Мур инкек кăтартма пултарать
Африка мурĕ пĕлтĕр Çурçĕр Осетие, Воронеж, Владимир, Ростов, Волгоград, Мускав, Тамбов, Тверь, Саратов, Белгород, Смоленск, Псков, Тула, Ярославль облаçĕсене, Краснодар крайне шар кăтартнă. Этем пурăнакан 73 пунктра сарăлнă, 77 объект вирусланнă. 72 пунктра килти хуçалăхри сыснасем чирленĕ, 12 объект инфекциленнĕ. Амак хир сыснисене пĕр пунктра сусăрлантарнă, вĕсен 65 объекчĕ вирусланнă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 16 пунктра, вăл шутра 4 килти хуçалăхра, 12 кĕтÿри хир сыснисен организмĕнче инфекци тупса палăртнă. Иртнĕ 5 çулта чир Раççее 30 млрд ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Унпа кĕрешмеллине пурте ăнланаççĕ. Тутарстанпа Чăваш Енре сысна ĕрчетекен, ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекен "Авангард" обществăн Çĕрпÿ районĕнчи "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕнче 40 пине яхăн сысна усраççĕ. Муртан хÿтĕленесси тÿрремĕнех ăна пырса тивет. "Хыпар" ыйтăвĕсене обществăн генеральнăй директорĕ Николай КУРЧАТКИН хуравлать.
- Вирусланнă объектран таврана 20 çухрăма тăсăлакан лаптăкри сыснапа хир сыснине пĕтĕмпех вĕлерсе çунтарса яраççĕ, - терĕ Николай Григорьевич. - Инфекци сарăлассине асăрхаттаракан тата унпа кĕрешекен ведомство хушшинчи комисси сысна тытакан объект таврашĕнчи ытти мĕн пур выльăхпа кайăк-кĕшĕке пĕтермешкĕн сĕнме пултарать. Икĕ çул каялла Чул хула облаçĕнчи Дзержинск районĕнчи йăмшак сыснасене çеç мар, 20 çухрăм таврашĕнчи пĕтĕм выльăха, кайăк-кĕшĕке вĕлерсе тарăн шăтăкра çунтарчĕç. Комисси ыйтнипе инфекциллĕ хуçалăхри çурт-йĕре ялтан тиесе тухса çунтараççĕ. Вирус тупнă кил-çурт вырăнĕнче нумай çул пÿрт ларттармаççĕ. Грузире инфекциллĕ сысна виллисене тинĕсе янăран вирус малтан Кăнтăр Осетипе Абхазие, унтан Дзержинск районне çитнĕ пирки тăкак курчĕç.
- Влаçăн хăш органĕсем мурпа кĕрешеççĕ?
- Россельхознадзорпа унăн регионсенчи управленийĕсем, Раççейĕн, регионсен Ветеринари патшалăх службисем, чир-чĕрпе кĕрешекен районти станцисем. Федераци Правительстви çумĕнче чир сарăлассине асăрхаттаракан тата унпа кĕрешекен ведомство хушшинчи комисси ĕçлет. Унăн председателĕ - Аркадий Дворкович пĕрремĕш вице-премьер. Раççей Ял хуçалăх министерствин, регионсен, çав шутра республикăн Министрсен Кабинечĕн, районсен çавнашкал комисси пур. Пурте мĕн тумаллине пĕлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - инфекци çулне пÿлесси, вирусланнă объектсене кĕске хушăра пĕтересси. Асăннă министерство патшалăхпа муниципалитет органĕсенчен промышленноç никĕсĕ çинче сысна ĕрчетекен предприятисен таврашĕнчи вирусран сыхланмалли 20 çухрăмри лаптăка муртан хÿтĕленмелли çĕнĕ йĕркене тивĕçтерме, уйрăммăн илсен çав вырăнти килти хуçалăхри, хресчен-фермер хуçалăхĕнчи сыснасене пĕтерсе ĕне выльăх, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк, ытти килти чĕр чун туянма ыйтать.
