Комментировать

30 Июн, 2016

Туслăхпа пĕрлĕх уявĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен хăйĕн тĕп уявне - Республика кунне - чаплă палăртрĕ. Çавна май тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре тĕрлĕ мероприяти пулчĕ. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм çĕршыври «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль кăçал 24-мĕш хут иртрĕ, Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс вара - 14-мĕш хут. Унта çĕршыври 19 регионтан 34 ăстаçă хутшăнчĕ. Чăваш Ен чысне 20 алĕç маçтăрĕ хÿтĕлерĕ. Вĕсен пултарулăхне 9 номинаципе хакларĕç. Конкурса Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалларĕç.

«Шупашкара малашне те килĕпĕр»

«Сирĕн ĕçĕрсем - пысăк пуянлăх. Мĕншĕн тесен эсир чуна парса тăрăшатăр», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ регионран килнĕ ăстаçăсемпе тĕл пулнă май.

Леонид Бобылев ?Чулхула облаçĕ% «Руç ăстисем» конкурсăн гран-прине илме тивĕçрĕ. Ăна «Утă çулни çинчен хывнă юрă» ĕçĕшĕн пачĕç. Леонид халăх искусствипе ачаранах кăсăкланать: металран, тиртен, тăмран, хурăн хуппинчен халăх музыка инструменчĕсем тăвать.

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль программи те пуян пулчĕ. Унта кăçал çĕршывăн 16 регионĕнчен 17 коллектив хутшăнчĕ. Унсăр пуçне республикăри пултарулăх ушкăнĕсем те куракана хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Чăваш Ен хăнасене хапăл туни, çавна май туссен йышĕ çулсерен ÿсни, тăван культурăна упраса хăварма пултарни, ăна малашне те аталантарни çинчен каларĕ республика ертÿçи фестивале уçнă май. Хăш-пĕр коллектив 24 çул хушшинче çак мероприятие пĕрре мар хутшăнать. Сăмахран, Рязань облаçĕнчен килнĕ «Звонница» халăх коллективĕ. «Пĕрремĕш хут эпир фестивале 2013 çулта хутшăнтăмăр. Пире тарават кĕтсе илнĕрен Чăваш Ене час-часах килме хатĕр. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пур», - терĕ Людмила Богатова ушкăн ертÿçи.

Севастопольтен килнĕ хăнасене те уяв питĕ килĕшнĕ. «Пире халиччен ниçта та Шупашкарти пек тарават кĕтсе илмен, - теççĕ вĕсем. - Хула таса, тирпейлĕ, халăхĕ кăмăллă, ăш пиллĕ. Чăваш Енрен уйрăлас килмест. Эпир малашне те килĕпĕр кунта. Сирĕн тараватлăха чĕресенче упрăпăр».

Раççей хăйĕн историйĕпе, тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, культурипе пуян пулнине, çирĕп туслăхпа юратăва кăтартса пачĕ «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль.

Уяв кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» IX Шупашкар экономика форумĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене социаллă пурнăçри ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи 5 уйăхрине пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ - 114, ял хуçалăхĕн 110 процентпа танлашнă.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова çамрăксене юридицие, экономикăна вĕрентме малашне бюджет вырăнĕ сахалрах парассине пĕлтерчĕ. Инженер, биолог, химик тата ытти специалиста суйласа илекенсен йышне ÿстерессишĕн ĕçленине палăртрĕ.

Германири ĕçлĕ çынсемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшакан эксперт Инна Армстронг чăваш пайтаçисене нимĕçсен экономикин конъюктурипе, пуян практикипе усă курма сĕнчĕ.

Фермер кунĕ

Чăваш Республикин кунĕнче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Сумлă уява йăхташăмăрсем тĕрлĕ регионтан - Мускавран, Чĕмпĕртен, Саратовран, Пермьрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Пензăран, Самартан, Оренбургран тата ытти тăрăхран килсе çитрĕç. Эстони чăвашĕсем те Акатуйран юлмарĕç.

Халăх пултарулăх коллективĕсем «Çĕршыв илемĕ» юрăпа уява уçрĕç. Каярахпа вăл Анне палăкĕ çывăхĕнчи тÿремре малалла тăсăлчĕ. Чăваш юрри-кĕвви чылайччен таврара янăрарĕ.

