Комментировать

18 Июн, 2016

Вăрçăран чĕрĕ таврăнни - телей

Шел те, сахаллансах пыраççĕ вăрçă ветеранĕсем. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ялĕнче вилнисене пуç тайма, палăк умне чечек хума пуçтарăннăччĕ. Манăн та тÿр килчĕ унта пулма. Вилнисен ячĕсен хушшинче манăн кукаçи Федор Николаев та пур. Кукамайăм пилĕк ачапа тăрса юлнă. Юлашки çырăвне ача чухне мана та вулаттарнăччĕ, ăна кăкăрĕ умне тытса мĕн чухлĕ макăрман-ши вăл?

Салтак тумне тăхăннă çамрăксен хушшинче аслăрах çултисем, вăрçă ачисем те пурччĕ. Вĕсен хушшинче — пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Аркадий Владимиров. Утă уйăхĕнче 90 çул тултарать вăл. Ку тăрăхри ялсенче урăх вăрçăра пулнисенчен пĕр çын та юлман.

Калиновка ялĕнче пурăнаканпа ватă салтакпа тĕл пулма ятарласа çула тухрăм.

Пысăк та хитре, капмар çуртра пурăнаççĕ Владимировсем. Владимир Аркадьевичпа иртнине таврăнса сăмах пуçартăмăр. 1943 çулхи юпа уйăхĕнче вунçиччĕри йĕкĕте вăрçа илсе каяççĕ. Ултă уйăх Вăрнарта вĕрентеççĕ. Мускава çитсен çар тумĕ тăхăнтартса вакуна лартаççĕ. Новгорода çитсен Старое Руцо станцире пурне те пайласа фронта малти линие яраççĕ. Кунта — траншея, кунта — шыв. Урисем йĕп-йĕпе. Икĕ çынна пĕр пулемет «Максимка» параççĕ. Уйра шăп, сас-чÿ илтĕнмест. Вĕсенчен аякра та мар, 800 метра яхăн окопра, нимĕçсем пытанса лараççĕ. Ирхине ирех, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче, вăрçă хирне кĕреççĕ. «Пирĕн пĕтĕмпе те — пĕр пулемет тата автоматсем. Нимĕçсем артиллерирен кĕрĕслеттереççĕ», — аса илет ватă салтак. Ентешне, Метикасси ялĕнчи Петр Ипатьева, çакăнта çухатать. Аллинчех вилсе каять тусĕ. Çав самантрах ăна хăйне те хулран амантаççĕ. Беларуç фронтĕнчен санчаçе вăл çĕр хута виçĕ çухрăм утать. Кунта хăрушă хыпар пĕлтереççĕ: хулне татмалла. Çук, вунçиччĕри йĕкĕт аллине таттарма килĕшмест. Аманнисем питĕ нумаййăн: алăсăр, урасăр, куçсăр... Пурне те пуйăса лартса Дзержинск хулине, Горький облаçĕнчи госпитале, ăсатаççĕ.

1944 çулта чăваш каччине киле яраççĕ. Тÿрленсе çитмен сурана сиплеме кашни кун Чурачăка çуран утать вăл. Алли аран çеç тытăнса тăрать. Калиновка — пĕчĕк ял, пурĕ те 31 çемье çеç. 30 çын вăрçа кайнă, 11-шĕ каялла таврăнайман. Аркадий Владимирович ашшĕне, Владимир Ульева, 1941 çултах илсе кайнă. 1899 çулта çуралнăскер граждан вăрçинче те пулма ĕлкĕрнĕ. Курск пĕккинче тыткăна лекнĕ арçын. 1946 çулта тин киле таврăнать çемье пуçĕ.

Вунсаккăрти йĕкĕт Канашра вĕренет, гусенициллă тракторпа ĕçлеме тытăнать. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕр канмалли кун та пулман унăн, трактор çинчен анман. Хĕлле вăрман турттарнă, çулла кунĕ-çĕрĕпе уйра ĕçленĕ. Хăш чухне тăватă кун та урине хывса типĕтмен. Выçă-и эсĕ е тутă-и, çывăрнă-и е çывăрман-и — никама та интереслентермен. Пĕр кун ĕçлеме тухмасанах штраф панă. «Госпитальте алла таттарнă пулсан çавăн пек ĕçлейместĕмччĕ», — тет вăрçă ветеранĕ. 1998 çулчченех тар тăкнă вăрçă ветеранĕ.

— Çак çула çити пурăннине телей темелле ĕнтĕ.

— Телей пулмасăр, — çиçсе илет унăн кăвак куçĕ. — Аманса таврăннисене те сываларахпа каялла вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен каялла килни питĕ сахал.

Тăватă ывăл, икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем Степанида Никифоровнăпа. 64 çул пĕрле пурăннă. Арăмĕ ăна нихăçан та вĕри апатсăр ĕçе яман. 2015 çулта мăшăрĕ Сăпани аппа çĕре кĕнĕ.

— Мĕнле çав тери лайăх упранса юлма пултарнă-ха эсир?

— Хĕрĕмсем мана тĕлĕнмелле лайăх пăхаççĕ, — тет вăл. — Маншăн вĕсем нимĕн те шеллемеççĕ. Эпĕ ывăннине пачах туймастăп. Пурăнас килет.

Унăн сĕтелĕ çинче чăнах та темĕн тĕрлĕ витамин, организма çирĕплетекен тĕрлĕ микроэлемент туллиех. Юн пусăмне те виçсех тăраççĕ.

— Аслă ялтан камăн хĕрĕ пултăн-ха эсĕ?

— Михаил Федоровăн.

— Э-э, ачам, унăн хĕрĕ-и? Эпир унпа пĕрле вĕреннĕ. Миша вырăсла пит ăста пĕлетчĕ, лайăх вĕренетчĕ, — хĕпĕртерĕ вăл. — Пирĕн вăхăтра пурнăç ытла та йывăр пулчĕ, — терĕ Аркадий Владимирович шухăшлăн. — Нумайăшĕ вăхăтсăр кайрĕç, сывлăхĕсем хавшарĕç.

Уйрăлса утсассăн та чылайччен алă сулчĕ ватă салтак. Татах та тĕл пуласчĕ, Аркадий Владимирович! Нумай пурăнăр!

Лидия САРИНЕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.