Комментировать

21 Июн, 2016

Шупашкарта - пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем

ЧР Правительство çуртĕнче тунтикунсерен йĕркелекен канашлура иртнĕ эрнере пулнă пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республика бюджечĕ мĕнле пурнăçланнин тата промышленноç комплексĕн ĕçĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç.

Канашлăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти 40-мĕш ача садĕнче пулнă пăтăрмаха уçăмлатма ыйтрĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова вар-хырăм инфекцийĕн палăрăмĕсемпе 13 ачана тата çитĕннĕ 1 çынна хула больницин инфекци уйрăмне вырнаçтарнине, чир сăлтавне пĕлес тĕллевпе тĕпчевсем ирттернине пĕлтерчĕ /тĕплĕнрех — 3-мĕш стр./.

Мероприятире Чăваш Республикин делегацийĕ çĕртме уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнни çинчен Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартрĕç /тĕплĕнрех — паянхи номерте/. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Раççей регионĕсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çитни пирки пĕлтернĕ май пурне те тата тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Чăваш Енре иртнĕ пĕрлехи канашлăвĕ çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев каласа кăтартрĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ФАОри 14 субћект представителĕсем хутшăннине палăртрĕ. Вăл çав канашлура производство каяшĕсемпе усă курас ĕçри экологи хăрушлăхне чакарассипе тата патшалăх органĕсенче Интернетпа усă курнă чухне информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин мерисене сÿтсе явнине; иккĕмĕш кунхине сумлă хăнасем темиçе предприятие — «ЭЛАРА» тата «ЭКРА» ăслăлăх-производство комплексĕсене, Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсен полигонне — çитсе килнине пĕлтерчĕ. Регион ертÿçи энергетика хăрушсăрлăхĕ пирки каланă май Чăваш Енре чăнласах та маттур та ăслă çамрăксем пуррине пĕлтерчĕ, «Пирĕн электротехника кластерĕнче тăрăшакан разработчиксемпе ученăйсем паянхи кун — чи лайăххисем», — терĕ.

Патшалăхсен хушшинчи монополипе кĕрешмелли политика енĕпе ĕçлекен канаш çумĕнчи Реклама координаци канашĕн тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи çĕршывсен потребительсен прависене хÿтĕлекен консультаци канашĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ тата юлашкинчен асăннă консультаци канашĕн X ларăвĕ пирки сăмах пуçарнă май Михаил Игнатьев çакнашкал мероприятие Раççей Федерацийĕн регионĕсенче пĕрремĕш хут ирттернине, йĕркелÿçĕсем çак тĕллевпе Шупашкара суйласа илнине палăртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин икĕ çак ларăва НПППри 8 патшалăх представителĕсем хутшăннине, вĕсенче реклама ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрассин тата потребительсен прависене хÿтĕлессин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнине пĕлтерчĕ.

ЧР республика бюджечĕ кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче мĕнле пурнăçланни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджет тупăшсем тĕлĕшĕнчен 15161 млн тенкĕпе /пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 101,5%/, çав шутра хамăрăн тупăшсем /налукпа тата унпа çыхăнманнисем/ тĕлĕшĕнчен 9737,1 млн тенкĕпе /ÿсĕм — 9,6%/, танлашнине пĕлтерчĕ. Акцизсем, организацисен тата уйрăм çынсен тупăшĕсем, пĕтĕмĕшле тупăш, организацисен пурлăхĕ çине хуракан тата ытти налука пухасси пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Республика бюджетне кăçал 5423,9 млн тенкĕлĕх тавăрса памалли мар укçа кĕнĕ /2015 çулхи çак тапхăрăн 89,6%/. Çак виçе чакни РФ субћекчĕсене федераци бюджетĕнчен бюджетсен хушшинчи трансфертсем парас йĕрке улшăннипе çыхăннă. Министр асăннă укçа-тенкĕпе — субсидисемпе, субвенцисемпе тата бюджетсен хушшинчи ытти трансфертпа — вăхăтра тата туллин усă курмаллине аса илтерчĕ. Расхутсем 13359,7 млн тенкĕпе танлашнă.

Владимир Аврелькин промышленноç производствин кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтарăвĕсемпе паллаштарнă май çак индекс 114,6% танлашнине, ку вăл Раççейри вăтам шайран чылай лайăхраххине пĕлтерчĕ. Тирпейлекен производство индексĕ — 116,3%. Тупăшлă предприятисен шучĕ 67% çитнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 63% пулнă. «Тупăш ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ савăнтарать», — терĕ В.Аврелькин.

Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатне ирттересси пирки мĕнле хатĕрленни çинчен физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.