Криминал саманин ахрăмĕ, е Хурахсем те хыпарсăр çухалмаççĕ
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ çак уголовлă ĕç чылай çул каяллахи тапхăра таврăнма хистет, 2006 çулхи ĕç-пуçа сăнлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи тискер те çивĕч тапхăр мар ĕнтĕ, анчах ун чухне те Шупашкарта автомат шатăртатнă, çын вилнĕ.
Уголовлă ĕç — 1977 тата 1980 çулсенче çуралнă Шупашкар çыннисем тĕлĕшпе. Вĕсенчен пĕрне 2007 çулта Мускавра вĕлернĕ. Иккĕшĕн тĕлĕшпе те хĕç-пăшалăн ушкăнпа каварлашнипе çыхăннă саккунсăр çаврăнăшĕшĕн айăплав тăратнă. Çийĕнчен пĕрне çын вĕлерессине йĕркеленĕшĕн айăплаççĕ, теприне — çын вĕлерме пулăшнăшăн.
Халь вара вунă çул каяллахи вăхăта таврăнар. Ун чухне, 2006 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче çĕрле, Шупашкарти Ленин комсомолĕн урамĕнчи 62-мĕш çурт подъезчĕ патĕнче паллă мар çын 37 çулти арçынна Калашников автоматĕнчен пенĕ. Вунă пульăран кая мар — арçын çавăнтах вилнĕ. Ку тĕслĕхпе çийĕнчех РФ Уголовлă кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе /çын вĕлерни/ уголовлă ĕç пуçарнă.
Анчах преступление тÿрех мар, чылай çул иртсен те уçса пама май килмен. Çапах сыщиксем, следстви ун çине алă сулман. СК следователĕсем шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле çине тăрсах оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ. Наука та пĕр вырăнта тăмасть вĕт — генетика экспертизисем ирттермелли майсем çуралнине, свидетельсене тупса палăртнине кура вăхăт иртнĕ май преступление йĕркеленĕ тата тунă çынсене тăрă шыв çине кăларнă.
Йĕркелÿçи Шупашкар çынни, 1977 çулта çуралнăскер, пулнă. Ун пирки преступниксен 2000 çулта йĕркеленнĕ каварлашнă ушкăнĕн лидерĕ теççĕ. Мускавра каярахпа шăпах ăна вĕлернĕ — унăн пурнăçĕ 30 çулта татăлнă. Çакскер Шупашкарта çын вĕлерме хăйĕн 40-ри пĕлĕшне явăçтарнă — унăн та хайхискерпе маларах хирĕçÿ пулнă. Уголовлă ĕçĕн çак фигуранчĕ те 2007 çулта вилнĕ — шывра путнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕçе айăпли вилнине кура малтанхи следстви тапхăрĕнчех пĕтернĕ. Виççĕмĕш фигурант та пулнă — вăл преступлени тума пулăшнă. Шăпах вăл, 1980 çулта çуралнăскер, ун чухне 26-ра пулнăскер, халь суд умне тăрĕ.
Следстви шучĕпе, çак преступлени республикăри пассажирсене илсе çÿрессин рынокĕнчи криминал витĕмĕшĕн кĕрешнипе, çавăн пекех ку сферăри финанс юхăмне тĕрĕслесе тăрас тенипе сăлтавланнă. Пĕри теприне вĕлерме шут тытнă. Каварлашнă ушкăн членĕсем автомат, патронсем, медицина калпакĕнчен маска хатĕрленĕ. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхине киллер «сунара» тухнă.
Вĕсем тĕп тума шут тытнă арçын çав каç Ленин комсомолĕн урамĕнчи 62-мĕш çуртра паллакан хĕрарăмăн çуралнă кунне паллă тунă. Вăл подъездран тухнă май автомат шатăртатнă. Путвалта пытаннă преступник тĕл пенĕ... Хăйĕн тискер ĕçне тунă хыççăн киллер тарса пытаннă.
Следстви чăннипех питĕ пысăк ĕç пурнăçланă. Кăтартусем панă свидетельсем кăна — аллă çынна яхăн. Тата — медицина, криминалистика, баллистика, молекулярлă генетика экспертизисем, оперативлă шырав ĕçĕ... Следстви иккĕленмест: айăпа çирĕплетмешкĕн материал çителĕклĕ. Уголовлă ĕçе Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ тишкерĕ.
Николай КОНОВАЛОВ