Комментировать

30 Июн, 2016

Каспи шывĕпе çăвăнакан хĕвеллĕ Бакура...

Çулçÿрев çав тери ансат ăслăлăх, вăл хамăрăн çак тĕнчери пĕлтерĕше, эпир çĕр çине мĕншĕн килнине ăнланса илме пулăшать. Тахçан Совет Союзĕн йышĕнче пулнă, çĕнĕ саманара çитĕнекен ăрушăн питех те аякра пек туйăнма пуçланă Азербайджан Республикине нумаях пулмасть иккĕмĕш хут çитсе килтĕм. Каспи тинĕсĕн ачаш хумĕпе, Баку çийĕн вĕрекен ăшă çилпе килентĕм. Вĕсемпе кăна та мар, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен пĕрлĕхĕ ирттернĕ конференцире пулнă май ют тăрăхра курни-илтни пирки тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартам-ха.

Пĕлĕтсем çийĕн

Самолета пĕрремĕш хут лармастăп, çавăнпа аэропорта çитсен те шиклĕх туйăмĕ мана пачах канăçсăрлантармарĕ. Малтан Хусантан — Мускава, унтан Бакуна вĕçмелле. Раççейĕн тĕп хулинче çумăр лÿшкенĕ те S7 Airlines компани самолечĕ тÿпене вăхăтра çĕкленеймен, вăл Тутарстанăн тĕп хулине 40 минут кая юлса анса ларчĕ. Пăшăрханма тытăнтăм. Мускаври «Домодедово» аэропорта çакăн чухлĕ вăхăт кая юлса çитсен те Баку хулине вĕçекен самолета ларма 20 минут çеç юлать. Унччен манăн темиçе тĕрĕслев, çав шутра — таможньăн çирĕп тĕрĕслевĕ, витĕр тухмалла. Ĕлкĕрме йывăр. Апла пулин те самолетра меллĕн вырнаçса чÿречерен тавралăха лăпкăн сăнарăм.

1 сехет те 10 минут — вăхăт-и вăл? Мускав курăнса та кайрĕ. Палăртнă вăхăтра çитейменнипе пирĕн самолет валли терминал çук. Картлашкапа антарчĕç. Мĕн тери сивĕ, çил касать — çу кунĕсем тееймĕн. Автобуса лартрĕç. Хаксăр хаклă минутсем татах чакрĕç. Аэропорт çуртне кĕнĕ-кĕменех ют çĕршывсене вĕçмелли терминал ăçта вырнаçнине пĕлес тесе информаци хăмисене куçпа шырарăм. Унччен те пулмарĕ — «Баку хулине кам вĕçет?» — тени хăлхана кĕчĕ. Аэропорт ĕçченĕ мана кĕтет иккен. Вăл пулăшнипех пĕтĕм тĕрĕслев витĕр 7 минутра тухса Боинг-767 самолета кĕтĕм. Мĕн тери хăватлă сывлăш карапĕ ку! 300 яхăн пассажир пĕрле вĕçет. Кашнин умĕнче — уйрăм телеэкран.

Мăнаçлă Боинг кайăк евĕр çăмăллăн вĕçсе хăпарчĕ те çĕрлехи Мускав йăлтăртатакан çутă тенкеллĕ тухья тăхăннă чăн чăваш хĕрĕсен ушкăнĕ евĕр аякра тăрса юлчĕ. Ÿстерсе каламастăп: тĕп хуламăр çутисен ярăмĕсем пĕлĕтсем патне хăпарсан чăннипех те чăваш тухйисем пекех курăнчĕç.