- Инкек пулсан тăкака кам саплаштарĕ?
- Сăтăр пирки сăмах пуçарсан эпĕ - тьфу-тьфу-тьфу! - шĕвĕр пÿрнене хуçлатса йывăç сĕтеле шаккатăп. Краснодар крайĕнче пĕр млрд тенкĕлĕх тăкак тÿсрĕç ĕнтĕ. Унăн пĕр пайне саплаштарма 2012 çулта регион хыснинчен 400 млн тенкĕ ытла уйăрнă. "Çĕрпÿ беконĕн" тăкакĕ те калама çук пысăк пуласси паллă. Пысăк пайне республикăн саплаштарма тивĕ.
- Çакăн патне çитес марччĕ. Хăрушлăхран мĕнле сыхланмалла?
- Хÿтĕленÿ лаптăкĕнче - Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Куславкка тата Çĕрпÿ районĕсенчи ялсем. Вĕсенче иртекен тĕл пулусенче ял-йыша сысна мар, ытти выльăх, кайăк-кĕшĕк усрама чĕнсе калатпăр. Çынсем инфекциленнĕ объектсен регионĕсене ĕçлеме каякансенчен, сысна тиеме килекенсенчен, ытти кĕрен-туханран комплекса вирус лекме пултарассине ăнланаççĕ, çавăнпа чылайăшĕ сысна усрама пăрахрĕ. Общество çынсене пулăшас тĕллевпе Тутарстанри Пăва районĕнчи Кайпăч ялĕнчи комплексран района çамрăк ĕне выльăх кÿрсе йÿнĕрех хакпа сутать.
- Муртан ăнăçлăрах хÿтĕленес тĕллевпе витĕмлĕрех йышăну тумĕç-ши?
- Раççей Патшалăх Думи ака уйăхĕнче килти хуçалăх çинчен калакан саккуна улшăну кĕртме хатĕрленет. Вăл вăя кĕрсен вирусран сыхланмалли йĕрке килти хуçалăхпа фермершăн пирĕн комплексри пекех пулмалла. Çывăх вăхăтра министерство "Килти хуçалăхра сысна усранă чух шута илмелли ветеринари-санитари йĕркине çирĕплетесси çинчен" хушу кăларĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял-йыша, ют çынна килти хуçалăха, фермер фермине кĕртме юрамасть. Вите умне инфекцие пĕтермелли "кавир" сармалла. Вĕсен виççĕмĕш компартаментран кая мар зоосанитари статусĕллĕ ятарлă хуçалăхсенчен çеç сысна е çура туянмалла /тăваттăмĕш компартамент инфекцирен сыхланас енĕпе чи лайăххи шутланать/. Çурасене вакцинацилеттермелле. Йĕркепе килÿшĕллĕн витене е пÿлĕме дезинфекцилемелле. Шел те, ăна чылай хуçалăх пăхăнмасть. Россельхознадзор управленийĕ çакăншăн штрафлама пуçлать, айăпа темиçе хут кĕрсен сысна усрама чарать.
- Ют патшалăхсенче амака мĕнле çĕнтереççĕ?
- Сăмахран, Испанире сысна Раççейри чухлех - 18-20 млн пуç - пулнă. Ăсчахсем пĕтĕмпех пĕтерсе, фермăсене дезинфекцилесе, чиртен сыхланмалли меслетсемпе туллин усă курса çĕнĕрен ĕрчетме сĕннĕ. Правительство вĕсен сĕнĕвне йышăннă. Фермерсем Европăри патшалăхсенчен туянса çитĕнтернĕ. Темиçе çултанах вируссăрри çĕр-шывĕпех сарăлнă. Хальлĕхе амакран сиплекен эмел шухăшласа кăларман.
- "Эпир урама кăлармастпăр. Картишне ют çынна кĕртместпĕр. Пирĕн сысна чирлемест", - тет хăшĕ-пĕри.
