Комментировать

21 Июн, 2016

Ашшĕн çулĕпе - чĕрĕк ĕмĕре яхăн

— Сиплĕ çумăр самаях çурĕ — акнă çимĕçсене, курăксене ешерсе ÿсмелĕх чухах. Çавăн пек чухне чун хăпартланать вара, — хăйĕн ĕç стажне çураки, вырма шучĕпе виçме хăнăхнă Геннадий Романов уйсене пăхса çаврăннă май кăмăллă пулни çак сăмахсенченех сисĕнет.

«Янгорчино» ЯХПКна 24-мĕш çул ертсе пырать вăл. «Лав — лавçине кура», — тени тĕрĕсех: самана темĕн тĕрлĕ улшăнсан та юхăнса-лакса ларман ку хуçалăх, килен-каяна мăян та хыт-хура кашлакан уйсемпе, ишĕлнĕ витесемпе, арканнă мехпаркпа кĕтсе илмен. Пачах тепĕр майлă — типтерлĕ хуçан çирĕп алли пур çĕре те ĕлкĕрни палăрать. Самани пăсăлчĕ тесе ÿпкелешес вырăнне Çĕрпелсемпе Кайри Тукайсем хĕрсех утă çулаççĕ, çĕрулмине кăпкалатаççĕ, фермăра витесене юсаççĕ, çĕнĕ сарай янтăлама тĕллев тытнă та — унта алла пуртă-мăлатук, сава илнĕ арçынсем çичĕ хут тара ÿксех тăрмашаççĕ. Ĕç вĕрет!

Производство кооперативĕн акнă çĕр лаптăкĕ — 1295 гектар. Çав шутра — кĕрхи тырă-пулă, çуртри, нумай çул ÿсекен курăксем, куккурус, çĕрулми.

— Тĕшĕллĕ культурăсене илес тĕк çуллен пысăк репродукциллисене акма тăрăшатпăр. Куккуруса пĕр вăхăт акманччĕ, халĕ паха çак ÿсен-тăрана пусă çаврăнăшне çĕнĕрен кĕртрĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчететпĕр те — рационра силос пулни выльăхшăн самаях пĕлтерĕшлĕ. Çĕрулми çитĕнтермелли технологисене çĕнетсех пыратпăр, çийĕнчен — сортсене те. Акă кăçал «Удача», «Ред Скарлетт», «Гала» ятлисене лартрăмăр, — хуçалăхри ĕç-пуç çинчен каласа кăтартрĕ Геннадий Васильевич.

Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем çук ку хутлăхра. Çакна хуçалăх Вăрнар районĕнче пурăнакансен Акатуйĕнче тивĕçнĕ Диплом та çирĕплетет. Çĕрпе ĕçлессин пысăк культуришĕн, ял хуçалăх культурисене туса илессин малта пыракан технологийĕсене хута янăшăн чысланă унпа Çĕрпелсене.

Республикăри хăшпĕр хуçалăхра тĕрлĕ сăлтава пула выльăх-чĕрлĕх производствине юлашки çулсенче пачах пăрахăçланă, «Янгорчино» вара мĕн йĕркеленнĕренпех ку отрасльте çине тăрса ĕçлет. Паян кунта мăйракаллă шултра выльăх — 720 пуç. Сăвакан 330 ĕнерен талăкне 5500 литр сĕт илеççĕ. Ăна вырнаçтарма виçĕ организаципе килĕшÿ йĕркеленĕ.

— Малашне ĕне шутне ÿстерес тетпĕр: хальхи вăхăтра тупăшăн ытларах пайне /80 процент/ выльăх-чĕрлĕх производствинчен илетпĕр, — терĕ ертÿçĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх тенĕрен, ăна килти чылай хуçалăхра тытаççĕ. Ялĕпе пурăнаканни — 220 ытла кил, кĕтĕве çÿрекен выльăх — 150 пуç. Ĕне-пăру виçĕ касăва çÿрет. Чăн та, кĕтÿ çÿретмелли вырăн сахалрах ку тăрăхра. Çавна шута илсе Геннадий Романов хуçалăхăн пĕр çул ÿсекен культурăсене акнă çĕрсем пушансан унта выльăха кĕртме ирĕк парать.

Лайăх ертÿçĕ хăйĕн ĕçтешĕсене ыррине хăйĕн тĕслĕхĕпе хăнăхтарать. Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ Геннадий Васильевич сиенлĕ йăласене çывăха яман, çавăнпах ĕç вырăнĕнче пирус туртассине, эрех ĕçессине ыттисем те сивленинчен тĕлĕнмелли çук. Çакăн çинчен асăрхаттарса чăвашла çырса хунине правлени çуртне кĕрсенех куртăм. Хуçа тĕслĕхĕ тенĕрен, хисеплĕ ят илнисем те йышлансах пыраççĕ кооперативра. Геннадий Семеновпа Александр Раков — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕсем, çак кунсенче вара чылай çул тăрăшакан Михаил Горбунова «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ятпа чысланă.

Ят-сум... Геннадий Романовшăн хăйĕншĕн те пур тĕслĕх çын — ашшĕ Василий Игнатьевич Романов. Чылай çул çак хуçалăха шăпах вăл ертсе пынă. Колхоз председателĕнче чылай çул ĕçленĕскер Вăрнар райĕçтăвком секретарĕн тилхепине те тытнă. Хисеплĕ ватă çыншăн ывăлĕ хăйĕн çулĕпе утни — пĕлтерĕшлĕ пулăм. Такăнмасăр малалла талпăнма сунать вăл ăна, халăхпа яланах пĕр чĕлхе тупасса шанать.

Ирина ПУШКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.