Тÿпере 3 сехет те 40 минут пулмалла. Вăхăт çитсен — каçхи апат параççĕ. Унччен хăть кинофильм кур, хăть юрă-кĕвĕ итле, хăть хаçат вула. Хаçат тенĕрен, самолет 11 пин метра хăпарсан ырă кăмăллă бортпроводниксем Азербайджанра тухса тăракан тĕп хаçатсен çĕнĕ номерĕсене валеçрĕç. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар, эпĕ вĕçнĕ сывлăш карапĕ çав çĕршыв компанийĕнччĕ. Шухăша путрăм. Мĕншĕн Раççейри шалти рейссемпе усă куракансене хаçат вулама майсем туса парас мар? Тепĕр тесен, самолетсенче кăна мар, пуйăссенче те, инçе çула тухакан автобуссенче те хаçат-журнала тÿлевсĕр вуламашкăн мелсем йĕркелеме пулать. Транспорт компанийĕсен çеç пуçаруллăрах пулмалла. Халăхăн патриотлăх туйăмне вăратасси влаçрисенчен кăна мар, вăл е ку предприяти-организаци пуçлăхĕнчен те нумай килет.

Тухăç кĕввисен тыткăнĕнче

Бакура мана Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен пĕрлĕхĕн председателĕн Акпер Гошалы поэтăн ывăлĕпе унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ кĕтсе илчĕç. Çур çĕр иртни 3 сехет. Çанталăк 30 градуса яхăн ăшă. Хăна çуртне кайма машинăна ларсанах хăлхана тухăç кĕвви сăрхăнса кĕчĕ. Темшĕн-çке кунашкал çемĕ чăваш чунне хăйĕн тыткăнне хăвăртах илет — пирĕн эстрада юрăçисем те ав хĕвелтухăç енчи халăхсен кĕввисене çавăншăнах вăрлакалаççĕ. Тĕрĕссипе, юлашки çулсенче азербайджансен юрри-кĕвви тĕнче шайне хăпарчĕ. «Евровидение» /ку сăмаха Еврокурав тесе çырмалла пулин те çаплах палăртам-ха/ вĕсем 2007 çултанпа кăна хутшăнаççĕ. Апла пулин те тăватă çултанах çĕнтерчĕç — Германири Дюссельдорфра иртнĕ конкурсра Эльдарпа Нигяр дуэчĕ чи нумай сасă пухрĕ. Тепĕр çултан Европăри чи сумлă тупăшу Бакура кĕрлерĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме республика ятарласа чаплă кермен — каçсерен 45 пин тĕрлĕ çутăпа йăлтăртатакан, 25 пин куракана пĕр харăс йышăнма пултаракан Кристалл зал — хăпартрĕ. Тăван тăрăхри фестивальре те ята ямарĕç азербайджансем — Сабина Бабаева тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ.

Тул çутăлман. Бакури кĕленче керменсем, çÿллĕ те мăнаçлă çуртсем пин-пин тĕспе çутатса хĕм сапаççĕ, çăмăл машинăри магнитолăран азербайджан эстрада юрăçисем пĕрин хыççăн тепри ăмăртмалла юрăсем шăрантараççĕ, чÿречерен ăшă çил кĕрсе ÿт-пĕве лăпкать... Ыйхă килме-и унта? Çамрăксем пĕрле хула курса çÿреме сĕнчĕç — Казахстанри яш çыравçа Еркинбек Серикбея, манăн тепĕр туса, аэропортра кĕтсе иличчен икĕ сехет пур-мĕн. Çÿрерĕмĕр вара. Ăçта кăна илсе çитермерĕç-ши пире Бакури çатма пек тикĕс çулсем. Ирĕксĕрех ыйту çуралчĕ — шăтăк-путăк, автомобиль кустăрми курăнми лакăм-тĕкĕмлĕ çулсем çук-шим ку тăрăхра? Маларах кайса каласа хăварам — пилĕк талăк пурăнсан та, таçта та çитсе курсан та, çук, курмарăм-асăрхамарăм эп ун пеккине. Хулари тĕп урамсем уçă тÿпе айĕнчи музейсене аса илтереççĕ, архитектура палăкĕ шутланакан çуртсем çĕрле те илемлĕ. Тен, кăнтăрлахинчен те капăртарах? Каспи тинĕсĕ хĕрринчи «çулăм башнисем» кирек хăш кĕтесрен те курăнаççĕ. Каç чаршавĕ айĕнчи хулара вĕсем нихăçан сÿнмен çулăма аса илтереççĕ. Ахальтен мар: хăйсен чĕлхинчен куçарсан «азер» — вут, çулăм...

«Ку — Дипломати академийĕ. Унта пирĕн президентăн Ильхам Алиевăн ывăлĕ Гейдар вĕренет», — аслă шкул умĕнчен иртсе кайнă чухне калаçрĕ Турул. Азербайджанри 50 яхăн аслă шкултан пĕри вăл. Çак йышра патшалăх вузĕсем те, харпăр хăйĕн университет-институчĕ те пур. Чи кăсăкли — Бакури хĕрсен университечĕ. Вăл 1992 çулта пикесен тавра курăмне анлăлатма, вĕсене çемье вучахне упрама, мăшăрпа тĕрĕс хутшăнма хăнăхтармашкăн семинари пек уçăлнă. Кăштахран кунта журналистика, чĕлхепе литература, историпе общество пĕлĕвĕ, психологипе педагогика енĕпе те ăс пама тытăннă. 2006 çулта вăл университет пулса тăнă. Çамрăксем ытларах Азербайджан Республикин президенчĕ çумĕнчи патшалăх управленийĕн, нефтьпе промышленноç тата медицина университечĕсене суйлаççĕ. Тĕпрен илсен, вĕренÿ тытăмне аталантарма кунта укçа-тенкĕ самай уйăраççĕ. Чи нумай тăкакланакан сфера — çар тытăмĕ, ун хыççăн — вĕренÿ. Çĕршывра 2004-2008 çулсенче кăна 1200 çĕнĕ шкул хута янă, киввисене тĕпрен юсанă...

«Çĕнĕ Баку» хăна çуртне леçсе хăварсан пĕлĕшĕмсем Еркинбека кĕтсе илме Гейдар Алиев ячĕллĕ аэропорта васкарĕç. Сăмах май, Азербайджанра виççĕмĕш президента пысăк чыс тăваççĕ. Ун ячĕпе темиçе аслă шкул, фондсем, культура учрежденийĕсем, мечĕт, завод, проспект, стадион, танкер... хисепленеççĕ. Тăван тăрăхĕнче кăна мар, ытти çĕршывра та ун ячĕллĕ заведени, урам чылай. Раççейри Чĕмпĕрте, сăмахран, унăн палăкĕ, ун ячĕллĕ тÿрем пур, Аçтăрханта — шкулпа сквер, Ингушетири Малгобекра — урам... Кăсăклă пĕр ĕç-пуç пирки те каласа кăтартрĕç çамрăксем. Гейдар Алиев пурăннă чухнех Гянджа хулин ĕçтăвком председателĕ унăн палăкне лартма шухăшланă. Кун пирки пĕлсенех президент ăна хăй патне чĕнсе илнĕ. «Ун пек хăтланма юрамасть», — хытарсах каланă çĕршыв ертÿçи. Лешĕ ÿкĕтлемех тытăннă. Вара президент: «Эпĕ вилсен ларт, пултараятăн тăк», — тенĕ. Гейдар Алиев пурнăçран кайсан унăн палăкне вăл кăна мар, нумайăшĕ хăпартнă...

Кашни азербайджан — поэт-и?

Тăватă çăлтăрлă хăна çурчĕпе паллашнă, номере кĕрсе вырнаçнă вăхăта Казахстанри юлташ çитрĕ те. Интернет урлă калаçнă пулин те — çулталăк çурă курман. Вăл вăхăтра Еркинбекăн иккĕмĕш ачи — хĕр — çуралнă, Казахастанри «Жаон» /Çулăм/ литература журналĕнче ĕçлекенскер темиçе халăх поэчĕн сăввисене тăван чĕлхине куçарса пичетлесе кăларнă.

