Комментировать

10 Июн, 2016

Çĕнни патне ăнтăлни çĕнелме хăват парать

— «Атăлти хĕрессем» повеçре çакăн пек йĕркесем пур: «Çакă çутă тĕнчере этем тем пек вăйлă пултăр, Атăла та, космоса та парăнтартăр, анчах та вăл пĕр япалана нихăçан та çĕнтереймĕ, парăнтараймĕ, çăварлăхлаймĕ — Вăхăта!» Чăннипех те çапла вĕт-ха, Николай Петрович? Елчĕк район администраци пуçлăхĕн лавне тăвалла туртма тытăннăранпа вунпилĕк çул çитнине хăв та сиссе юлаймарăн-тăр?

— Вăхăт урапи çавăн чухлĕ кăлтăртатса иртнине чăнласах та туйса ĕлкĕреймерĕм.

— Халăх ĕçне вара нумай-нумай тума мехел çитертĕн. Лайăх астăватăп: сана район пуçлăхне суйланă чухне лару-тăру ай-вай çăмăл марччĕ. Пайланнă-таткаланнă колхозсем аран-аран сывлатчĕç, промышленноç предприятийĕсем хăрах уран уксахлатчĕç, кунсерен юхăнакан социаллă объектсене саплама укçа-тенкĕ çитместчĕ... Кÿршĕ районсенче ялсене çут çанталăк газĕ кĕртетчĕç, эсир вара пуçăнманччĕ те. Каçар та, ялсен тирпейсĕрлĕхĕ те кăмăла хуçатчĕ. Райадминистраци çурчĕ умĕнчех качакасем тĕпĕртетсе çÿретчĕç. Ирĕке хăнăхса пуçсăрлансах çитнисем сухалĕсене каçăртса алăк патĕнчех выртатчĕç, кучĕсенчен тĕртмесĕр те тăрса утмастчĕç...

— Ну... Ну, сăнарларăн та вара, — кулсах ячĕ Николай Петрович.

— Çапла марччĕ-им?

— Çаплах-ха, апла мар теместĕп, — пуçне сиктерсе илчĕ Николай Миллин. — Пĕр тунмасăр каласан малтанхи кунсенче-эрнесенче ăша пĕçернĕччĕ вĕсем: таçта та кĕрсе кайса клумбăсенчи, лутра картасемлĕ пахчасенче акнă-лартнă чечексене тĕшĕрсе тухатчĕç. Администраци çурчĕ умĕпе ял кĕтĕвĕ ирпе каç кĕшĕлтетсе иртетчĕ, выльăх каяшĕпе лапăртаса хăваратчĕç.

— Район халăхĕ çеç мар, таçти-таçти регионтан килекен хăнасем те палăртакан хальхи илĕртÿллĕ вырăнта ĕлĕк çавăн пек пулнине ĕненессĕм те килмест.

— Пулнă, тем те пулнă. Шĕкĕр Турра, вăл хыçа юлнă ĕнтĕ. Курнăçланать тесе ан шухăшлăр: район центрĕ палламалла мар хитреленчĕ, хăтлăланчĕ, ватти-вĕттишĕн кану вырăнĕ тата — районăн «визит картăчки» евĕр пулса тăчĕ.

— Килĕшетĕп: питĕ селĕм. Елчĕк кăна мар, районти ытти ялсем те çутă тĕссемпе çуталчĕç. Николай Петрович, асăннă илĕртÿлĕх хыçĕнче çынсен пурнăçĕ еплерех? Ÿсĕм, курăмлă хăтлăх палăрать-и?

— Палăрать. Вунă-вунпилĕк çул каяллахинчен чылай лайăхрах, сумлăрах. Эпир аграрлă район. Çавăнпа та ял хуçалăхне сыхласа хăварса ăна сулмаклă аталантарасси, мĕнпур çĕр лаптăкĕпе туллин усă курасси, выльăх шутне ÿстерсе продукци ытларах илесси, ялта пурăнакансене ĕç вырăнĕ тупса парасси, тивĕçлĕ шалу тÿлесси — тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать.

