Сиенлĕ кăпшанкăсенчен
Пÿлĕмре ÿсекен чечек тăруках имшерленме пуçларĕ, çулçисем шурă пăнчăсемпе «тĕрленчĕç» те шанса тăкăнма пуçларĕç. Тимлесерех пăхсан çулçăсем айĕнче тăсланкă, вĕтĕ хура кăпшанкăсене асăрхарăм. Мĕн-ши вăл тата ăна епле пĕтермелле? Ытти чечексене ермест-и?
Надежда ПЕТРОВА. Шупашкар.
Ыйтуран чечеке пÿлĕмри ÿсен-тăрана сиенлекен трипс кăпшанкă ернĕ тесе шухăшлатăп. Фиалка, гербера, фикус, бегони, хризантема, цикламен, пальма, монстер, роза, лимон пÿлĕмри тата ытти чечексене тапăнать вăл. Вăрăмăшĕ 1 мм яхăн, çинçе, тин тухнă çамрăк кăпшанкă çутă сарă е симĕсрех тĕслĕ. Ÿссе ĕрчеме хатĕрри — хăмăр е хура.
Трипса тÿрех асăрхама çук. Чечек имшерленме пуçланине курсассăн ăна тĕплĕн пăхса тухмалла. Трипс çулçăн аял енче, чечек папкисенче пытанать. Чечек сĕткенне ĕмсе пурăнать, çавна май сиенленнĕ çулçăсем çинче шурă пăнчăсем пулаççĕ, шанса тăкăнма пуçлаççĕ. Çулçă айĕнче хура пăнчăсем курăнаççĕ: çăмартисем вĕсем. Кăпшанкăна хăйне те асăрхама пулать.
Кăпшанкă ернĕ ÿсен-тăрана ыттисенчен уйăрмалла. Трипс ытти чечексене те хăвăртах куçма пултарать. Кăпшанкă йышлă курăнакан çулçăсене татса тĕп тумалла. Çунтармалла е вĕри шыва пăрахса сиенсĕрлетмелле. Чечек ларнă вырăна, кантăк янаххине е çÿлĕке, хуçалăх супăнĕн шывĕнче йĕпетнĕ пусма таткипе сăтăрса тухмалла, ÿсен-тăрана кăпшанкăна пĕтерекен им-çампа пĕрĕхмелле.
Енчен те чечек кăшт çеç сиенленнĕ пулсан хими препарачĕсемпе усă курма кирлех мар. Сĕлтĕ шыв — хуçалăх супăнĕ, апат соди, кĕл шывĕпе пĕрĕхни те пулăшать. Сад-пахча таварĕсем сутакан лавккара «Симĕс супăнь» текен хурт-кăпшанкăна пĕтерекен шĕвекпе пĕрĕхни те аван. Халăх меслечĕсемпе те хăтăлма пулать сăтăрçăран. Пĕр пуç ыхрана имĕрсе пĕр литр ăшă шыва ямалла, пĕр талăкран ăна марля витĕр сĕрмелле те сиенленнĕ чечеке йăлтах сирпĕтмелле. Çавăн пекех вĕтетнĕ сухан шывĕпе, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, шĕпĕн курăкĕн шывĕпе те чечеке сыватма пулать. Çак меслетсем ÿсен-тăрана та, килти чĕрчунсене те, çынна та сиенлемеççĕ.
Пÿлĕмри чечексене нумайăшне кăпшанкă ернĕ пулсан витĕмлĕрех им-çам кирлĕ. Актеллик, Актара, Конфидор препаратсене инструкципе килĕшÿллĕн шывпа хутăштарса усă курмалла. Фитоверм, Карбофос препаратсем тăпрана шăварма юрăхлă. Им-çампа пĕрĕхнĕ чечексене полиэтилен хутаçпа лайăх хупласа пĕр кун тытмалла. 7-10 кунран сиенленнĕ чечек-курăка тепĕр хутчен пĕрĕхмелле.
Чечеке куçарса лартас тесен тăпрана йăлтах улăштармалла е тăпрана духовкăра хĕртсе илмелле, е морозильника пĕр-икĕ куна хумалла, чечек тымарне çумалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн та чечексене час-часах пăхкаласа илме ан манăр.
Килти ÿсен-тăрана тапăнакан ытти кăпшанкăпа та, тĕпрен илсен, çак меслетсемпех кĕрешмелле. Ытларах тĕл пулакан паразитсем çаксем: эрешмен пек сăвăс /паутинный клещ/, вĕтĕ шур шăна, щитовка, йăмпăлтăк хурт, курăк пыйти.
Асра тытма. Лавккаран е ытти çĕртен туяннă е парнеленĕ чÿлмеклĕ чечек-курăка килте лайăх тĕрĕслемелле, 10 кун уйрăм /карантинра/ тытма тăрăшмалла. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан ыттисемпе пĕрле лартма юрать.
Зоя СЕРГЕЕВА,
профессиллĕ чечекçĕ хуравланă.