Хветурана качча пани
Тихон Сергеевич 1920-1930 çулсенче районти потребительсен союзĕн агентĕнче ĕçленĕ, ялсем тăрăх çăмарта пуçтарнă, лав çине майласа тиенĕ те хăйĕн лашипе Канаша леçнĕ. Аслă Таяпари çамрăк каччă Мĕтри Краснов та çăмарта пуçтарнă, Тихон Сергеевичпа пĕрле çÿренĕ. Çак каччă Тихăна питĕ килĕшнĕ. Аслă хĕрне Хветурана 20 çул тултарсан никама нимĕн каламасăр Мĕтрие качча пама шухăшланă вăл. Хветура вара ялти çÿлти касри Николай Петровпа туслă пулнă. Ĕлĕкхи йăлапа хĕрсене 19-20 çула çитсен хăвăртрах качча парас тенĕ ун чухне. Хĕрачасене çĕр паман, вĕсене харампыр тенĕ. Хуçалăхра ĕçлеме анчах кирлĕ пулнă хĕрсем. Вĕсен шухăшне шута та илмен.
Пуянпа хăта-тăхлачăллă пулма тăрăшнă вăл вăхăтра. Каярахпа вăрçăнасси, çапăçасси пуçланнă, хĕрарăмăн пурпĕрех чăтма тивнĕ. Манăн аслă аппан çывăх юлташĕ Хветура хăй пурнăçĕнче темĕн те курнă. Личук аппа каласа кăтартнисем халĕ те асрах.
Эрнерен Петровсен Хветурана килĕшме пымалла пулнă. Анчах Красновсем маларах ĕлкĕрнĕ. Мĕтри упа уттипе утса кĕрет Хветура килне. Хĕр чĕри тухса тарас пек тапать, кураймасть вăл Мĕтрие. Амăшĕ те хĕрне нимĕнпе те пулăшаймасть. Упăшкинчен Тихăнтан темиçе хут та йăлăнса ыйтать, лешĕ килĕшмест — кая юлнă имĕш. «Юратман çынна качча кайиччен, унăн патакне çийиччен мăя мăйкăч тăхăнатăп. Анне эсĕ хăв каламанччĕ-и юратнă çынна качча тухмалла тесе? Халĕ эсир мана вĕренпе çыхасшăн. Пулмасть ун пек», — тет Хветура. «Ăçта кайăн, ачам? Кама каласа парăн? Килĕшнĕ хыççăн качча каймасан хапхана тикĕтпе варалаççĕ, вара çынсем умне мĕнле тухмалла? Мана мăшкăл вилĕмне ан пар, хĕрĕм», — ăс парать амăшĕ. Хветура ашшĕ ури умне ÿксе йăлăнни те арçын чунне çемçетеймест.
Питрав ыран тенĕ каçхине Аслă Таяпаран 5 арçын 2 тăрантаспа килсе Хветурана илсе каяççĕ. Шавлă та пуян туй туса ирттереççĕ. 18-20 çын хĕр енчен каяççĕ. Хветурана туй кĕпи тăхăнтартнă, пуçĕнче тухья, умне кĕмĕл укçасенчен тунă тенкĕ çакнă. Хĕр йĕрет, куçне те уçаймасть. Пĕркенчĕк айĕнче хĕр йĕрри йĕрсе Хветура Мĕтрие, унăн тăванĕсене ылханнă.
Çураçнă хĕр енчи хăнасем пĕлнĕ Хветура кăмăлне. Юлашкинчен юлташĕсене, тăванĕсене ятран асăнса ăсату юрри юрланă мĕскĕн хĕр. Сĕтел хушшинче ларакансем, çамрăк хĕрсем, курма пынисем пурте йĕнĕ. Туй вĕçленсе пынă май тăванĕсем киле кайма пуçтарăннă. Хветура ăс-тăнне те çухатнă, çут тĕнчене те курман, куçĕ шыçăнса кайнă. Вăл майĕпен тăнă, картишне çывăрмалли кĕпепе çара уран тухнă. Пурте ыйха путнă, никам та курман, илтмен. Тĕп çулпа мар, çÿлти каспа, çынсем сахал çÿрекен çĕртен, ял еннелле чупнă хĕр. Тĕттĕм хир урлă кашкăрсенчен те хăрамасăр килнелле ыткăннă. Хветура яла çитнĕ. Пÿрте кĕме хăранипе сарая кĕрсе унта купаланă улăм айне кĕрсе выртнă. Ирхине йăмăкĕ улăм айĕнче çын ури курать. Хăранипе кăшкăрса ярать. Унăн сассине илтсе Хветура тухать. Аялти кĕпепе, çара уран хăй. Иккĕшĕ ыталанса йĕреççĕ.
Йăмăкĕ пÿрте чупса кĕнĕ, çиелтен тăхăнмалли тумтир илсе тухнă. Тăванĕсем Хветурана Мĕтри патне каялла таврăнма ÿкĕтленĕ. Аслă Таяпара кĕтÿ хăваланă чухне Мĕтри арăмĕ тарса кайнине пĕтĕм ял пĕлнĕ. Ирхине ирех упăшки тăрантаспа килсе Хветурана каялла илсе кайнă. Çамрăк хĕрарăмăн куççулĕ те типнĕ. Куçĕ çут тĕнче çине урăхла пăхнă, чутах ăсран тайăлман вăл. Мĕнпур çын умĕнче ухмах çын пек кулнă, юрланă. Юлашкинчен çапах та тăна кĕрет хĕрарăм, Мĕтри Краснов çемйинче яланлăхах юлать.
Çĕпĕре тухса каякан Пугачевсенчен хитре çурт-йĕр туянать мăшăр. Хветура ырми-канми ĕçлеме тытăнать. Çемьере ачасем çуралаççĕ. Хветуран чĕри аранах ăшăнать. Мĕтри патакне мĕн чухлĕ çимен-ши вăл? Çакна пĕр Турă кăна пĕлет. Чăтнă чăваш хĕрарăмĕ, ачисемшĕн пурăннă.
Геннадий ИЗОСИМОВ.
Елчĕк районĕ.