Ĕç çыннин çулталăкне шута илсе Акатуй вăхăтĕнче кăçал пирвайхи хут Фермер кунĕ иртрĕ. Республикăри фермерсем чи малтанах тĕп хулари «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче «çавра сĕтеле» пуçтарăнчĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Александр Жуков республикăри фермер хуçалăхĕсемпе çемье фермисене пулăшас тĕллевпе пурнăçланакан программăсем çинчен пĕлтерчĕ.

«Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн директорĕ Николай Васильев ĕçе пуçăнакан фермерсем бизнес планне, ХФХ отчечĕсене хатĕрленĕ чухне тĕл пулакан йывăрлăхсем пирки каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех фермерсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Сăмахран, Çĕмĕрле районĕнчи Денис Харитонов 2013 çулта фермер ĕçне пуçăнакан гранта çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вăл 18 пуç мăйракаллă шултра выльăх туяннă. Вĕсен шутне çулсерен ÿстерсе пырать çамрăк. Çавна май малашне çемье ферми уçма ĕмĕтленет. «Ялта ĕçлеме, пурăнма пулать, - тет вăл. - Паллах, йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ, вĕсене парăнмалла мар».

Уява пухăннисем тĕп хулари Сад микрорайонĕнчи Фермер урамне çитсе курчĕç. Кунта суту-илÿ ярмăркки тăваççĕ. Кашни фермер хăйĕн таварне аренда тÿлевĕсĕр çур çул сутма пултарать.

Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Фермер хуçалăхĕ - ăнăçлă ĕç вырăнĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕ.

«Чи çамрăк фермер» номинацире Денис Харитонов ?Çĕмĕрле районĕ% çĕнтерÿçĕ сертификатне тивĕçрĕ. «Хресчен ?фермер% хуçалăхĕн тухăçлă старчĕ» ята Ольга Григорьева ?Етĕрне районĕ% илчĕ. «Социаллă позицири хастарлăхшăн» номинацире Решит Санзяпов ?Патăрьел районĕ% палăрчĕ. Алина Афанасьева ?Муркаш районĕ% вара «Ăрусен çыхăнăвĕ» тĕлĕшпе çĕнтерчĕ.

Михаил Игнатьев фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермисен, çавăн пекех ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен ертÿçисене сертификат парса хавхалантарчĕ.

Юхрĕ юрă таврана

Кăçалхи Республика кунне Элĕкре те палăртрĕç. Ентешсем паллă тапхăра тĕплĕ хатĕрленнĕ: салара тирпейлĕ, хăтлă, урамсенче такăр çул, куçа йăмăхтаракан чечексем.

Уява уçнă май Элĕксене, хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ытти яваплă çынсем саламларĕç.

Уяв Йăлкăшра пурăнакансемшĕн яланлăх ырă йĕр хăварчĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - халăха медицина пулăшăвĕпе вырăнта тивĕçтерни ялти пурнăçа лайăхлатмалли условисенчен пĕри шутланать.

Хальхи вăхăтра республикăра 525 фельдшерпа акушер пункчĕ. 2015 çулта Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас программа вĕçленнĕ. Çапах 2018 çул тĕлне тепĕр 50 çĕнĕ ФАП тума палăртнă. Элĕк районĕнче юлашки виçĕ çулта кăна тăваттă хута кайнă. 2017 çулта вара Мăн Карачурара та пулĕ вăл. Йăлкăшри сиплев çуртне 5 ял çыннисем çÿреме тытăнĕç. Хĕрлĕ хăйăва касса татнă хыççăн хăнасем модульлĕ ФАП-а кĕрсе курчĕç.

Салари Совет Союзĕн Геройĕ М. Ефимов ячĕллĕ лапамра ăсталанă техникăсен «ХХI ĕмĕрти Кулибин» тата ачасен «Модельсен тĕнчи» конкурс фестивалĕ иртрĕ.

Уçă пĕлĕт айĕнче уçăлнă «Тури чăвашсен этника культури» парк-музейĕнчен те халăх татăлмарĕ. Тури чăвашсен йăли-йĕркине, пурнăçне туллин сăнласа панă кунта. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ял тăрăхĕсем хăйсен этнохуçалăхĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Уявра районăн хастар ĕçченĕсем Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсен сертификатне, пурăнмалли çурт-йĕр тăвакансене социаллă тÿлев свидетельствине пачĕç.

«Хĕлхем» спорт комплексĕ умĕнчи лапамра илемлĕ юрă-кĕвĕ, ташă Элĕксене, хăнасене чыйлайччен савăнтарчĕç.

Валентина МАКСИМОВА,

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.