пырать. Енчен те руль умне ларма чарсан вăл ĕçлеймест вĕт, эппин, парăма татмашкăн тупăш та пулмасть. Çын хăй инвалид е инвалида пăхса пурăнать пулсан та уншăн приставсем çакнашкал йышăну тăвас хăрушлăх çук.
Çуран çÿреме тивессе пĕлсен Шупашкарта пурăнакан пĕр çамрăк тÿрех 800 пин тенкĕ тÿлесе татнă иккен. Унччен вара хăй "Мерседеспа" /вăл асламăшĕн имĕш/ катаччи чупнине пăхмасăр парăм валли укçи пулман. Халь тÿрех тупăннă та, эппин, маларах тÿлес кăмăлĕ кăна пулман-тăр.
Парăма татнă хыççăн автомобильпе çÿремелли чарăва çийĕнчех пăрахăçлаççĕ. Анатолий Юрьевич пĕр самант çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Калăпăр, парăмлă çынна тупаймаççĕ — шырава параççĕ. Ун пирки ятарлă правăна чикĕлемелли йышăну тунă тейĕпĕр. Енчен те çакăн хыççăн çынна ПАИ инспекторĕсем руль умĕнче тытса чарчĕç тĕк — правасăр хăварнă çын каллех автомобильпе çул çÿренĕшĕн административлă яваплăх мери йышăнаççĕ, ăна правасăр хăвармалли йышăну кăлараççĕ. Кун пек чухне, паллах, водитель удостоверенине яваплăх вăхăчĕ иртмесĕр тавăрса памĕç.
Çак мера хăшпĕр чее водителе вырăна лартма та пулăшать. Парăмлă çынсенчен хăшĕсем парăм шучĕпе автомобильне туртса илесрен шикленсе транспорт хатĕрне урăх граждансем — тăванĕсем, пĕлĕшĕсем — çине çыраççĕ. Машинăпа, паллах, хăйсемех усă кураççĕ. Анчах кун пек чухне приставсем "хурçă урхамаха" туртса илеймеççĕ — хут тăрăх вăл парăмлă çыннăн мар, пачах урăх гражданинăн вĕт. Водитель правине чикĕлени вара çак чее меслете юрăхсăра кăларать.
Уйрăмах сĕмсĕррисем валли — уголовлă айăплав
Журналистсем "ытла та хаяр мера" теме пăхнине республикăн тĕп приставĕ йышăнмарĕ:
— Хăвăрах шухăшласа пăхăр: çын парăма татмашкăн укçа çук тет. Юрĕ, çапла пултăр, çавăнпа тÿлеймест тейĕпĕр. Анчах укçа çук тăк вăл автомобильпе те çÿреймелле мар-çке. Бензин валли кăна мĕн чухлĕ укçа кирлĕ! Бензин валли пур, анчах хăйĕн ачисене алимент тÿлемешкĕн енчĕк пушă иккен... Приставсене çирĕп мерăсемшĕн ÿпкелеме пăхакансене эпĕ яланах çапла калатăп: эсир эпир парăма татма хистекен çынсем пирки кăна мар, тепĕр ен пирки те асра тытăр — парăма шыраттаракансен хутне кĕме тăрăшăр. Калăпăр, садикри ачасем ушкăнĕпех театра каяççĕ. Пĕр ача вара каймасть, тантăшĕсенчен тăрса юлать. Мĕншĕн тесен унăн амăшĕн ачи валли театра кайма билет илмешкĕн укçи çук. Ашшĕ алимент тÿлемест...
Чуна пырса тивекен çакнашкал логикăна хирĕçлемешкĕн журналистсен аргумент тупăнмарĕ — шырас та темерĕç. Шăпах алимент шыраса илесси — приставсен ĕçĕн пысăк пайĕ. Халĕ ку енĕпе те вĕсен ĕçĕ уçăмлăрах темелле. Унччен алимент тÿлемен çынна икĕ хут асăрхаттарма тивнĕ, административлă майпа явап тыттармалла пулнă — вăл парăма татмашкăн мерăсем йышăнмасан тин уголовлă яваплăхпа хăратайнă. Халь кăшт ансатрах.
Уголовлă кодексăн 157 статйи те урăхларах янăрать. Унччен "алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнни" тесе палăртнă. "Сĕмсĕррĕн пăрăнни" тенине темле хакламалла. Кам мĕнле ăнланать — çапла-и? Çавăнпах пĕрешкеллĕх пулман. Халь вара пĕтĕмпех уçăмлă — "алимент тÿлессинчен пĕр хут кăна мар пăрăнни". Административлă майпа пĕр хут явап тыттарнă тăк — çын алимента çав-çавах тÿлемесен тепрехинче уголовлă айăплав пулма пултарасси те часах. Ку йĕрке утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕнине кура, Анатолий Юрьевич шучĕпе, çакнашкал пирвайхи уголовлă ĕçсем пĕр икĕ уйăхран пулма та пултарĕç. Хăлăхсăррисене алиментшăн çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.
Алимент енĕпе парăмлă çынсем вара республикăра кăна — 8 пин çын. Паллах, вĕсен йышĕнче ĕçке ернисем, пурнăç тути-масине маннисем те пур — вĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ, тупăшĕ çук, эппин, алимент тÿлесси те иккĕленÿллĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем çавнашкал çынсем хаваспах судпа айăпланĕç теме те пăхрĕç: "Ятарлă приемнике лекĕç. Унта вара условисем лайăх: йĕркеллĕ ĕçме-çиме, ăшă пÿлĕм, таса простынь..."
— Камерăна хăйсен ирĕкĕпех каяс кăмăллисене эпĕ хальччен курман-ха, — хирĕçлерĕ тĕп пристав. — Пурте ирĕкре юласшăн. Судра ирĕклĕхсĕр хăварассине икĕ хут пысăклатнă штрафпа улăштарма та ыйтаççĕ.
Кирек мĕнле пулсан та алимент тÿлеменнисен тĕп йышĕ — ĕçлекен е тупăш илекен çынсемех. Чылайăшĕ официаллă мар майпа ĕçлет те — шалăвĕнчен парăма катса юлма май çук. Çавнашкал çынсен тем тесен те уголовлă майпа айăпланас килмĕ — ачисене пăхса усрама кирлĕ укçана тÿлес тейĕç. Апла тăк суд йышăнăвне пурнăçламалли производство çинчен калакан саккунри çĕнĕлĕх приставсене алимент парăмĕсене шыраса илмешкĕн пулăшасси куçкĕрет.
Николай КОНОВАЛОВ