Алă усса лариччен
"Çыннăн ахаль ларма юрамасть", - тет Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан 80 çулти Евгения Алексеевна Степанова. Ĕмĕр тăршшĕпе тĕрĕ тĕрлет вăл. Паллах, пушă вăхăтра. Тен, çавăнпа çак имшеркке хĕрарăм хăйĕн ÿсĕмĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Тепĕр тесен хăй аллипе ăсталанă илем тĕнчинче мĕнле ватăлăн?
Хăтлă кил-çуртра кинĕпе пурăнать паян Евгения Алексеевна. Ăçта ан пăх - пур çĕрте те тĕрĕ, çурт ăш-чикки унпа сывлать тейĕн. Ку çеç-и? Мĕнпур шкап унпа тулса ларнă. Типтерлĕ пуçтарса хунă купасене кунĕпе салатсан та пăхса пĕтереймессĕн туйăнать. Кашнинче - хĕрарăмăн чун ăшши. Тен, çавăнпа тĕрленĕ япаласем йăлăхтармаççĕ, куçа йăмăхтармаççĕ. Ырлăхра чун канать, пĕрре хăпартланать, тепре сăваплă ĕç тума хистет.
Хамăн пурнăçра тĕрĕ ăстисемпе паллашман мар, анчах Евгения Степанова пеккине тĕл пулманччĕ-ха. Кинĕ апата сĕтел хушшине йыхравласан та юратнă алĕçĕнчен çăмăллăн уйрăлаймасть. Тĕрленисĕр пуçне ытти енĕпе нимĕн те тумасть тееймĕн ăна. Пахчара та пулăшать. Тепри унта ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн канас тейĕ, кинемей вара ун вырăнне алла йĕппе çип тытать те пуçĕпех хăйĕн "тĕнчине" путать.
Пурнăçра хура-шур сахал мар тÿснĕ вăл. Ывăлĕ çут тĕнчепе сывпуллашсан хуйха каллех тĕрĕпе пусарнă, суранланнă чунне ытларах та ытларах алĕçĕпе сиплеме тăрăшнă. Ахăртнех, паянхи кун та çапла тăвать.
Ара, Володя та амăшĕ пекех тĕрлеме пултарнă. "Ыттисем пек клуба чупма юратмастчĕ, алĕçĕпе кăсăкланатчĕ", - аса илет Евгения Алексеевна. Кивĕ шифоньер ăшĕнчи купаран ывăлĕ тĕрленĕ кавире туртса кăларчĕ те чылайччен сăнарĕ...
Хĕрĕсем те, мăнукĕсем те тĕрлес ăсталăхпа туслашнă. Кинĕ те хăйĕн ĕçĕсене кăтартмасăр чăтаймарĕ.
Чим-ха, тĕрлет кăна мар, чĕнтĕр йĕппипе илемлĕ япаласем те çыхать кинемей. Вĕсене тăванĕ-пĕтенне, ял çыннисене парнелет. Унăн алли витĕр тухнă 120 тутăр таран халăхра саланнă.
Пĕр чарăнми тĕрлет, çыхать ĕçчен хĕрарăм. Çынна ырлăх, савăнăç парнелет, хăйĕн ĕмĕрне тăсать.