Комментировать

30 Июн, 2016

Милĕк хатĕрлер-и?

Милĕк сиплĕ, техĕмлĕ пултăр тесен ăна вăхăтра касмалла, тĕрĕс типĕтсе упрамалла.

Тĕрлĕрен йывăç-курăкран хатĕрлеççĕ ăна. Чи анлă сарăлни — хурăн. Унăн шăрши ырă, çапăнма та пехетлĕ. Хурăн милĕке çĕртме уйăхĕн çурринчен утă уйăхĕн пуçламăшĕччен касса хатĕрлеме юрать. Çамрăк йывăç турачĕ аванрах. Йывăçа йăлтах касса тĕплеме кирлĕ мар, ытлашши сиен кÿмесĕр, темиçе йывăç турачĕсене иртмелле. Каснă туратсенчен тÿрех милĕк çыхмаççĕ. Пĕр талăк пек сулхăнра шантармалла.

Милĕк вăрăмăшĕ 50 см ытла ан пултăр, ывăçпа тытма меллĕ пулмалла. Ытлашши пысăк милĕкпе çапăнма меллĕ мар, йывăр.

Юман милĕке çурла-авăн уйăхĕсенче касаççĕ. Вăл сиплĕхĕпе хурăнран кая мар. Типĕтнĕ юман милĕке 2-3 çул упрама юрать. Мунчара та юман милĕк 2-3 хутчен усă курма юрăхлă. Вăйлă тарлакансемшĕн, çуллă ÿтшĕн уйрăмах лайăх.

Çăка милĕк те аван. Вăл çемçе, ырă шăршăллă. Çуллахи вăрман, пыл шăрши тухать ăна ислетсен. Милĕке йывăç чечеке ларас умĕн е чечекре чухне касса хатĕрлемелле. Çăка милĕкпе хальхи вăхăтра сахалрах усă кураççĕ. Анчах çăка хурăнпа юманран пачах та кая мар. Вăл уйрăмах сывлав органĕсемшĕн, ÿт-тиршĕн аван. Чечекне пухса типĕтсен хĕлле техĕмлĕ чей вĕретме пулать.

Асатте-асаннесем ĕлĕкех хутăш милĕксем хатĕрлетчĕç. Хурăна, тĕслĕхрен вĕлтрен, хурлăхан, пĕтнĕк, эрĕм хушса çыхма пулать. Курăк вĕрипе çемçелсе каять. Çавăнпа ăна милĕк варрине хурса çыхмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.