Комментировать

15 Июн, 2016

Çулăм ăшĕнче

Вăрмарти историпе таврапĕлÿ музейĕ çумĕнчи «Тăван ен — тăван кил» клуб хастарĕсем иртнĕ çул вулакансене темиçе кĕнеке парнелерĕç. Вĕсен хушшинче Иван Криковăн «На линии огня» кĕнеки хăйнеевĕрлĕ, пуян тытăмлă пулса тухнă. Çĕнĕ кăларăм вут-çулăмпа кĕрешекенсен паттăрлăхне сăнлать.

«Çамрăксене патриот воспитанийĕ парас, общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартас енĕпе Иван Васильевич тĕслĕх пулса тăрать. Вăл шкулти музейре пушар хуралĕн кĕтесне йĕркелерĕ. Шкулта çамрăк пушарнăйсен дружини пур, Энĕшпуç ял тăрăхĕнче çулăмпа кĕрешекенсен обществине туса хучĕç. «Аниш» колхоз ĕçченĕсем пуçланă ĕç халĕ те ăнăçлăн аталанса пырать. Çакна ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн И.Криковăн кĕнеки çирĕплетет», — çырнă пушар хуралĕн ветеранĕ, Энĕшпуç ялĕн тата Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Василий Нягин.

Кĕнекере Раççей пушар хуралĕн историйĕ еплерех йĕркеленсе пынине, Чăваш Енре пушарпа кĕрешнин аталанăвне те тĕплĕн çутатнă. Вăрмарти ĕç-пуçа та тишкернĕ. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех поселокри сĕтел-пукан фабрики хăватлă производство шутланнă. Çумрах чукун çул иртет. Пушар хăрушлăхĕ пысăк пулин те пушар чаçĕ пулман-ха. Инкек-мĕн сиксе тухас пулсан элеваторти сирена Вăрмар çыннисене сехĕрлентернĕ. 1959 çулта пушар команди йĕркелесси пирки райĕçтăвкомпа Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕ тухнă. Унăн пĕрремĕш пуçлăхĕ Энĕшпуç çынни Александр Павлов пулнă.

Энĕшпуç ялĕнче вăй илсе çирĕпленнĕ 9 полковник, 22 подполковник, пушар сыхлавĕн 56 офицерĕ, хĕç-пăшаллă вăйсен 30 офицерĕ, шалти ĕçсен 30 офицерĕ, паллă спортсмен нумай. «Камран тĕслĕх илмелли пур», — çирĕплетет кĕнеке авторĕ. Акă Энĕшпуçри пушарнăйсен — Константиновсен — династине К.Крдыков пуçарса янă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскерĕн ĕçне ывăлĕ Николай Константинович тăснă. Салтак шинельне 17 çултах тăхăннăскер вăрçă хыççăн та сыхлăхпа хÿтĕлев ĕçĕнче маттурлăх кăтартнă: станци çумĕнчи çар обĕекчĕн пушар хуралĕнче 11 çул боец тата пушар машинин пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. Пушарнăйсен эстафетине ывăлĕсем В.Нягинпа В.Константинов йышăнчĕç. Вут-çулăма парăнтаракансен ретĕнче çак йăхри 72 çын тăнă, вĕсенчен 6-шĕ — хĕрарăм. Константиновсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 1096 çул.

Пĕртăван Серинсен, Константинов-Нягинсен, Михайловсен, Ильинсен, Смолинсен династийĕсем пирĕншĕн пысăк тĕслĕх. Акă Василий Нягин пушар хуралĕнче кăна мар, тăван районпа çуралнă ялшăн та нумай ĕç турĕ. Вăрмарсен ентешлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕнче те унăн тÿпи пысăк.

Вут-çулăма парăнтаракансен ретне тăма хатĕрленекенсем пирки каласа кăтартни те кĕнеке содержанине пуянлатать. Тĕслĕхрен, А.Алексеев Екатеринбургри Урал тăрăхĕн институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Унăн юлташĕ С.Григорьев та — аслă шкул курсанчĕ.

Спортсменсен хушшинче те пушарнăй профессине суйласа илнĕ çын чылай. Пĕртăван Ивановсем /йĕлтĕр спорчĕ/, Светлана Захарова /çăмăл атлетика/ тата ыттисем. Пушар хуралĕн ĕçченĕсен йышĕнче ăслăлăх анинче тăрăшакансем те пур. Вĕсенчен пĕри — психологи наукисен кандидачĕ, СССР спорт мастерĕ В.Дмитриев полковник. Кĕнекен «Ашшĕсен çулĕпе» пайĕнче республикăри тĕрлĕ хулапа районти пушар чаçĕсенче ĕçлекенсем пирки çырса кăтартнă. Вĕсен йышĕнче Вăрмарсем те пур.

«На линии огня» кĕнеке сăнÿкерчĕк­семпе пуян. Вĕсенче — паттăр пушарнăйсем, тĕрлĕ мероприяти саманчĕсем... Куç умне пушар хуралĕн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăрать. Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ хăй çине пысăк çĕклем хунă — хальччен питех хускатман темăна пур енлĕн уçса пама тăрăшнă.

Василий ЦЫФАРКИН

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.