Тĕпчевĕпе музей хăнисем паллашаççĕ
Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Екатерина Васильева çуллахи каникул вăхăтĕнче таврапĕлÿпе татах та тарăнрах интересленесшĕн. Сăлтавĕ те пур: кăçал ялта пожарнăйсене халалласа палăк уçрĕç. Вут-çулăмран пĕчĕк ачана хăтарнă çамрăка сăнарланă палăкра çынсене çак професси хăрушă, çав вăхăтрах питĕ пархатарлă пулнине кăтартасшăн пулнă.
Катя — шкулти «Çар мухтавĕ» музейĕн хастарĕ. Вăл кунти материалсеме усă курса хăех пысăк стенд хатĕрленĕ. Паллах, ял çыннисенчен те сахал мар аса илÿ, сăнÿкерчĕк пухнă. «Вĕсем манăçмаççĕ» ятлă самаях пысăк тĕпчев ĕçĕ çырнă. Унта çамрăк таврапĕлÿçĕ Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, кайран хăйсен кун-çулне вут-çулăмпа кĕрешессипе çыхăнтарнă ентешсем çинчен каласа кăтартнă. Шел, вĕсем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, çавăнпа материал пухассипе хăш-пĕр йывăрлăхсем пуррине те пытармасть çамрăк тĕпчевçĕ. Уйрăмах ялта пушар хуралне йĕркеленĕ тапхăра — вăл 1929 çултанах пуçланать — çутатма йывăртарах тет. Çапах та Нягинсен династине пуçаракан Константин Петрович Крдыков-Петров пирки паха ĕçсем пухнă. Çак тĕпчевпе Катя Васильева МЧС тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкне халалланă «Неопалимая Купина» Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх конкурсĕнче «Пултарулăхăн техника тĕсĕсем» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнче илнĕччĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Катя хăйĕн шыравне малалла тăсас тĕллевлĕ паллă таврапĕлÿçĕ И.Криков çырнă «На линии огня» кĕнекене тĕплĕн вуласа тухасшăн, тепĕр тĕпчев çырма ĕмĕтленет.
Катя каникул тесе шкултан пĕтĕмпех уйрăлмсть, мĕншĕн тесен «Çар мухтавĕ» музее тăтăшах çÿрекен чылай. Вĕсене вăл хăйĕн стендне никĕсе хурса хатĕрленĕ «Паттăр ентешсем — пирĕн мухтавлă пожарнăйсем» темăпа паллаштарать.
Василий ЦЫФАРКИН.
Вăрмар районĕ,
Энĕшпуç.