УТĂ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Кун таврăннă вăхăт иртрĕ пулин те хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтарма пăрахмасть-ха. Çак тапхăрта çынсене вăй-хал çĕнĕрен кĕрет тейĕн. Апла-тăк, кирек мĕнле йышăнăва та пысăк яваплăхпа пурнăçлама хатĕр пулмалла. Нÿремлĕх, ăнăçу пулассине шанмасăр пурăнни чи малтанах чĕрепе апат ирĕлтерекен тытăма япăх витĕм кÿреççĕ.
Уйăх циклĕ утă уйăхĕн пуçламăшне ытлашши хумханмасăр, стрессăр ирттерме сĕнет. 6-мĕшĕнче ÿсен-тăран диетине пăхăнни е пачах выçă тытни усăллă. Унтан кăмăла, сывлăха йĕркере тытса тăма диетăна чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла кĕртсен лайăхрах. Кукăль-булка, çуллă какай нумай çини кĕлетке виçине хăвăрт ÿстерет. Уйăх тулнă /утă уйăхĕн 20-мĕшĕ/ хыççăн вăрах чирсенчен сипленме, тасатакан процедурăсем ирттерме тытăнмалла.
Сурăх / Овен/
Сурăхсем кирек мĕнле çимĕçе те тиркесех тăмаççĕ, анчах утă уйăхĕнче вĕсен апатпа тимлĕрех пулмалла. Йывăр апат, уйрăмах пахча çимĕçрен пăрăнни, вар-хырăма ыраттарма, гастрит пуçарма пултарать. Ку хăй тĕллĕн иртессе кĕтмелли çук, мĕншĕн тесен чир çивĕччĕн аталанас хăрушлăх пысăк. Уçă сывлăшра вăй-хал ĕçĕ туни е гимнастика усăллă.
Вăкăр / Телец/
Вăкăрсемшĕн утă уйăхĕ — ăнăçлă уйăх. Сывлăхне лайăхлатма тăван-хурăнташпа, туссемпе активлă хутшăнни пулăшĕ. Вăй-хал ĕçĕ пирки те манмалла мар, ăна шыв процедурисемпе черетлемелле. Виççĕмĕш вунăкунлăхра пĕлмен апат çинипе наркăмăшланма пулать. Çĕнĕ йышши крем сĕрнипе ÿт пиçсе каясран асăрханăр.
Йĕкĕреш / Близнецы/
Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те Йĕкĕрешсем вăй-хал ĕçĕнчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Анчах утă уйăхĕнче хăйсен кахаллăхне ирĕке яни, сахал хускални япаласен ылмашăнăвне пăсать, çавна май уйăхăн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче шăнса пăсăлнипе пулнă чирсем аптратаççĕ.
Рак
Раксем утă уйăхĕнче хăйсен аталанăвĕн çулталăк циклне вĕçлеççĕ. Организмĕн энергетики ÿснĕ май вĕсем вăй-хала хăвăрт тавăраççĕ. Анчах ку вăй-хал ĕçĕнчен пăрăнмаллине, апат-çимĕçпе, çĕнĕ диетăсемпе, эмелсемпе экспериментсем тумаллине пĕлтермест.
Арăслан / Лев/
Уйăх пуçламăшĕнче Арăслансен пурнăç хавалĕ хавшакрах. Вĕсене малтанхи пек активлă пулма йывăртарах. Энерги çителĕксĕр пулсан ăна апатпа тавăрма пулать, çак тапхăрта организм кирек мĕнле çимĕçе те лайăх йышăнать. Анчах кĕлетке виçи ытлашши çынсемшĕн ку меслет юрăхлă мар.
Хĕр / Дева/
Хĕрсем утă уйăхĕнче хăйсене хăтлă, лăпкă туяççĕ. Вĕсене нимĕнле пулăшу та кирлĕ мар. Апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне йывăрлатасран Хĕрсен вĕри тата пăрăçлă апат çимелле мар.
Тараса / Весы/
Утă уйăхĕнче Тарасасен кăмăл-туйăмĕ те, сывлăхĕ те чаплах мар. Ку вĕсем хăйсене тивĕçлипе хакламаннипе çыхăннă. Çак тапхăрта Тарасасен уçă сывлăшра ытларах пулмалла, вай-хал ĕçĕ тумалла, шыва кĕмелле, хĕвелпе пиçĕхмелле. Çапла майпа уйăх варринелле вĕсен пурнăç хавалĕ чылай ÿсĕ, кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлрах пулĕ.
Скорпион
Вĕсемшĕн утă уйăхĕн пуçламăшĕ ăнăçлă пулать. Вăй-халĕ çителĕклĕ пулнă май хăйсене лайăх туяççĕ, палăртнă тĕллевсене çăмăллăнах пурнăçа кĕртеççĕ. Апата йĕркеллĕ çимелле, мĕншĕн тесен организм ăна тата вăйлăрах ирĕлтерет, кирлĕ тутлăхлă япаласене пухса хурать.
Ухăçă / Стрелец/
Ухăçăсем утă уйăхĕнче хăйсен сывлăхне тĕрĕс хаклама пĕлеймеççĕ. Вĕсем тулаш лару-тăрăва хытах пăхăннипе ытлашши вĕчĕрхенÿллĕ пулса каяççĕ. Çывăрса тăранма, канма вăхăт çитменнипе пуç ыратма, сасă çĕтме, вăрах чирсем вĕрĕлме пултараççĕ. Уйăхăн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче Ухăçăсем хăйсене çирĕпрех туйма, кăмăл-туйăма алăра тытма пуçлаççĕ.
Ту качаки / Козерог/
Çулталăк пуçламăшĕ — Ту качакисемшĕн пурнăç энергийĕ чи вăйлă тапхăр. Кирлĕ пулсан вăрах чирсенчен сипленме тытăнмалла. Нимĕнле чирпе те аптрамасан канма та юрать. Ту качакисем хăйсем хăнăхнă кун йĕркине пăссан та ку сывлăха витĕм кÿмест.
Шыв тăкан / Водолей/
Утă уйăхĕнче Шыв тăкансем сывлăхĕ енĕпе пулса иртекен улшăнусене ытла йывăра илеççĕ. Кăшт ÿсĕрсенех е сунасласанах лăпкăлăха çухатаççĕ. Шăпах çакна пула лăплантаракан курăк шĕвекĕсем ĕçмелле, лайăххи пирки тăтăшрах шухăшламалла.
Пулă / Рыбы/
Пулăсем утă уйăхĕнче хăйсене хăтлă туяççĕ. Чĕре шанчăклă ĕçлет, çавна май вĕсем тулаш лару-тăрăва лăпкăн йышăнаççĕ. Анчах нумай ĕçлеме тивни е пурнăçра мĕн те пулин улăштарма тăрăшни стреса пуçарма пултарать.