«Ĕç çынни çинчен çырсан - кăмăл тулать»
Ĕне сăвакан е суха тăвакан, вĕрентекен е сывлăха сиплекен, ялти ятлă ватă е пĕчĕк те пултаруллă шăпăрлан — такам çинчен те хайлавсем шăрçалать, пурăнма та ĕçлеме пулăшать вăл. Етĕрне районĕнче тухса тăракан «Ĕç ялавĕ» хаçатра 2001 çултанпа тăрăшать Екатерина Казакова. Çак тапхăрта миçе çын пурнăçĕ çинчен çырса кăтартман-ши журналист? Ун тĕрленчĕкĕсенчи ĕç паттăрĕсем — пысăк та таса чунлă çынсем. Ăçтан тупать-ши вăл çакăн пек шăпаллă çынсене?
Унăн илемлĕ чĕлхепе чуна тыткăнламалла çырнă тĕрленчĕкĕсене вуласан чун çĕкленет, кăмăлра ырă та ăшă пулса каять. РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Екатерина Казакова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Гарина/ районти хĕрарăмсен канашĕн ĕçне те хастар хутшăнать, çемье, ача-пăча, çамрăксен ыйтăвĕсене çутатать. Ял ыйтăвĕсене çĕклеме пушшех кăмăллать вăл. Ахальтен мар 2011 çулта ЧР Журналистсен союзĕн тата Етĕрне район администрацийĕн Леонид Ильин ячĕллĕ премине тивĕçрĕ.
Анлă тавракурăмлă çын кăна интереслĕ статьясем çырма пултарать. Екатерина Казакова пурнăç çулĕпе утнă май районти Советски шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс чĕлхи уйрăмне кĕнĕ. Çамрăк специалист тăван районах таврăннă, Мăн Сĕнтĕрти шкул ачисене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме пуçланă. Çакăнта куç хывнă та хĕре çар çынни Михаил Казаков. Çамрăк мăшăр малтан Германире, унтан Эстонире ĕçлесе пурăннă, хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе хутшăнни пурнăç опытне пуянлантма пулăшнă кăна.
Журналист çулĕ — анлă çул. Ăна пĕр статьяра пĕтĕмĕшле çутатса пама май та çук. Пĕр саманта вара палăртасах килет. Екатерина Федоровна кукăль пĕçерме питĕ кăмăллать, тĕпел кукринче те вăл чăн-чăн асамçа çаврăнать.
Çулсем иртнине пăхмасăр ăста журналист калемне çивĕчлетсех пыма тăрăшать.
— Пурнăçра яланах хампа тата ытти çынпа килĕшÿре пурăнасчĕ, — тет Екатерина Федоровна. Мĕнех, яланах çапла пултăр!
Лилия ПЕТРОВА.
Етĕрне районĕ.