Асăрхануллă пул — инкек санран пăрăнĕ
Шупашкарти 78-мĕш ача садне çак кун тата пилĕк çĕртен хĕрачасемпе арçын ачасем килсе çитрĕç. Кунта тĕп хуламăрти çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕсем «автохула» уçрĕç.
Çакнашкал вĕренÿ лапамĕ пирĕн хулара пурĕ çиччĕ.
Хулара транспорт питех те нумай пулнине шута илсе тата çул-йĕрте ача-пăчан асăрхануллă пулмаллине вĕрентес тĕллевпе ятарласа уçаççĕ çавнашкал «автохулана». Кунта ачасем вăйă мелĕпе правилăсене вĕренеççĕ, «водитель» те, çул урлă каçакан та пулса кураççĕ. Теорие практика занятийĕсенче çирĕплетеççĕ.
Лапам чăн-чăн урама аса илтерет. Кунта çуртсем çук. Анчах транспорт валли çул, тротуар та, хĕресле çулсем те, светофорсемпе çул паллисем пур. Вĕрен кăна. Хамăрăн пурнăç хамăр алăра пулнине шута илме çеç тăрăшмалла. Инкек ан сиксе тухтăр тесен çул-йĕр правилисене яланах асра тытмалла.
СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: «автохулари» занятисем.