Йывăç-курăкпа та вăл пуплет
Шупашкарти 6-мĕш шкулăн иккĕмĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Катя Виноградова асламăшĕпе аслашшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ пурăнакан тăрăха çав тери юратать! Канмалли кунсенче, урăх ниçта та мар, аслисемпе Патăрьел районĕнчи Вăтаелне е Кĕçĕн Патăрьелне васкать. Машинăра ларса пыраканскер ашшĕне дискра упранакан юрă яма ыйтать.
— Атте, аттеçĕм... Тархасшăн, пĕчĕк хĕрÿн кăмăлне тивĕçтер-сем. Манăн та юрлас килет, пĕччен кичем вĕт-ха! Юратнă юрăçсемпе хаваслăрах, — йăлăнать чунтанах.
Тăван тавралăхра ирхи сывлăм ÿкнĕ курăк, йĕри тавра сикекен шăрчăксем, вĕлле хурчĕсемпе тĕкĕлтура нăрлатни кăмăлне çĕклентерет Катьăнне. Сарă, шурă, кăн-кăвак чечексем куç тĕлне пулсан аллисене çупса хĕпĕртет. Тÿпе илемĕ, чĕвĕлти вĕршĕнсемпе чĕкеçсен ушкăнĕ асамлă сывлăшра çивĕч çуначĕсемпе вăр-вар касса вĕçе-вĕçе иртни вара ăна сăвă-юрă тĕнчине илсе çитерет. Тăхăр уйăх çурăра утма, икĕ çула çитиччен калаçма, юрлама вĕреннĕскер çине тăрса юрă шăрантарать. Республикăри сăвăсен конкурсĕнче Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри «Сарă хĕр» сыпăка пăхмасăр илемлĕ каласа жюрине тĕлĕнтернĕскер... çав йĕркесене те таса уйра шăрантарать. Хăйне сцена çинчи пек туйса, сăнара кĕрсе ÿксе, чĕререн тухакан сăмахсемпе:
«...Çÿлте, пĕлĕт айĕнче,
Тăри юрри илтĕнет,
Çемçе курăк çийĕнче
Путек-сурăх сиккелет...»
— Манра чăваш юнĕ чупать, çавăнпа атте-анне чĕлхине чунтан юрататăп. Е тата асаттепе скайппа калаçнă чухне тÿрех вăл: «Юратнă мăнукăм, Катенька, яланхиллех чăвашла сăмахлар. Юрать-и?» — тет ăшпиллĕн. Тем çинчен те пуплетпĕр унпа. Шкулти пурнăç тата хамăн çитĕнÿсем пирки ытларах чунтан калаçатпăр. Конкурссене хутшăнса шăрантарнă юрăсемпе те паллаштаратăп. Асанне те савăнса, юратса пăхса ларать мана. Кукаçипе кукамай та хĕпĕртеççĕ. Эпĕ ахăртнех вĕсене хывнă. Патăрьелĕнчи хора çÿренĕ-çке вĕсем те! Куракана юрă-ташăпа савăнтарнă, — тет маттурскер.
...Калаçма юратакан Катя йывăç-курăкпа, вĕçен-кайăкпа, хурт-кăпшан-кăпа та пуплеме пултарать. Машина урапипе таптаннă хупаха та шеллесе пĕчĕк аллипе ачашласа ăшă сăмах калама пĕлет вăл. Çапла, унра тĕрлĕ енлĕ пултарулăх тапать...
Пуринпе те пĕр чĕлхе тупать вăл
Шупашкарти 6-мĕш шкула иккĕмĕш класа вĕренме килнĕ пултаруллă хĕрачана педагогсем тÿрех асăрханă. Ара, тĕрлĕ уявра юрă шăрантарни, вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыни, конкурс-ăмăртура палăрни, каланă сăмаха çийĕнчех пурнăçлани савăнтарнă вĕсене.
Чăваш чĕлхи урокĕнче Александра Аркадьевна Матвеева та шалт тĕлĕннĕ. Ара, чăвашла хитре калаçать-çке вăл! Тантăшĕсем сăвă каланине педагогпа пĕрле тимлĕ итленĕ. Унтан вĕсен йăнăшĕсене те çийĕнчех тÿрлетнĕ.
— Çав-çав йĕркери сăмахсене пăт-раштартăн. Тимлĕрех пулмалла, — тенĕ вĕрентекен евĕр.
Киле ручкине, тетрадь-кĕнекине манса хăваракана е вĕсене тирпейлĕ тытма пĕлеймене, кĕпи-шăлаварне самантрах варалакана та асăрхаттарма ÿркенмен хастарскер.
— Вĕрентекене хисеплемелле, вăл мĕн хушнине ăша хывса хамăр пултарулăхпа атте-аннене савăнтармалла. Эпир, ача-пăча, чĕвĕлти кайăк евĕрех. Ирĕклĕхе юрататпăр. Апла пулин те класра ларнине самантлăха та манмалла мар. Выляма ăна ĕлкĕретпĕр, уроксем хыççăн кирек епле вăйăпа та кăсăк-ланма пулать, — ăс панă çапла яланах.