Эпир тĕл пулнă-тĕл пулман литература пирки ахальтен калаçман — çулçÿревĕн пĕрремĕш кунĕ Азербайджанри Поэт кунĕпе пĕр килчĕ. Çапла, кÿршĕллĕ патшалăхра сăвăçсен уявне çулленех çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Микаил Мушфиг поэтăн çуралнă кунĕнче, чаплăн паллă тăваççĕ.

Писательсен союзĕн перс поэчĕн Хаганин урамĕнче вырнаçнă çуртĕнче иртрĕ пирĕн пирвайхи тĕлпулу. Авалхи çурт. Пÿлĕмĕсем пĕринчен тепри илемлĕ. Пуканĕсем кăна мĕне тăраççĕ! Вĕсене ылтăн тĕслĕ эрешпе капăрлатнă. Стенасенчен паллă çыравçăсем тимлĕн тинкереççĕ. Чăваш Республики, паллах, çĕршыв мар, анчах тутар çыравçисен пĕрлешĕвĕн те чаплă çурт пуррине шута илсен — пирĕн писательсен те хăйсен кĕтесĕ пулмалла пек. Анчах, шел те, çук.

Азербайджанри 1500 çыравçа пĕрлештерсе тăракан пĕрлĕх председателĕн, пĕтĕм тĕнче пĕлекен Анарăн пÿлĕмĕ те чуна тыткăнларĕ. Яваплă çак тилхепене 1987 çултанпа тытса пыраканскер çĕршывра халĕ патшалăх пулăшнипе литературăпа çыхăннă ултă журнал, вунпилĕк хаçат тухса тăни пирки каласа кăтартрĕ. Литература журналĕсенчен пĕри çамрăксен аллинче иккенне, унта пыракан хайлавсене вĕсем кăна редакциленине асăнчĕ, пичетленнĕ произведенисемшĕн авторсем сумлă гонорар илнине палăртрĕ. Сумлă тени кашни çыншăн тĕрлĕрен, çавăнпа пÿлĕмрен тухсанах çамрăк азербайджан поэтĕнчен Сервар Камранлирен кун пирки ыйтрăм. «Журналăн пĕр страницишĕн, Раççей укçи çине куçарсан, вăтамран 2,5-3 пин тенкĕ», — хуравларĕ вăл. Тутарстанра мĕнле — пĕлместĕп, анчах Чăваш Енри гонорарсем ун çывăхне те пымаççĕ... Азербайджан литературин хаçачĕсемпе журналĕсене тытса пăхрăм. Калăплав, хут пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен вĕсем пирĕннисенчен уйрăлса тăмаççĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, япăхрах та. Тиражĕсем те капашсăр пысăк тееймĕн. Çапах вĕсене кăларса тăма Азербайджан Культурăпа туризм министерстви писательсен союзĕ урлă çав тери пысăк укçа уйăрать. «Культура, уйрăмах — литература, валли нухрат уйăрман халăхăн шăпи синкерлĕ: вăл вĕçленекен çул çинче», — теме кăмăллать унти интеллигенци.

Тепĕр каларăш та анлă сарăлнă ку çĕршывра: «Кашни азербайджан — поэт». Сăнарлăн палăртнă пулсан та — тĕрĕслĕх пур ку сăмахсенче. Сăвăçсене уйрăммăн хисеплеççĕ. Вĕсене юрăçсемпе артистсенчен те ытларах сумлаççĕ, урамра-мĕнре курсан палласа илеççĕ. Баку хулин тинĕс хĕрринчи тÿремĕпе утнă вăхăтра та, Анар çыравçăпа пĕрле Каспи тинĕсне пăрахутпа туришеве тухсан та аслă ăрурисене кăна мар, хамăрпа тантăш поэтсене те вун-вун çын пырса алă тытрĕ. Сĕтел хушшине ларсан та эрех-сăрапа айкашмаççĕ вĕсем, юрă та ытлашши шăрантармаççĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр сăвă калаççĕ: хăйсем çырнисене, классиксем хайласа хăварнисене...

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Вĕçĕ çитес номерте.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.