Комментировать

12 Июл, 2016

Тĕрĕс çулпа - çитĕнÿсем патне

Шупашкарта çĕртме уйăхĕнче иртнĕ «Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» IX экономика форумĕ, регионсен хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII курав бизнесменсене паянхи кун та калаçтарать, тĕл пултарса ыйтусене çĕнĕрен тишкерме хистет.

Çĕршывра лару-тăру çăмăл мар. Тулаш санкци экономикăра йывăрлăх чылай кăларса тăратрĕ. Апла пулин те республика аталанать, регионсен, çĕршывсен хушшинчи ĕçтешлĕх чиккине сарать. Çакна пурнăçлама Республика уявне палăртнă кунсенче иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулусем пысăк витĕм кÿреççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев куравра вĕсем усăллă калаçусем ирттерме, бизнесра килĕштерсе ĕçлессине сарма, предприятисемпе организацисене хăйсен пурлăхĕпе паллаштарма пĕлтерĕшлĕ вырăн пулса тăнине палăртрĕ. Çавăн пекех инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май панине те асăнчĕ.

   

ЦИТАТА

«Республика ертÿçин должноçне уйăрса лартнă кунран пуçласах эпĕ Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çине-çинех палăртатăп. Инвестицисе м конкурентлă, хальхи саманара кирлĕ таварсем туса кăларма май параççĕ тата вĕсемех предприятисене ăнăçуллă тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе палăртса хунă тĕллевсемпе килĕшÿллĕн тата тĕплĕ тăвакан ĕç хăйĕн ырă кăтартăвĕсене кÿрет тата чи çÿллĕ шайра тивĕçлĕ хак илет. Пĕлтĕр Санкт-Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăнчĕ. Республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици тăрăмне палăртакан наци рейтингĕнче 9-мĕш вырăн йышăнчĕ».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Нумаях пулмасть ырă хыпар пĕлтĕмĕр: Чăваш Ен рейтингра 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне хăпарнă. Ку çав тери лайăх! Инновациллĕ экономика инфратытăмĕ лайăхланса пырать. Промышленноç индексĕ те хăпарнă. Кунта форумпа курав пĕлтерĕшĕ пысăк. Вун-вун организаци хăйсен таварĕпе паллаштарнă хушăрах ыттисен продукцине тишкерсе хак пачĕç, ертÿçĕсемпе тĕл пулса килĕшÿсем турĕç. Экономикăра ырă улшăнусем тума республика тĕрĕс çул-йĕр палăртать.

Европăри çĕршывсем пирĕнпе çыхăнăва татасшăн мар. Италирен 8 çынлă делегаци килсе кайни те аталанура шанчăк çуратать. Хăшпĕр сферăра тавар сутасси-илессине пĕлтерчĕç.

Чăваш халăхĕ хăнана яланах тарават. Ăна хисеплесе кĕтсе илме хăнăхнă. Уяв çывхарнине шута хурса юр кайнă-кайман Шупашкар урамĕсемпе çуртсен картишне асфальт сарма, шăтăк-путăка саплама тытăнчĕç. Республика кунĕ умĕн чылай ĕç турĕç. Йывăç-тĕм лартрĕç. Ача-пăча площадкисене, спортпа туслашмалли тата канмалли вырăнсене йĕркене кĕртрĕç.

Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхпа мар, ĕçчен халăхпа пуян. Унăн хастарлăхне, ят-сумне ÿстерес тĕллевпе 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Халĕ чылай мероприятие ăна халаллаççĕ. Вăл шутра — форума та.

Ăслăлăхри çитĕнÿсем те савăнтараççĕ. ЧПУ хатĕрленĕ стенд республика Пуçлăхне те савăнтарнă. «Вуз эсир пулăшнипе инжиниринг центрĕ туса хума май пачĕ. Халĕ ăна йĕркелеççĕ», — пĕлтернĕ центр ертÿçи Владимир Григорьев.