Шÿт ăсти теççĕ Катя пирки. Сăмаха вылятса кирек кам кăмăлне те хăпартлантарма пултарать. Акă юратнă йăмăкĕ Настя сÿрĕк чухне, ним çукшăн йĕрмĕшме тытăнсан:
— Кур-ха, саншăн пăшăрханса хĕвел те пĕлĕт ăшне пытанчĕ. Шăлсам куççульне, унсăрăн паян хăй ăшшине урăх çĕр çине сапаламĕ, — тет пĕчĕкскере пуçĕнчен шăлса.
— Пултăрах, мана кун пек çанталăк та килĕшет, — пулать кĕске хурав.
— Эппин сана хитре парне кăтартам-и?
— Çук, кирлĕ мар...
— Пĕчченех киленсе лармалла пу-лать-ши вара? — тесе айккинелле самантрах пăрăнать.
Мĕн тетĕр! Хĕр пĕрчи куççульне аллипе шăлса илет те хĕвел евĕр çиçсе аппăшĕ хыççăн вĕçтерет.
— Аппа! Кĕтсе тă-ă-ăр! Эпĕ те санпа пыратăп, хитре парне курма!
Виççĕ те тултарайман йăмăкне çав тери юратать Катя. Ĕнтĕ саспаллисемпе паллаштарать, шутлама вĕрентет, кĕнеке вулаттарать. Пĕчĕкскер аппăшĕ пекех сатур, кашни сăмаха ăша хывса пĕлÿ тĕнчине кĕме васкать.
— Хăвăртрах шкула каяс килет, сан пекех «5» паллăсем илсе атте-аннене савăнтарас килет, — тет хавассăн сиккелесе.
Йăх-несĕлти паттăрсене аса илнĕ май...
Тĕрлĕ юрă конкурсĕнче çĕнтернĕ Катя Виноградова пысăк ĕмĕтпе пурăнать паян. Юрăçă е ташăçă пулас килнине килтисене пĕлтерсен, аслашшĕпе асламăшĕ те, кукашшĕпе кукамăшĕ те хăйсен шухăшне самантрах палăртрĕç.
— Мăнукăм, эпир санра тухтăра куратпăр. Ара, эпир ĕмĕр çамрăк пулаймастпăр. Пире сывлăх хавшанă вăхăтра эмел паракан, сыватакан кирлĕ. Шанчăкĕ пĕр санра, — терĕç.
Ах, çывăх çыннисен сăмахĕнчен иртес килмест-ха унăн, вĕсен кăмăлĕсене те хуçас ĕмĕтлĕ мар. Анчах тухтăр професси ăна çывăх маррине чунтан ăнланать-çке хĕрача...
Унăн килĕнче çĕре яхăн пукане. Вăл вĕсене тĕрлĕ тум çĕлесе тăхăнтартать. Юрласа сăпкара сиктерет, мунчара чăпăл тăвать. «Чирлесен» — уколпа «сыватать».
— Куратăр-и, эпĕ теттесемшĕн çеç тухтăр пулма пултаратăп. Чăн пурнăçра — çук! Мана сцена çеç илĕртет, — çирĕп-летет мал ĕмĕтлĕскер.
Амăшĕн асламăшĕ Феона Ефимовна Ситова тăхăрвунă çул тултарнине халалласа Катя хăйне евĕр концерт та хатĕрлерĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. Çакна мăн асламăшĕ куççульпе пăхса ларчĕ.
Юрăсене час вĕренет çав вăл. Ку тĕлĕшпе садикрех хастар пулнă. Пĕррехинче ушкăнри хĕрача уява сăввине вĕренсе килеймен. Мĕн тетĕр! Катя 10 куплетлă сăвва самантрах вĕренсе хăй пултарулăхĕпе куракана тĕлĕнтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ, Сергей Юрьевичпа Ольга Николаевна, тĕпренчĕкĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ.
Хĕрачан юратнă поэчĕ Агния Барто пулнă. Кашни кун унăн сăввисемпе паллашса хавхаланнă, ун пекех хастар çын пулма ĕмĕтленнĕ. Ахальтен мар алла ручка тытса сăвă, юмах çырнă.
Пĕррехинче вара мăн асламăшĕ мăн аслашшĕ пирки каласа панине тимлĕ итленĕ хыççăн каллех ручка тытнă. Ăна халалласа материал шăрçаланă.
«Александр Александрович Ситов... Мăн асатте паттăрлăхĕ пирки халĕ эпĕ те пĕлетĕп. Вăл самолет çинчи авиамеханик пулса тăрăшнă. Паттăрлăхне кура 1943 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 1941-1942 çулсенчи хаяр сивĕсенче те унăн юсавлă самолечĕсем хĕрÿ вăрçа кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мăн асатте 115 юсавлă самолета çÿле вĕçтернĕ, унăн айăпĕпе пĕрре те техника çĕмĕрĕлмен.
Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн тăрăшнăскер тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Эпир вара унпа чăнласах та мăнаçланатпăр, мухтанатпăр.
Мăн кукаçи Николай Сергеевич Рубцов та хастаррисен йышĕнчен. Сăмах май, вăл мăн асаттепе Александр Александрович Ситовпа пĕр ялта, кÿршĕллĕ пурăннă. Ачаранпах туслă пулнă. 1942 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче хĕрÿ çапăçура йывăррăн аманнă. Çакна пула 3-мĕш ушкăн инваличĕ пулса юлнă. Апла пулин те тăван тăрăха таврăнсан алă усса ларман, военрукра тăрăшнă.
Атте енчи йăх-несĕлсем те, Иван Тихонович Виноградовпа Петр Александрович Илехметов, Тăван çĕршывшăн кар тăрса паттăрлăхĕпе палăрнă. Тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ.
Çавăн пекех мăн асаттен пиччĕшĕ Федот Александрович Ситов /Федор Ситта/ пирки те асăнса хăвармаллах. Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕн-чен ăнăçлă вĕренсе тухнăскер кĕçĕн классене вĕрентнĕ.
1932-1935 çулсенче республикăра тухакан «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш/ хаçатра яваплă секретарьте ĕçленĕ. Шăп çавăн чухне вăл очерксем, калавсем шăрçалама тытăннă. Сăввисем те тăтăш кун çути курнă. 1938 çулхине Ленинградри журналистика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулхинех çар ретне тăнă.
...1941 çулхине «Красная Чувашия» хаçатра И. Ищенко аслă политрукăн «Журналист боец» статйи пичетленнĕ: «...Унăн материалĕсем боецсемпе командирсене хăпартлантараççĕ, тăшмана çапса аркатма вăй-хал параççĕ. Хĕрÿ çапăçăва пăхмасăр, вут-çулăм уйĕнчех материал çырать вăл. Ăна тăшман пульли те хăратмасть. Чăваш йĕкĕчĕ, Федот Ситов, кашни кунах паттăрлăхĕпе палăрать...»
Ку çеç мар-ха, хастар çамрăкăн Шупашкарта 3000 пин экземплярпа «Фронтри калавсем» кĕнеки пичетленсе тухать. Вулаканшăн çакă калама çук хак-лă пулнă. Шел, хастар качча киле таврăнма шăпа пÿрмен. 1944 çулхине Ленинград çывăхĕнчи çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилет. «Саншăн, пуриншĕн те тавăратпăр ирсĕр нимĕçсене! Эпир вĕсенчен икĕ-виçĕ хут вăйлăрах, эпир çĕнтересси паллă», — сăмах панă юлташĕсем. Тăшман епле хытă пенĕ пулин те малаллах ыткăннă пирĕн салтаксем. Вĕсем, пĕвене татса кайнă çырма шывĕ пек кĕрлесе, шавласа нимĕçсем еннелле вутлă-çулăмлă çумăр çутарнă.
Пурнăç! Федотăн ĕмĕчĕсем те пысăк пулнă ахăртнех. Тем пек яла таврăнса, тăван-пĕтенĕпе пĕрле савăнса пурăнас тĕллевлĕ пулнах ĕнтĕ. Вăл та тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çийĕн, вĕлле хурчĕсем сăрлатнине итлеме кăмăлланă. Уçă сывлăш çемçен ачашланине туясшăн çуннă. Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен... Шăрăхне те, сиввине те, йÿççине те, хурапа шуррине те сахал мар тÿснĕскер Тăван çĕршыва тивĕçлипе хÿтĕленĕ.
Эпĕ хамăн йăх-несĕле тата ытти вăрçă паттăрĕсене нихăçан та манмăп, вĕсене аса илсе юрă шăрантарăп. Кашни кунах. Шкулта чухне те, килте те, уйра та... Çĕнтерÿ кунĕнче палăк умĕн-че çулсеренех пуç тайăп, чĕрĕ чечексем хурăп. Паттăрсем Тăван çĕршывшăн тата пирĕн пуласлăхшăн куçĕсене хупнă-çке. Вĕсем паттăр пулман-тăк паян мĕнле пурăнаттăмăрччĕ-ши? Тавах паттăрсене! Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра!
Патăрьел тăрăхĕнче пăхса ытармалла мар илемлĕ вырăнсем. Ешерсе ÿсекен хăмăшсем хушшинче кайăк кăвакалсем нартлатни илтĕнет. Вĕсем çуначĕсене сарса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вĕçе-вĕçе ÿкеççĕ. Шывра темĕн чухлĕ чĕрчун хăйсен пурнăçĕпе киленсе пурăнать. Калама çук илемлĕ вырăн. Пĕтĕм тавралăх лăпкăн канать-çке, çынсем пекех... Ăшăмра вара каллех тăнăç пурнăçа савса юрă шăранать...»
Элиза ВАЛАНС.