Комментировать

2 Июл, 2016

Ютти мĕншĕн тутлăрах-ши?

Тĕлĕнмелле ĕçчен те правур ман кÿршĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнине халиччен те курман. Андрей уйăхĕ-уйăхĕпе шапашра çÿрет, кашнинчех «вăрăм укçапа» таврăнать. Унтан килсен те ларса канма пĕлмест вăл. Çавна пулах капмар хуралтă çавăрчĕ, машина туянчĕ. Анчах та арăмĕпе ăнмарĕ ăна. Ирĕклĕ те канлĕ пурнăçа килĕштерет чипер Надя. Малтан ялти фермăра пăру пăхатчĕ, халĕ унта та кайми пулчĕ. Иртĕхсех çитрĕ хĕрарăм. Упăшки Мускавран укçа куçарса парасса çеç кĕтсе ларать килте. Картишĕнчи хур-кăвакалне, выльăх-чĕрлĕхне те ватă амăшĕ пĕчченех пăхать. Чĕрнине хуратасран шикленсе перчетке тăхăнса пахчине çумлакалать-ха хăва хулли пек çинçе пилĕклĕ хĕрарăм, анчах та йывăр ĕçпе хăшкăлмасть. Уттине Андрей кашни çулах пĕчченех çулса типĕтет.

Туйăмсен хыççăн кайса пуçне çухатрĕ пулмалла çамрăк хĕрарăм. Пукане пек капăрланать те хулана йăрккать пĕрмай. Кĕтÿ ансан юттипе ларса кайнине пĕррехинче хам та куртăм. Иртнĕ эрнере пачах урăххи килчĕ ун патне. Ман умра аванмарланса: «Йыснан шăллĕ ку, пăру туянма килнĕччĕ», — суеçтерчĕ шурсухала. Пăру пулмасăр! Пĕр çылăхсăр улашка ав халĕ те пахча хыçĕнче вĕренре тăрать.

Ял çыннисенчен нимĕн те пытараймăн çав. Эпĕ Андрее шарламастăп, чăтатăп. Арăмĕ айккинелле кайнине ăна мансăрах систерекенсем тупăннă. Киле çитсен кÿршĕ хытах лектернĕ мăшăрне. Картишĕнче çÿренĕ чухне хĕрарăм çухăрашнине хам та илтрĕм. Кăвак куçпа темĕнччен çÿрерĕ Надя. Килĕнчен те кăларса ярасшăнччĕ ăна Андрей. Йăпăлтатса тÿрре тухрĕ чее хĕрарăм. Каçхине лайăх ачашларĕ-ши кÿршĕме? Пире, арçынсене çавă çеç кирлĕ. Анчах та пĕр шăмă кăшлама вĕреннĕ йытта чарма çук теççĕ. Кашкăр та темĕнле тăрантарсан та вăрманаллах пăхать. Ман шăллăма та саппун кантрине салтма ирĕк панă Надя. Лешĕ тата çав «пылак» каç хыççăн пуçне çухатнă. «Епле пурăнмалла малашне, ăçтан çапла хитре пулма пĕлнĕ Кирук пиччен хĕрĕ, ĕмĕре унпа ирттерме хирĕç мар эпĕ», — нăйăлтатать халь хăлха патĕнче. Ăнмарĕ Андрее, хăйĕн пек сăпайли, ĕçшĕн çунаканни кирлĕччĕ те ăна.

Иртнĕ эрнере кÿршĕ каллех инçе çула тухса кайрĕ. Тÿпене уйăх шуса тухсан хапхи умне кашни каçах машина килсе чарăнма пуçларĕ. Хăвăртах хускалса каять хăй. Эпĕ пĕтĕмпех куратăп, илтетĕп, манран пытараймăн çав. «Ку Элекçей тете çывăрать, нимĕн те туймасть», — шухăшлать пуль-ха чипер кин. Ват çерçие улталама çук.

Ватăлтăм ĕнтĕ, пуçа çапах ниепле те вырнаçаймасть, еркĕн мĕншĕн тутлă-ши, тĕлĕнмелле ачаш та çепĕç-ши вăл? Пытармастăп, эпĕ те вăхăтĕнче айккинелле нумай чупнă. Паллах, ман арăм Надя пек иртĕхмен. Анчах та улаха кайсан пурин çинчен те манса кайса эпĕ те пуçа çухататтăм. Савни темшĕн хаклăрахчĕ.

МИХАИЛ.

Канаш районĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.