Комментировать

29 Июн, 2016

ÇĔЛЕН СĂХАСРАН АСĂРХАНĂР!

Пирĕн республикăра виçĕ тĕрлĕ çĕлен тĕл пулать: хурăн çĕлен /уж/, хура çĕлен /гадюка обыкновенная/ тата пăхăр çĕлен /медянка/.

Чи хăрушши — хура çĕлен. Тепĕр чухне ăна курнипех уйăрса илме те çук. Çитĕнсе çитнĕ хура çĕлен 60-80 сантиметр тăршшĕ, 1 метр вăрăмăш çĕленсем те тĕл пулаççĕ. Тĕсĕ тĕрлĕрен: сăрă е çутăрах кăвак, е пăхăр пек хĕрлĕрех, е хура. Çак çĕлен çурăмĕ çинче кукăр-макăр йĕр пуррипе палăрса тăрать. Хура çĕлен ака-авăн уйăхĕсенче активлă. Шурлăхлă вырăнсене, нÿрĕк нумай çарансене, вăрмансене, кÿлĕ-пĕвен, юханшывăн чăтлăхлă çыранĕсене, чул куписене килĕштерет. Çĕрлехи чĕрчун пулнине пăхмасăр кăнтăрла та пытанмасть: хĕвел çинче ăшăнма сукмак, тунката, тĕмеске, чул çине тухса выртать. Ытла шăрăх чухне сулхăна куçать.

Хурăн çĕлен ыттисенчен пуçĕн икĕ енче çурма уйăх формăллă сарăрах е хĕрлĕ-сарăрах тĕслĕ пăнчăсем пуррипе уйрăлса тăрать. Хăш чухне çак паллăсем питĕ шупка е пачах çук. Çынна курсан хурăн çĕлен тарать. Анчах пуçне малалла кăнтарса, шăхăрса хÿтĕленме те пултарать. Çак мелпе вăл тăшманĕсене хăратать. Хурăн çĕлен сăхни çыншăн сиенлĕ мар.

Пăхăр çĕлен кĕлетки çутă сăрăран пуçласа тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, 70 сантиметр тăршшĕ. Вăл пуçĕ тĕлĕнчи тата хырăмĕ çинчи хупăсем пăхăр пек йăлтăртатнипе палăрса тăрать. Çурăм çинчи яка хупăсен форми ромб е ултăкĕтеслĕх евĕр. Куçĕ тĕлĕнче хура йĕр пур, шăпах çавна пула ĕнтĕ хăйĕн йышши ытти çĕленрен уйрăлса тăрать. Тĕпрен илсен, пăхăр çĕленĕн куçĕ хĕрлĕ тĕслĕ. Тăшманран хÿтĕленес тĕллевпе шăхăрса сикме, çын ÿтне юн тухичченех çыртма пултарать, анчах унăн наркăмăшĕ вăйсăр, çыншăн хăрушă мар. Анчах пăхăр çĕленрен айккинерех пăрăнса иртсен лайăхрах, мĕншĕн тесен наркăмăшĕ хăш-пĕр çынна аллерги витĕмĕ кÿме пултарать.

Нихăш çĕлен те хăйне канăçсăрлантармасан çынна тапăнмасть. Çывăха пырсан кашниех хăй пирки шăхăрса е сиксе пĕлтерет. Çĕлен ытларах чухне ун çине ăнсăртран пуссан, тытсан, патакпа перĕнсен, тĕл пулнă чухне тăрук хускану тусан сăхать. Çуркунне, çĕлен туйĕсен тапхăрĕнче, авăн уйăхĕнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Вăрмана кайнă чухне атă, çăтă шăлавар тăхăнмалла. Кăмпа, çырла пухнă чухне вĕсем ÿсекен вырăна вăрăм патакпа хускатса пăхмалла. Канма лариччен те çĕлен пуррипе çуккине пĕлме патакпа тĕрĕслемелле. Çĕрнĕ тунката, хăвăллă йывăç, шăтăк, çÿп-çап, шанкă куписен çывăхне лармалла мар. Сукмакпа васкаса утнă чухне патака малалла кăнтарса пырсан лайăхрах.

Çĕлене асăрхасан чарăнса тăмалла, майĕпен хыçалалла чакма тăрăшмалла, çĕлене шуса кайма памалла. Çĕлен çынна нихăçан та хăваламасть, малтан шăхăрса хăратма, унтан тарма хăтланать. Анчах вăл хăйне сирĕн çинелле сикме хатĕрленнĕ пек тытсан вырăнта темиçе çеккунт хытса тăмалла та хусканусем тумасăр майĕпен чакма пуçламалла. Алăра патак пур пулсан ăна çĕлен еннелле кăнтарса тытмалла. Чупса тарма юрамасть, ăнсăртран тепĕр çĕлен çине пусма пулать. Тĕрĕссипе, хура çĕлен сăхнин тĕслĕхĕсем вăл тапăннипе мар, унăн хÿтлĕх реакцийĕпе çыхăннă.

Хура çĕлен наркăмăшĕнче юн кĕвелессине пăсакан, нерв тытăмне, тĕртĕмсене сиенлекен хăйне евĕр япаласем пур. Сăхнă вырăн хĕрелет, тăртанать, унтан кăвакарать. 15-20 минутран вăй пĕтет, пуç çаврăнма, ыратма, ăш пăтранма, хăш чухне хăстарма, сывлăш пÿлĕнме, чĕре таппи хăвăртланма пуçлать. Хытах наркăмăшлансан суран юнăхать, сывлăх тата ытларах йывăрланать. Сăхнă ал-уран гангрена аталанас, пÿре сиенленес, ÿпке тăртанас хăрушлăх пысăк. Ачасем, аслă çулсенчи çынсем, вăрах чирсемпе, аллергипе аптракансем çĕлен сăхнине чылай йывăртарах чăтса ирттереççĕ.

Çĕлен сăхнă çынна тÿрех меллĕ çĕре вырттармалла. Ăна канлĕх кирлĕ. Вăл хускалмасан лайăхрах. Наркăмăш пĕтĕм организмĕпе сарăласран сиенленнĕ урине е аллине çÿлерех хумалла. Ÿчĕ тăртанма пуçличчен çĕрĕсене, суласене, атă-пушмакне хывса илмелле. Çăварăн лăймака сийĕ сиенленмен пулсан сурана ĕмсе илме юрать. Е юнне лайăх пусарса кăлармалла. Çакăн хыççăн йод е ытти антисептик шĕвекĕ сĕрмелле. Суран çине стерильлĕ çыхă хумалла. Ÿт тăртанса пынă май çыхха вăхăт-вăхăтпа пушатмалла. Сивĕ хума юрать. Алăран сăхнă пулсан ăна хуçлатса çыхмалла.

Инкеке лекнĕ çынна шĕвек ытларах ĕçтермелле, ку наркăмăша организмран кăларма пулăшать. Ыратнине ирттерекен /анальгин/, аллергие хирĕçле /тавегил, супрастин/ препаратсем, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне пулăшакан /валидол, валокордин/ препаратсем ĕçтерме юрать. Çĕлен сăхнă çынна хăвăртрах çывăхри медицина учрежденине илсе каймалла.

Мĕн тума юрамасть-ха? Çĕлен сăхнă алă е ура çине жгут хумалла мар, çак меслет наркăмăша организмра сарăлма чараймасть, лару-тăрăва вара кăткăслатма пултарать. Сăхнă вырăна çунтарма, касма тата алкоголь ĕçме юраманнине те кашнинех пĕлсе тăмалла.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.