Комментировать

10 Июн, 2016

Саккунсем республика аталанăвне тĕревлеччĕр

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче депутатсем пĕтĕмпе вунтăхăр ыйту пăхса тухрĕç. Сесси ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем, профсоюз тата общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Евсеев текех парламентра мар

Мероприяти кăмăллă самантран пуçланчĕ: Юрий Попов спикер Раççей Федерацийĕн саккунсем кăларас-йышăнас ĕç аталанăвне сумлă тÿпе хывнăшăн Николай Николаев тата Сергей Михеев депутатсене — РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Хисеп грамотине, Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместительне Дмитрий Евсеева Патшалăх Думин Председателĕн Сергей Нарышкинăн Тавне парса чысларĕ.

Дмитрий Евсеев тенĕрен — кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту шăпах унпа çыхăннă. Парламентри коммунистсен фракцийĕн лидерĕ ыйтса çырнипе ăна сессире ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕн должноçĕнчен хăтарчĕç, унăн депутат полномочийĕсем вăхăтсăрах вĕçленнĕ тесе йышăнчĕç. Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕн мандатне илнĕ Дмитрий Евсеев 5 çула яхăн пĕрле тăрăшнă ĕçтешĕсене, чи малтан, паллах, КПРФ фракцийĕнчисене, çавăн пекех парламент ертÿлĕхне, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав турĕ. «Эпир чăнласах та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлерĕмĕр, питех те пĕлтерĕшлĕ саккунсем йышăнтăмăр», — терĕ. Вăл сесси умĕн КПРФ фракцийĕн ларăвĕ иртнине, унта Виктор Ильин депутата ертÿçĕ пулма шаннине пĕлтерчĕ. Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсен йышне кĕнĕ май Чăваш Енĕн тĕп хулин тата тăван республика ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме шантарчĕ.

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен

38-мĕш сессин кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне палăртассипе çыхăннăран Юрий Попов республикăн пиллĕкмĕш суйлаври парламенчĕн ĕç-хĕлĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл депутатсем 2011 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа саккун проекчĕсем хатĕрленине, комиссисемпе ĕçлĕ ушкăнсен ларăвĕсене, парламент итлевĕсемпе Правительство сехечĕсене хутшăннине, суйлавçăсемпе тĕл пулнине пĕлтерчĕ. «5 çулта 37 сессире 600 ытла ыйту, çав шутра 450 саккун проекчĕ, пăхса тухнă. Вĕсенчен 422-шне республика Пуçлăхĕ алă пуснă. РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине федераци саккунĕн 5 проектне тăратнă, вĕсенчен 4-шĕ — ĕçре. Асăннă тапхăрта йышăннă пĕр саккуна та республика Пуçлăхĕ алă пусмасăр каялла тавăрса паман — унăн çакнашкал ирĕк пур пулсан та. Çакă — влаçăн икĕ сыпăкĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине çирĕплетет, — терĕ Юрий Алексеевич. — Пирĕн паян ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ суйлавĕн кунне палăртмалла. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн суйлава кăçалхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Республикăри политика, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ пире чăнласах та лайăх ĕçлеме, халăх ирĕкне палăртма пултаракан парламента йĕркелеме май парасса шансах тăратпăр».

Вăл республика парламенчĕн ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ. Вĕсенчен пĕри — граждан институчĕсене аталантарасси. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Чăваш Енре республика Пуçлăхĕн тÿрĕ суйлавĕ иртрĕ, ку процедура валли кирлĕ документацие депутатсем хатĕрленĕ. Юлашки çулсенче пирĕн регионта Этем, Ача тата Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем ĕçлеме пуçларĕç. Юрий Попов хăйсен ĕçĕнче социаллă блок валли, чи малтан çемьесене патшалăх енчен пулăшассин ыйтăвĕсене саккунсем тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрассине, пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăрнине палăртрĕ. Акă Чăваш Енре 100 фельдшер-акушер пункчĕ уçнă, çитес вăхăтра тепĕр 50-шне хута ярĕç. Çĕнĕ ача сачĕсем туни тата маларах хута янисене юсани — йăлтах çамрăк ăру валли. «Республикăри пĕтĕм ĕçе çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе тăватпăр», — пĕтĕмлетрĕ спикер.

