Комментировать

16 Июн, 2016

Улми йывăçĕпе юнашар

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе ытахальтен каламан ватăсем. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри Евгения Петровнăпа Михаил Васильевич Петьковсем хăйсем те маттур, ачисем тата пултаруллăрах. Пурнăçра çапла пулмалла та, ун чухне кăна вăл илемлĕ те килĕшÿллĕ. 4 ача пăхса ÿстернĕ вĕсем, халĕ 6 мăнукпа савăнаççĕ. Çĕре юратасси, ĕçченлĕх, тараватлăх ачисене амăшĕн кăкăр сĕчĕпех куçнă пулĕ. Тĕслĕх шыраса инçе каймăпăр.

Эпир çитнĕ кун Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче медицина сестринче вăй хуракан Наталия хĕрĕ ашшĕ-амăшĕ патне килнĕччĕ. Вăл 20 çула яхăн çемйипе çак ялтах пурăнать. Мăшăрĕпе, Сергей Исаакович Лаврентьевпа, икĕ ача ÿстереççĕ. Виçĕм çул Лаврентьевсем республикăра иртнĕ "Çулталăк çемйи" конкурсăн финалне тухнă. Унччен маларах район, республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнсах тăнă. 2009 çулта "Çамрăк çемье" республика конкурсĕн финалисчĕсен шутне лекнĕ. Лаврентьевсен çемйинче туслăх, ăнланулăх, юрату, типтерлĕх, ырăлăх, сывă пурнăç йĕрки хуçаланать. Пурте ĕçчен, яваплă, тÿрĕ кăмăллă, самант та ахаль лармаççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Çакăн "тымарĕ" камран тухнине чухламалла. Кун пек пулсан аслă Петьковсен виççĕмĕш ăрăвĕ çеç мар, малаллахисем те савăнăç кÿмелле.

Чăн çĕр ĕçченĕ йăхĕнчен пăсăк çын тухмасть. Михаил Васильевичăн ашшĕ мĕн ĕмĕр тăршшĕпе трактористра пиçĕхнĕ. Пархатарлă ĕçне Хисеп хучĕсемпе хакланă, тава тивĕçлĕ колхозник шутĕнче пулнă. Сăмах май, ывăлĕ Михаил та - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Халăхсен Туслăхĕн орденĕпе наградăланă. Амăшĕ те, пиччĕшĕсем те, вĕсен мăшăрĕсем те тăван ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хунă.

Михаил Петьков та ашшĕ пекех малтан çĕр сухаласа акнă, кайран 20 çул ытла мăйракаллă шултра выльăх фермине ертсе пынă, ертÿçĕ те пулнă. Пенсие тухиччен виçĕ çул юлсан "Леонтий" фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 2006-2012 çулсенче 30 га çĕр илсе çемйипе ĕçленĕ, сысна ĕрчетнĕ, вăкăр самăртнă, ĕне ÿстернĕ. Ĕçшĕн хыпса çуннă. Кирлĕ чух тухăç илме çумăра чăтăм-сăррăн кĕтнĕ, курăк типĕтсе кĕртмелле чух тăхтама тархасласа ыйтни те пулнă. Выльăх усранисĕр пуçне çĕрулми, кишĕр, ытти пахчаçимĕç ÿстернĕ. Зоотехник, ветеринар, агроном хăех пулнă.

Çитмĕл теçеткене çывхаракан ветеран халĕ те алă усса лармасть. Мăшăрĕпе Евгения Петровнăпа /вăл та çĕр ĕçĕнче тăрмашнă/ иккĕмĕш ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Яланхи пекех темиçе пуç вăкăр, сысна, чăх-чĕпрен кăркка йышлă çитĕнтереççĕ.

Евгения Петровна, вун тăххăрта чух качча тухнăскер, хĕрарăм енчен çемье тилхепине çирĕп тытать. Килте те ĕçлеме ĕлкĕрет, ял çынни пекех вăрмана çырлана, кăмпана çÿрет. Ара, ку тăрăхра вăрман çемье бюджетне хушма укçапа пуянлатма пулăшать. Пĕри çырла пуçтарса сутнă укçипе выльăх валли утă туянать, тепри татнă е маринадланă кăмпине аслă çул хĕррине сутма тухать. Виççĕмĕшĕсенне пĕлĕ-шĕсем киле пырсах илсе каяççĕ.

"Ĕçлемелле, ÿркенмелле мар, вара пурнăçа ăнтаратăн", - палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ.

 

Ирина НИКИТИНА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.