Комментировать

26 Мар, 2014

Пурнăçа юратсан - вăл илемлĕ

- Кăçал юр вăрах ирĕлет. Çурхи ейÿ пăтăрмахсемсĕрех иртсе каяссăн туйăнать. Çанталăк ăшша-сивве шайлашуллă сапаланă чухне шыв айне пулмăпăрах, - хăйне яваплă тивĕç шаннине асра тытса калаçать Валерий Александрович Леонтьев, Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕн хисеплĕ çыннисенчен пĕри. Ăна, вырăнти пĕве хĕрринче пурăнаканскере, ял тăрăхĕн администрацийĕ ейÿ комиссине çулленех явăçтарать иккен.

Ял çумĕнчи пĕчĕк юхан шыва пĕвелесси шăпах унăн пуçарăвĕпе пулнă. Чупай территорийĕнчи «Туслăх» хуçалăхра электрикре, водительте, автомеханикра чылай çул ĕçленĕскерĕн ят-сумĕ паян та чакман. Асăннă хуçалăх пирки, сăмах май, хăй вăхăтĕнче республикипех пĕлнĕ, Леонтьевсен хушамачĕ те халăхра ырăпа кăна палăрнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Валерий Александрович ун чухнехи /1970 çулсем/ ертÿлĕх сĕннипе Пăлхара та çитсе курнă.

Хальхи вăхăтра та Леонтьевсен йышлă çемйинче 73-ри Валери пичче çеç мар, пурте общество пурнăçĕнче хастар. Кил хуçин мăшăрĕ Римма Васильевна, медицина сестринче нумай çул ĕçленĕскер, пушă вăхăт тупăнсанах ялти библиотекăна çул тытать. Çĕнĕ кĕнеке е журнал килнĕ-и - пурнăçпа тан утакан çулланнă хĕрарăм вĕсемпе чи малтан паллашакансенчен пĕри. Вулавăш çумĕнче йĕркеленнĕ «Завалинка» клубăн хастарĕсемпе вĕсем хаçат-журналти статьясене, илемлĕ литература хайлавĕсене тăтăшах сÿтсе яваççĕ.

- Çулсем иртеççĕ, анчах чунпа ватăлас килмест-çке. Çавна пулах ялти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕр мероприятие хутшăнма ыйтсан килти хуçалăх ĕçĕсенчен хавхалансах хăпса тухатпăр. Пĕрле пухăнсан вара темĕн çинчен те сăмах вакланать. Акă хĕвеллĕ кунсем çитрĕç те - сад-пахча тапхăрне кам мĕнле хатĕрленнипе интересленетпĕр. Тутлă пăрăç акрăмăр, помидор кĕçех шăтса тухĕ - хĕл «ыйхинчен» пире те вăратать çуркунне, - йăл кулăпа çуталать Римма Васильевнăн сăн-пичĕ.

Çуркуннене уйрăмах кăмăлланин вăрттăнлăхĕ - хĕрарăм пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çуралнипех-тĕр пурнăçа çав тери юратать.

Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Римма Вăрмар районĕн тĕп больницине ĕçлеме вырнаçнă. Терапи уйрăмĕн медсестри, каярах - флюорографи пÿлĕмĕнче лаборант тивĕçĕсене пурнăçланă. Чупайран Вăрмара çапла 33 çул - е транспортпа, е çуранах - çанталăка пăхмасăр çÿренĕ.

Ĕçлеме пăрахни 10 çул иртрĕ пулин те паян та професси хăнăхăвĕ-пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма тивет: чир-амак çулăхсан çынсем чи малтан унран пулăшу ыйтаççĕ. Пĕрне укол тумалла, тепри юн пусăмне тĕрĕс виçме пĕлмест, виççĕмĕшĕн ачи шăнса пăсăлнă... «Хам пĕлнĕ чухлĕ пулăшатăп, юраманнине пурнăçламастăп», - тет ĕç ветеранĕ.

Леонтьевсем, каларăм ĕнтĕ, йышлăн пурăнаççĕ. Валерий Александровичпа Римма Васильевнăн ачисенчен вăталăххи Николай ашшĕ-амăшĕн килĕнче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе Верăпа вĕсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Алеша - саккăрмĕш, Саша улттăмĕш классенче вĕренеççĕ. Нумаях пулмасть çемьене çĕнĕ кайăк килнĕ: Юля - тăватă уйăхра.

- Халĕ пирĕн - сакăр мăнук. Аслă ывăл Сергей тăван ялтах тĕпленнĕ те - унăн икĕ пăхаттирне те тăтăш курса тăратпăр. Хĕрĕмĕр Марина вара, умлă-хыçлăн виçĕ пепке çуратнăскер, Мускавра пурăнать. Ачасен ачисем пуçтарăнсан пÿрт кĕрлесе тăрать, хамăрăн йăх тымарĕ тăсăласса курни-шанни ватлăхра вăй парать, - кил хуçин çиччĕмĕш теçетке çула тултарса пыракан мăшăрĕн калаçăвĕ те унра вăй тапса тăнинех çирĕплетет.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан, çул çитмен ачасем çитĕнтерекен çемьесемшĕн кил-йышра тивĕçлĕ канури ырă-сывă çын пурри - чăн телей. Çакна Верăпа Николай лайăх ăнланаççĕ, çавăнпах ашшĕ-амăшне пурнăçра пулăшса пынăшăн тав тăваççĕ. Аслă кинĕ Вера та, çак ялтах çуралса çитĕннĕскер, хуняшшĕпе хунямăшне çав тери хисеплет. Сăмах май, ялти вулавăш ертÿçинче шăпах вăл тăрăшать те. Кинĕн пуçарулăхĕпе иртекен мероприятисене хутшăнма тăрăшниех Римма Васильевна ăна хисепленине çирĕплетет.


Ирина ПУШКИНА.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.