Комментировать

22 Июн, 2016

ИРГАРА ЙӲÇЕК САХАЛ

Ирга вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрасан усăллă, юн пусăмне чакарать, куç çивĕчлĕхне лайăхлатать.

Çырлинче аскорбин йӳçекĕ, В ушкăнри витаминсем, япăх холестеринпа кĕрешекен япаласем пур. Йӳçек сахаллине кура ăна йӳçĕ çырла юраман çынсем те çиме пултараççĕ.

  • Каларăмăр ĕнтĕ, ирга чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чухне усăллă. Вăл гипертонипе, атеросклерозпа, юн тымарĕсемпе капиллярсен стенкисем вăйсăррипе, юн кайнипе аптрасан, пайăрка терапийĕ, антибиотиксемпе сипленнĕ хыççăн уйрăмах усăллă. Çырлари пектин организмран тĕрлĕ наркăмăша лайăх кăларать.
  • Гипертони чухне тата куç вăйĕ чаксан /уйрăмах каçхи вăхăтра/, куç витĕмĕ шыçсан, катарактăн пуçламăш тапхăрĕнче сезонра ирга çырлине çинипе пĕрлех шĕвек те хатĕрлемелле. 2-3 апат кашăкĕ тӳнĕ чĕрĕ çырлана тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 2 хут апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле.
  • Юн тымарĕсен стенкисем вăйсăрланни пăнчăланса юн кайнипе, ӳт кăвакарнипе, сăмсаран юн кайнипе палăрать. Венăсем варикозла сарăлнинчен, витаминсен çитменлĕхĕнчен сĕткенпе сипленсен лайăхрах. 2 стакан çырлана тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çур сехетрен çырлана пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Шĕвеке кунне 1-2 хут çуршар стакан ĕçме юрать.
  • Пыршăлăх ĕçĕ пăсăлсан 2 апат кашăкĕ типĕтнĕ ирга çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, хупă савăтпа 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Паллах, сиплев вăхăтĕнче диетăна пăхăнмалла. Çырли çук пулсан çулçипе те усă кураççĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1-1,5 стакан ĕçмелле.
  • Колит е гастрит аптратсан ирга тĕммин вĕтетнĕ чĕрĕ хуппи пулăшать. 1 апат кашăкĕ хуппа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче е шыв мунчинче 15 минут тытмалла, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Шĕвеке кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Ангинăран, вăрах тонзиллитран, ларингитран, стоматитран, пародонтозран пыра тата çăвара ирга сĕткенĕпе тăтăшрах чӳхесе сипленеççĕ.
  • Ӳт суранлансан, кĕсен тухсан сиенленнĕ вырăна лайăх çуса сĕткен тухиччен вĕтетнĕ ирга çулçи хураççĕ. Суран пӳрленнĕ пулсан ăна çапла сипленме пуçличчен ирга сĕткенĕпе çумалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.