Сăмах май, пушă выртакан пĕр лаптăк çĕр те районта çук. Ял хуçалăх предприятийĕсем те текех хавшак мар — тĕрекленчĕç, хăватлăланчĕç: вунулттăшĕ те тухăçлă вăй хураççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансене те ырăпа асăнса хăварассăм килет. Сăвакан ĕнесен йышне кашни çулах ÿстерме предприяти ертÿçисемпе калаçса татăлнăччĕ. Çакă пурнăçланать. Виçĕмçул кĕтĕве — 500, пĕлтĕр 200 пуç пысăклатрăмăр, кăçал та ку ĕçе малалла тăсатпăр. Иртнĕ çул пĕр ĕнерен вăтамран 5538 килограмм сĕт суса илнĕ. Чи пысăк сăвăм «Победа» хуçалăхра — 7095 килограмм. Продукци туса илесси, ĕç тухăçлăхĕ ÿснин вăрттăнлăхĕ — çĕнĕ технологисемпе çулран-çул анлăрах усă курнинче. «АПК аталанăвĕ» наци проектне ĕçе кĕртнĕренпе пурĕ 43 объекта тĕпрен юсанă, çĕнĕрен туса хута янă.

Палăртса хăварам: Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе йышăннă программăна ăнăçлă пурнăçланăшăн пирĕн район кăнтăр зона тăрăх пĕрремĕш вырăн йышăнма тивĕçлĕ пулчĕ.

— Пархатарлă çак пулăмра фермерсен тÿпи еплерех? Ĕç-хĕлне вăйлатса ура çине çирĕп тăнисем пур-и?

— Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те хăвăрт аталанса каяймасть. Фермер ĕçĕ те çав шутрисен йышĕнче. Кунта чăтăмлăх, вăр-варлăх, чун хăвачĕ çав тери кирлĕ. Пурне те тивĕçмест çак туртăм. Çапах та çирĕп хевтеллисем тупăнсах, нумайлансах пыраççĕ. Калăпăр, Алексей Шадриков, Анатолий Петров ăнтарса ĕçлеççĕ. Юрий Цветков вăрлăх çитĕнтерсе хуçалăхсене сутма тытăнчĕ. Хамăрăн районта ирĕклĕ çĕр çитменрен Комсомольски тăрăхĕнчи 500 гектар лаптăка арендăна илчĕ. Çавăн пекех Николай Гладков ял хуçалăх ĕçне кÿлĕнчĕ. Хуларан яла куçса килсе шăллĕпе пĕрле ферма çĕклерĕç. Çĕрулми çитĕнтерес тĕлĕшпе те курăмлă тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне Андрей Васильев та хуларан килсе ялта тĕпленчĕ. Ферма хăтласа, çĕр илсе çынсене ĕç вырăнĕллĕ турĕ. Кун пек тĕслĕхсене, хастарлăхпа вăй хуракан фермерсене татах та татах илсе кăтартма пулать.

— Апла тăк Раççее хирĕçле санкцисем хамăрăн ял хуçалăхне аталантарма пулăшаççĕ тени пуш сăмах мар, вĕсем чăнлăхпа çирĕпленеççĕ?

— Тĕрĕсех. Паянхи самантпа усă курса юлмалла. Санкцисем ĕмĕрлĕх мар вĕт. Вĕсене пăрахăçлассишĕн хăшпĕр çĕршывсем халех ĕнтĕ вирлĕ шавлаççĕ.

— Тĕнче историйĕнчен паллă: экономикăна вăйлатасси пĕчĕк тата вăтам бизнесран питех те нумай килет. Шел те, ку тĕлĕшпе эпир Европăран чылай юлса пыратпăр: асăннă бизнес Раççейре 20-21 процентран ытла мар. Пирĕн республикăра — 17%. Германире вара 80 процентран та иртсе кайнă. Пĕлетĕр: çĕршыв ертÿçисем лару-тăрăва тĕпрен улăштарасшăн. Анчах та вăл хамăр улшăнмасăр, çĕнĕлле шухăшлавсăр, патшалăх тĕревĕсĕр хăй тĕллĕн пулмасть. Кусемсĕр пуçне пысăк бизнесăн та аппетитне кăшт чакармалла, вăтаммин çулне аслăланма май памалла. Николай Петрович, сирĕн тăрăхра лав тапраннă-и?

— Район анлăшĕпе тишкерсен тапраннă теме юрать. Экономикăпа социаллă ыйтусене татса парассинче пĕчĕк тата вăтам предприятисемпе предпринимательсем самаях витĕм кÿреççĕ. Хамăр патăмăрта туса кăларакан таварсене тиесе ăсатасси, пĕчĕк бизнес паракан пулăшу тата пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ вăйра тăракан хаксемпе шутласан пĕлтĕр 1 миллиард та 300 миллион тенкĕпе танлашнă. Виçĕмçулхинчен 30 процента яхăн ытларах. Районти пĕчĕк тата вăтам предприятисене ĕçлеме, малалла аталанма пулăшас тĕллевпе пурлăх, финанс тĕлĕшпе, специалистсем консультаци парассине малашне те тивĕçлĕ шайра туса пырасшăн.