- Кирек хăш килти хуçалăх е фермер алăкĕ ял çыннишĕн, хăнашăн яланах уçă. Комплекса унта ĕçлекенсем çеç кĕреççĕ, инфекцирен сыхланас тĕллевпе хăйсен килти хуçалăхĕнче сысна усрамаççĕ. Вĕсем çуллен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Корпуссем хаклă хăнашăн та хупă, вĕсене тулашран пĕр выльăх та кĕртместпĕр. Килтине е фермер хуçалăхĕнчине темиçе талăк каялла пĕçернĕ е чĕрĕ апат çитерни пулкалать. Эпир пысăк температурăра хĕртсе хатĕрленĕ хутăш апат гранулипе кăна тăрантаратпăр. Унта вирус упранаймасть. Ялта курăк çитерме кăлараççĕ, çура туянма витене кĕреççĕ. Комплексра икĕ столовăй. Пĕринче - "таса" зонăра, тепринче "хуринче" ĕçлекенсем апатланаççĕ. Предприятире чух вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ.
- Пĕрешкел сыхланманнине мĕнле статистикăпа çирĕплететĕр?
- Пĕлтĕр шута илнĕ вируслă пунктсенчен 98,6 процентне - килти хуçалăхсенче, 1,4 процентне çеç комплекссенче шута илнĕ. Вĕсене те пулин килти хуçалăхран инфекци илсе пынă. Федерацин кăнтăр субъекчĕсенчен çурçĕрелле чир çулталăкра вăтамран 300 çухрăма хăпарать. Çавна май вирус Чăваш Ене, вăл шутра республикăри ял хуçалăх организацийĕсем туса илекен сысна ашĕн 50 процентне хатĕрлекен "Çĕрпÿ беконне" хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать.
- Çăмăл е филиалран сысна турттарман автотранспорта комплекс çывăхне яманнине асăрхарăм. Мĕншĕн унта çитиччен çур çухрăмрах чарса тăратаççĕ?
- Йывăр автомашинăсене инфекцие пĕтерекен шĕвекпе пур енчен те пĕрĕхтеретпĕр, унпа витернĕ "кавир" урлă каçаççĕ. Вĕсем комплекса кĕнĕ чух çав шĕвекпе иртеççĕ тата вĕсене пур енчен те иккĕмĕш хут пĕрĕхтереççĕ. Выльăх пăхакансем те "кавир" тăрăх утса кĕреççĕ, ăшă шывпа çăвăнса тасалаççĕ, куллен вĕретсе çунă тумтир, шурă атă тăхăнаççĕ. Корпуссен алăкĕ умĕнче - каллех "кавир". Ĕç вырăнĕнче симĕс атă тăхăнаççĕ.
- Россельхознадзор ял çыннисене сысна усрама чарсан аш ăçтан туянĕç?
- Çĕрпÿри е Шупашкарти пасарта кашни килограмĕ 180-260 тенкĕ тăрать. "Çĕрпÿ беконĕнчен" 150 тенкĕллех илĕр. Республика халăхне паха ашпа туллин тивĕçтерме пултаратпăр.
- Комплекс таврашĕнче пурăнакансене мĕн калатăр?
- "Çĕрпÿ беконне" лекме пултаракан вирус пирĕн сысна патне çитмĕ текенсене тепре асăрхаттарас килет: филиалра инфекци тупсан таврари ялсенче пĕр сысна та хăвармĕç. Çĕр çын ытла вăй хуракан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çуллен пусă çаврăнăшне кĕртекен /кăçал вăл 5 пин гектара çитĕ, çитес çулсенче татах хушăнĕ/, республикăн аш сутмалли тĕллевне пурнăçлама пысăк тÿпе хывакан комплекса тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтересрен хÿтĕлесе хăварар! Комплекс таврашĕнчи ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ эпир ыйтнипе килти хуçалăхри сыснана пĕтерсе ытти выльăх усрама тытăнчĕ. Пире ăнланнăшăн тав тăватăп.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă