Комментировать

7 Июл, 2016

Тĕрĕс хаклама кирлĕ

Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Çак çырава ирттерме республикăра пурĕ 560 ытла çыравçă хатĕрленĕ. Вĕсем ялта пурăнакан мĕнпур çынпа, аграрире ĕçлекенсемпе, хулара пурăнакан дача е сад юлташлăхĕсенче çĕр лаптăкĕ пур çынсемпе çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен тĕл пулса ыйтăм ирттереççĕ.

Çырав тĕллевĕ — ял хуçалăхĕнчи хальхи вăхăтри лару-тăрăва тĕрĕс çутатасси. Халăхран пухнă информаци ял хуçалăхне аталантармалли меслетсене шырама, çĕршыва хамăр туса илнĕ паха продукципе тивĕçтермелли çулсене палăрт­машкăн кирлĕ.

Çыравăн малтанхи кунĕсем ялта пурăнакансен активлăхне палăртнă. Вĕсем çыравçăсемпе кăмăллă калаçаççĕ, ыйтусене те тĕплĕнрех хуравлаççĕ-мĕн. Хулара пурăнакан çĕр лаптăкĕ пур çынсем вара çыравран пăрăнма тăрăшни сисĕнет. Хăшĕ-пĕрин шучĕпе çырава килти хушма хуçалăхри пурлăха налук хума хатĕрленсе шута илеççĕ имĕш. Ку — тĕрĕс мар. Çакнашкал шухăш ял хуçалăхĕн паянхи тăрăмне тĕрĕс хак пама чăрмантарать.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансем валли хатĕрленĕ çырав хучĕсенче ыйтăма хуравлаканăн ятне-хушаматне палăртмаççĕ. Саккун ыйтăм вăхăтĕнче пуçтарнă информаципе статистика тĕллевĕсĕр пуçне урăх тĕллевпе усă курма чарать. Ыйтăма пуçтарса хакланă чухне ял ячĕсемпе ял тăрăхĕсене те палăртмаççĕ, муниципаллă район çеç курăнса тăмалла. Çыравçă пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкне, ăна мĕн-мĕн тĕллевсемпе усă курнине, çĕр ĕçĕнчи мелиораци, технологи шайне, выльăх-чĕрлĕх хисепне, техникăна, ял хуçалăхĕнче уйăракан дотацие е ытти çăмăллăхсемпе усă курнине палăртать. Анчах нимĕнле техникăн, ытти çурт хуралтăн докуменчĕсене те тĕрĕслемест.

Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен çырав ял хуçалăхĕн аталану çул-йĕрне палăртма пулăшĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.