— Николай Петрович, çанă тавăрса вăй хуракансен ятне-шывне хаçата кăларар-ха, мĕнлерех ĕçпе палăрнине те кĕскен пĕлтерер.

— Пурин пирки те çырма май килмĕ, хаçат лаптăкĕ те çитмĕ. Çапах та хăшĕ-пĕрин ĕç-хĕлне çутатасах килет. Акă Андрей Сыкин хăйĕн çемйипе пысăк база ăсталарĕ. Унта Раççейре туса кăларакан пĕтĕм тавар пур тесен те йăнăш мар. Ĕлĕк ку енĕпе питĕ хĕнччĕ. Пĕр-пĕр материал тупса туянас тесе кÿршĕсем патне, Тутарстанри Пăва районне, кайма тиветчĕ. Халĕ пĕтĕм тавар пур çеç мар, вĕсене, заявка парсан, кил умнех кÿрсе параççĕ. Вадим Чернов предприниматель те халăха кирлĕ хуçалăх таварĕсемпе, строительство хатĕр-хĕтĕрĕсемпе туллин тивĕçтерет. Çавна пулах пÿрт-çурт, хуралтă-мунча тăвасси экономика кризисĕ вăхăтĕнче те чакмарĕ. Пачах тепĕр май — палăрмаллах ÿсрĕ. Андрей Свеклов çĕнĕ цех уçса пленка кăларма тытăнчĕ. Апла-тăк — теплицăсем тăвасси, вĕсенче пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтерсе сутас ĕç-хĕл вăйланасса кĕтмелли çеç юлать.

Халăха кирлĕ тепĕр пуçару пирки те темиçе сăмах калассăм килет. Мĕншĕн тесен вăл çĕр çинче пурăнакан кашни çыннах пырса тивет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар — вăхăт çитсен пурте тепĕр тĕнчене куçатпăр. Сумлă тирпейлесе пытармалли сумлă япаласем Шупашкарсăр пуçне ниçтах та çукчĕ. Палăка, тупăка, хĕресе, картасене кам мĕнле пултарнă — çавăн пек ăсталанă. Халĕ ятарлă цехсем, лавккасем уçнă хыççăн ку ыйту, уйрăмах ватă тата пĕччен пурăнакансемшĕн, татăлчĕ, çăмăлланчĕ. Леонид Григорьев йĕркелесе янă коллектив пурнăçран уйрăлнисен тăванĕсене çырлахтаракан хатĕрсене пысăк шайра тунисĕр пуçне илсе кайсах, вырнаçтарсах парать...

— Кала-ха, районта пурăнакан çынсен пурнăç тăршшĕ аванах ÿснĕ тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и?

— Тĕрĕс. Арçынсен вăтам çулĕ — 66, хĕрарăмсен 80 çултан та иртрĕ.

— Çакă ял çыннин пурнăç пахалăхĕ лайăхланнинченех ĕнтĕ ку?

— Паллах.

— Малашне те хальхи çул-йĕртен пăрăнмасăр ăнтăлсан ялăн пуласлăхĕ пур тесе шанчăклăнах калама пулать.

— Халăхпа пĕрле çапла тăвассишĕн хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвăпăр. Чи пĕрремĕшĕ — çынсене, уйрăмах çамрăксене, ĕç вырăнĕсем ытларах та ытларах туса памалла. Ăна пурнăçа кĕртсен — ял ача сассипе тулĕ, çĕнĕ хăват илĕ.

— Ыран — Акатуй. Çуракинче тăрăшса ĕçленисене чысламалли уяв. Тăван халăхна саламлама сцена çине тухсан чи пирвайхи сăмахсем мĕнлереххисем пулĕç?

— Тав сăмахĕсем. Акана хăвăрт та пахалăхлă пурнăçланăшăн, тухăçлă тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç ... çитĕнтерме çирĕп никĕс хывнăшăн. Уяв ячĕпе, хаклă çыннăмсем, ентешĕмсем!

Геннадий МАКСИМОВ калаçнă.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.