Хăнасене апат-çимĕç продукцийĕ туса илекенсен экспозицийĕ уйрăмах тыткăнланă. «Чăвашăнне туян!» йыхрав ахальтен çуралман. Экологи енчен таса, сывлăхшăн сиенсĕр çимĕç пулнине халĕ нумайăшĕ пĕлет, «Органика» лавккана çÿреме тăрăшать. Михаил Игнатьев куравра «Етĕрнесĕчĕ» компанире вăй хуракансене çуллахи вăхăтра кĕвелĕк ытларах туса кăларма сĕнчĕ, мĕншĕн тесен халăх ăна хапăл туянать.

Манăн шухăшпа, ку чухне тавар туса илме тата кăларма пĕлни çеç çителĕксĕр, сутасси-вырнаçтарассине рынокри лару-тăрăва шута илсе йĕркелемелле, ассортимента анлăлатмалла.

Мероприятисене ĕç шыракансем те пынă. ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин экспозицийĕнче социаллă пурнăç, «Раççейри ĕç» сайтсемпе паллаштарнă. Ведомство ертÿçи Сергей Димитриев хула çыннисем кунĕпех халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçсемпе кăсăкланнине пĕлтернĕ.

Чăваш Енре туса кăларакан продукцие Раççей регионĕсенче тата 85 çĕршывра хапăл туянаççĕ. Уйрăмах — Испанипе Германире, Сербипе Японире.

Республика кунĕ умĕн тĕп хуламăрта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра çĕнĕ организаци-предприяти хута кайни — ырă пулăм. Епле савăнмăн!

Тĕллевсем пысăк. 2020 çул тĕлне 250 миллиард тенкĕрен кая мар инвестици явăçтармалла, кашни çул 5-рен кая мар çĕнĕ производство уçмалла. Чăваш Ен Раççейĕн Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли корпорацийĕпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелет. Импорта экспортпа улăштармалли политикăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе туса хунă мелсемпе тата инфратытăмпа тухăçлă усă курассишĕн тăрăшать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

 

Алена Аршинова, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ:

— Санкт-Петербург экономика форумĕ хыççăнах Шупашкарта çакнашкал мероприяти иртни пĕлтерĕшлĕ. Кунта интереслĕ экспертсем хутшăнчĕç, çав шутра Италирен, Германирен, Японирен. Экономикăна аталантарма пулăшакан чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç, экономикăри ырă улшăнусене кăмăллăн палăртрĕç. Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче хисеплĕ улттăмĕш вырăн йышăнни унăн ят-сумне çĕклерĕ. Форумра квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ыйтăва та çивĕч лартрĕç.

Владимир БАРМАШОВ, Коми Республикин экономика министрĕ:

— Эпĕ Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут мар. Сирĕн регион тата Шупашкар çинчен ыррине кăна калатăп. Экономика ыйтăвĕсене çĕршыври пысăк хуласенче, калăпăр, Санкт-Петербургри экономика форумĕнче, Сочире, Инçет Хĕвелтухăçĕнче çеç мар, суб˜ектсенче те час-часах сÿтсе явмалла. Форум Шупашкарта 9-мĕш хут иртни экспертсем унпа питĕ кăсăкланнине çирĕплетет.

Татьяна МИНЕЕВА, Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн вице-президенчĕ:

— Организаци Чăваш Енĕн тата бизнес пĕрлĕхĕн çитĕнĕвĕсене сăнасах тăрать. Пирĕн тĕллев — бизнеспа влаç пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессине тивĕçтересси. Чăвашра ку енĕпе хастар. Регионсенчи сатур усламçăсене пулăшма яланах хатĕр. Эпир суб˜ектсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрăпăр. Федераци шайĕнче вĕсемшĕн хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр.

Виталий МАНКЕВИЧ, Вырăс-Ази союзĕн президенчĕ:

— Экономика форумне пула Шупашкарта пулса куртăм. Тĕрлĕ проектпа, экономикăн шанчăк паракан отраслĕсемпе паллашрăм. Манăн шухăшпа, кунта — Раççей центрĕ. Чăваш Енре экономикăна аталантарма май пур. Тĕллев — Ази инвестицине Раççее явăçтарасси. Чи малтан — Китайри ĕçтешсене. Пĕрлехи предприятисем уçни çынсене вырăнта ĕçпе тивĕçтерме май парать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.