Бюджет мĕнле пурнăçланнă?

Сессире чи нумай калаç-таракан ыйтусенчен пĕри «Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджечĕ пурнăçланни çинчен» саккун проекчĕ пулчĕ. ЧР вице премьерĕ-финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă май республика бюджечĕ 2015 çулта тупăшсем тĕлĕшĕнчен 37 млрд та 122,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланнине, ку вăл 2014 çулхинчен 239,7 млн тенкĕ ытларах пулнине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр хамăрăн тупăшсен тÿпи виçĕмçулхинчен 4,2% пысăкланнă, çав шутра пысăк пайĕ — налуксемпе çыхăннисем. Бюджетăн программа расхучĕсен тÿпи 100% танлашнă: çав шутран 28,1% — вĕренÿ, 20,5% — социаллă политика, 17,2% сывлăх сыхлавĕ валли уйăрнă. «2015 çулта кризиса хирĕçле мерăсене пурнăçлас, тупăшсем кĕрессине тивĕçтерес, тăкаксене оптимизацилес, бюджет дефицитне чакарас тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç тунă, çавна май Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕсене пĕтĕмĕшле илсен çирĕплетме май килчĕ», — терĕ Светлана Александровна.

ЧР Тĕрĕслев-шут палатин председателĕ Татьяна Минина республика бюджечĕ 2015 çулта РФ Бюджет кодексĕн тата норма-право ытти акчĕн, «Чăваш Республикинчи бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланнине палăртрĕ. Тухса калаçакан депутатсенчен нумайăшĕ бюджет 2015 çулта та социаллă тĕллевлĕхне сыхласа хăварнăшăн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çав хушăрах ĕçлеме пăрахман ĕç ветеранĕсем кăçалтан вара хăшпĕр çăмăллăхпа усă курайманшăн ÿпкелешекенсем те пулчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра тĕрлĕ тÿлеве тивĕçнĕ 346 пин çын, çав шутран 220 пинĕшĕ — вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, пурăннине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр çак категорири граждансем пĕтĕм тÿлеве туллин илнине систерчĕ. Кăçалтан вара çăмăллăхсене адреслăн пама тытăннине, ветерансенчен 15% халĕ те ĕçленĕрен çак тÿлевсене илейменнине каларĕ. Çапах тивĕçлĕ канăва кайсанах вĕсене асăннă тÿлеве тепĕр хут пама тытăнассине палăртрĕ. Михаил Игнатьев бюджет сферинче вăй хуракансем пурте — 120 пине яхăн çын — ĕç укçине вăхăтра илни çинче чарăнса тăчĕ. Республика Пуçлăхĕ «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи кăткăс лару-тăру пирки те аса илчĕ. Çапах Чăваш Енре кăçалхи тăватă уйăхра промышленноç производствин ÿсĕмĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 114% пулнине пĕлтерчĕ. «Федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Енри лару-тăру йĕркеллех», — терĕ Михаил Васильевич.

Çак саккун проектне те, Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн бюджечĕ 2015 çулта мĕнле пурнăçланни çинчен калакан проекта та депутатсем икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Сессире çавăн пекех Чăваш Республикинчи Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă доклада /унпа Вячеслав Рафинов паллаштарчĕ/, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн Наталья Тимофеевăн республикăн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне /программине/ мĕнле пурнăçлани пирки калакан отчетне итлерĕç. ЧР Патшалăх Канашĕ РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин патне яма хатĕрленĕ чĕнĕве — республикăн электроэнергетика комплексĕнче йĕркеленнĕ лару-тăрăвĕ пирки — пăхса тухрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.