Тавракурăма мĕнле пуянлатмалла?
Эпир, хаçат ĕçченĕсем, кашни эрнере тенĕ пекех республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитетпĕр, çынсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланатпăр. Пирĕн, паллах, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çырăнса илекенсен йышне пысăклатас килет. Çавăнпах тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе сăмах пуçаратпăр. Нумаях пулмасть çамрăк амăшĕпе паллашма тÿр килчĕ. Хăйне хаçат-журнал кирлĕ маррине тÿрех палăртрĕ вăл. «Ачасен те вулама вăхăт çук. Вĕсене компьютер та, телевизор та илсе панă. Тĕрлĕ кăларăм курччăр, вăйă выляччăр», — тет хайхискер. Компьютер вăййи е пĕр-пĕр сериал пепкене аталанма пулăшать-и? Халĕ ача-пăча кăларăмĕсене тишкерекенсем кайран та хаçат, кĕнеке вулама пăрахмĕç. Пĕчĕккĕлле хăнăхтармасан вара çитĕнсен пичет кăларăмĕсемпе туслаштараймăн. Малтан, паллах, амăшĕн хăйĕн тĕслĕх кăтартмалла. «Телевизор, компьютер патне ан ларччăр тесе ачасене кĕнеке, хаçат, журнал тăтăш илсе паратпăр. Шăпах вулани тавракурăма пуянлатать», — çине тăтăм эпĕ.
Тепрехинче кукамăшĕ мăнукĕпе лавккана пынăччĕ. Хăй хаçат çырăнас кăмăллă. Анчах пĕчĕккине сентре çинчи тетте канăç памасть. Илсе памашкăн макăрсах ыйтать арçын ача. Ватă хĕрарăм хаçат çырăнас вырăнне тетте туянчĕ. Кĕнеке е журнал енне çаврăнса та пăхмарĕ пĕчĕкскер.
Манăн тантăш вара çулталăкри тĕпренчĕкĕ валли пĕр вĕçĕм кĕнеке туянать. Ахальтен мар унăн аслă ывăлĕпе хĕрĕ — нумай конкурс çĕнтерÿçисем. Кĕçĕнни те вĕсенчен юлмĕ.
Ачасен çуллахи каникула усăллă ирттерме тăрăшмалла: кĕлеткене пиçĕхтермелле, ăс-тăна çивĕчлетмелле.
«Вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа, атьăр, вăрмана кайăпăр, кăвайт чĕртсе шÿрпе пĕçерĕпĕр», — çуллахи каникул пуçланиччен сĕнчĕ ашшĕ-амăшĕ. Пурте хаваспах килĕшрĕмĕр. Шкул çумĕнчи вăрман хĕррине кайса лартăмăр. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕчченхи вăхăта аса илтерчĕ пире çакă. Ун чухне эпир, пионер отрячĕсем, кăвайт патне пуçтарăнса савăнаттăмăр, выляттăмăр, юрлаттăмăр.
Халĕ те канма пĕтĕм услови пур. Кирек хăш вырăна вараланине вара чун йышăнасшăн мар. Пластик кĕленче, сĕткен курупки... пăрахса хăварнă. Хамăр хыççăн пуçтарма хăçан вĕренĕпĕр-ши?
Вăрман хĕрринче çаплипех çын татăлмасть. Юрă-кĕвĕ илтĕнет. Йĕри-тавра шашлăк шăрши сарăлнă. Апла тăк çÿп-çап купи пысăкланасси иккĕлентермест.
Шăрăхра халăх Атăл хĕрринелле туртăнать. Чылайăшĕ ачи-пăчипе канать унта. Шыва кĕнĕ çĕрте çамрăк амăшĕ кĕленче ванчăкне туртса кăларчĕ. Юнашарах ачасем вылятчĕç. Юрать-ха никам та ун çине пусман.
Çу уйăхĕн вĕçĕнче Атăл кунне паллă турăмăр. Ун чухне Шупашкар вăрман хуçалăхĕ субботнике тухнăччĕ. Çут çанталăка сыхлакансем юханшыв хĕрринче 100 ытла михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Пурпĕрех çынсем канакан вырăна тасатса çитерме çук ахăр. Çăлавçăсемпе пĕрле тирпейлÿçĕсене дежурствăна кăларма хушма укçа кирлĕ. Тен, тавралăха варалакансене штрафлама пуçламалла? Вара йĕрке те пулĕ, бюджета та укçа кĕрĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем валли шкул çумĕнчи лагерьсем йĕркелерĕç. Çĕртме уйăхĕнче 400-е яхăн лагерьте 20 пин ытла вĕренекен канчĕ. Ачасем валли тĕрлĕ енлĕ программăсем хатĕрленине палăртса хăвармалла.
Шупашкарти 31-мĕш шкулта пĕлÿ илекенсем, тĕслĕхрен, Светлана Гордеева сăвăçпа тĕл пулнă. Унăн кĕнекисене кĕçĕн класра вĕренекенсем уйрăмах килĕштерсе вулаççĕ. Светлана Гордеевăн ĕçĕсем республика конкурсĕнче те мала тухаççĕ. Хальхинче «Корзина с грибами» кĕнекипе тĕплĕнрех паллаштарнă автор. Çавна май шăпăрлансем çиме юрăхлă тата наркăмăшлă кăмпасене уйăрма вĕреннĕ.
Хĕвелтухăç поселокĕнчи библиотека ĕçченĕсем «Бригантина» лагерьти ачасемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Куçса çÿрекен библиотека килессе çав тери кĕтеççĕ унта канакансем. Уçă тÿпе айĕнчи кĕнеке уçланкинче тĕп сăнарсемпе пĕрле çул çÿреве тухаççĕ вĕсем. Библиотекарьсем лагере шкул программинчи кĕнекесене илсе каяссине йăлана кĕртнĕ. Апла тăк кану вăхăтĕнче вулани çитес вĕренÿ çулĕнче кирлĕ пулĕ. Библиотека ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, ачасем пичет кăларăмĕсемпе те кăсăкланаççĕ. Нумай пĕлсен çакăнта йĕркелекен викторинăра çĕнтерме те çăмăлрах.
Марина ТУМАЛАНОВА