Алăкран шаккать çыравçă
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти - Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ - кунран кун çывхарса килет. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри çыравçăсем те ĕçе тытăнмалла. Республикăра яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленнĕ? Çак кунсенче Чăвашстатра пресс-конференци иртрĕ. Ăна Чăвашстат ертÿçин заместителĕ Любовь ПЕТРОВА ертсе пычĕ.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ апат-çимĕç рынокне, вырăнти ресурспа тухăçлă усă курассине, хак, кредит политикине тытса пырассине лайăхлатма пулăшĕ.
Çырав - экономика статистикин уйрăлми пайĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕршыври ял хуçалăх лару-тăрăвне тĕрĕс пĕлесси.
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ ?ФАО ООН% вунă çулта пĕр хут черетлĕ çырав раундне йĕркелет. Аталаннă çĕршывсенче 5-10 çулта пĕр хутран кая мар ирттереççĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче ял хуçалăх çыравĕн 9 раунчĕ пулнă. 2006-2015 çулсенче вĕсене 135 патшалăх хутшăннă. Наци экономики аталаннă çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те, кун пек çыравсене ФАО ООН сĕнĕвне тĕпе хурса йĕркелеççĕ. Сăмахран, Америкăра юлашки хут 2012 çулта иртнĕ вăл. Çитесси - 2017 çулта. Итали, Нидерланд, Германи, Япони çĕршывĕсенче - 2020, Канадăра 2021 çулта пулĕ ?унчченхи – 2011 çулта%.
Раççейри 2016 çулхи çырав кăтартăвĕсене ял хуçалăх производствин тухăçлăхне ÿстермешкĕн экономика мерисем йышăнма усă курĕç.
Паллă мероприятие хатĕрленсе Чăваш Енре çырав списокне 436 ял хуçалăх организацине, 4 пин – фермер, 239 – ялти, 9 пин хулари уйрăм хуçалăхсене, 746 граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене тата вĕсенчи 9780 участока кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра 95 инструктор участокĕ, вĕсенче ĕç хатĕрĕсем ?техника, сĕтел-пукан, телефон тата ытти те% йăлтах пур. Çырава 95 инструкторпа 563 переписчика явăçтараççĕ. Вĕсене вĕрентме тытăннă ĕнтĕ.
Çырав бланкĕсем тĕрлĕ тĕслĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен хĕрлĕрех сарă вăл, ыйтăвĕсем те самай. Фермерсен - сарă, хушма хуçалăхсен - симĕс, сад участокĕсен кăвак тĕслĕ. Предприяти-организацисем Чăвашстата тăратакан отчетпа танлаштарсан çы-рав бланкĕнче хушма ыйтусем те пур. Сăмахран, хуçалăхра çĕнĕ технологипе усă курни, ăратлă выльăх-чĕрлĕх пурри, ĕçе-хĕле механизацилени тата ытти те. Организацисемпе фермерсенчен кредит, субсиди илнине ?илнĕ пулсан мĕн тĕллевпе% ыйтса пĕлĕç. Инфраструктура, техника хатĕрĕ ?электро, шыв, газ сечĕсем, телефон, интернет çыхăнăвĕ пурри тата ытти те% те кăсăклантарĕ. Сад-дача хуçисене пĕрлĕхĕсенче хытарнă çул, хурал, пĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ, участоксен хисепĕ пирки тата ытти ыйтăва хуравлама тивĕ. Уйрăм хуçалăхсен çурт-йĕрте яланлăх пурăнакансен, кил хуçалăхĕнче ĕçлекенсен йышне, чĕртавар мĕн тĕллевпе ?çемьене тăрантарма, хушма е тĕп тупăш валли% туса илнине пĕлтермелле.
Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем перепиç хутне хăйсем çырса тултараççĕ. Фермер, хушма хуçалăхсене, уйрăм пайтаçă патне, сад-пахча пĕрлĕхне çыравçăсем çитĕç. Вĕсем планшетлă компьютерпа е ятарлă бланкпа усă курĕç.
Хуравсем ятсăр, çавăнпа информаци анонимлă. Саккун сведение сарма, налук, влаç органĕсене, предприяти-организацие, ыттисене пама чарать. Ыйтусене çын каланă тăрăх çырса тултараççĕ, документ кăтартмалла мар. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ çĕршыва 13 млрд тенке кайса ларать. Çав шутран 11 млрд тенкине федераци шайĕнче тăкаклĕç, 2 млрд регионсене куçĕ. Чи малтан нухрата ĕç вырăнне арендăлама, техника тата çыхăну валли тăкаклĕç. Чăваш Ене 48 млн тенкĕ куçнă. Çав шутра 92 проценчĕ çыравçăсене шалу тÿлеме кайĕ.
Пресс-конференцие пухăннисене çыравçăн ĕç хатĕрĕпе, тумтирĕпе те паллаштарчĕç: çырав эмблемиллĕ кăвак жилет, «ВСХП» тесе çырнă карттус сăмси, «Росстат» паллиллĕ портфель. Кашнийĕн ят-хушамат, должноç кăтартнă, Росстат ертÿçи алă пуснă удостоверени пулĕ.
Тĕрĕс информаци пуçтарасси халăх ăнланнинчен, çыравçăсемпе респондентсем пĕр-пĕрне шаннинчен, пĕр чĕлхе тупнинчен килет.
Çырав кăтартăвĕсем çĕршывра аграри политикине тĕллевлĕ тытса пыма, ял нуши çине çаврăнса пăхма, лару-тăрăва улăштарма, экономикăна аталантарма программа йышăнма кирлĕ. Çавăнпа граждансем, хуçалăхсем çырава хастар хутшăнасса, ыйтусене тĕрĕс хуравласса шанса тăратпăр.
Лариса Никитина.