ЫВĂНСАХ ÇИТСЕН ВĂЙ ПУХМА
Ĕçре куллен питĕ хытă ывăнатăр, ыйхăлаттарать, киле кайма вăхăт çитсен хăвăра кунĕпе вакун пушатнă пек туятăр пулсан мĕн тумалла-ха? Хăш-пĕр йĕркене пăхăнни вăй пухма пулăшĕ.
1. Кăнтăрлаччен кофене сыпкăмпа кăна ĕçмелле. Кофеин пуç мимине ыйхăлаттаракан аденозин япала витĕмне чарса лартать. Кофене ирхине кăна тата пĕчĕк виçесемпе ĕçни хастарлăха шăпах сире кирлĕ вăхăтра ÿстерме пулăшать.
Кăнтăрла иртсен ытти шĕвек усăллă. Симĕс чей ĕçĕр, вăл та паха витĕм кÿрет. Какао та лайăх: унри магни вăй кĕртет.
2. Пăнчăсене массаж тумалла. Кăсăклансах ĕçленĕ чухне те 2-3 сехетрен ывăннине туйма пуçлатăр. Ĕçлес пултарулăха ÿстерме питри тата пуçри пăнчăсене 30-шар çеккунт сехет йĕппи куçнă май пусармалла. Вĕсем сăмса кăкĕ тĕлĕнче, янах путăкĕнче, куç харшисен варринче, тăнлавсем çинче, ĕнсери тĕмескесенче вырнаçнă. Пÿрнесен вĕçĕсемпе ывăç тупанĕн варрине, пÿрнесене сăтăрмалла. Массажа кунне 2-3 хут тумалла.
Пĕтнĕк, лимон, апельсин вăй кĕртеççĕ. Вĕсене пĕрле чиксе çÿрĕр, шăрши кăмăла çĕклентерме пулăшĕ.
3. Мĕн çимелле? Пан улми, иçĕм çырли, груша пуç мимин ĕçне лайăхлатаççĕ. Типĕтнĕ улма-çырла тимлĕхе вăйлатма кирлĕ. Шалча пăрçи, тинĕс пулли, мăйăр, пăтă ăс-тăна çивĕчлетеççĕ. Купăстапа кăшманран тата шур çырлинчен хатĕрленĕ салат - С витамин çăл куçĕ.
4. Тăмалла, хусканусем тумалла. Ĕç вырăнĕнчен тăтăшрах тăрса хусканусем тумалла, çынсемпе хутшăнмалла. Сĕтел хушшинче тапранмасăр ларни пурнăç хавалне хавшатма пултарать.
5. Нăйăлтисенчен чупсах тармалла! Вĕсем сирĕн энергие япăх витĕм кÿреççĕ. Кутăн, хирĕçÿллĕ, пурнăçпа ялан кăмăлсăр çынсем вăй-хала вупăр пек ĕмсе илеççĕ. Май килсен вĕсенчен аяккарах пулма тăрăшăр.
6. Пите сивĕ шывпа çумалла. Ку ĕç кунĕн варринче хастарлăха тавăрма пулăшĕ. Хĕрарăмсем макияжа пăсасран хăраççĕ пулсан ĕнсене темиçе тумлам сивĕ шыв сирпĕтме пултараççĕ.
7. Кислород çитмест... Пирĕн организма кислород çителĕксĕр пырса тăрсан энерги выçлăхĕ аталанать. Урамра уçăлса çÿремелле, çур стакан гранат сĕткенĕ е кишĕр сĕткенĕ ĕçмелле. Вĕсем энерги хушаççĕ.