Комментировать

9 Июн, 2016

Выльăх хуçине пăхать

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ăратлăхран нумай килет. Ăратсăр, пĕчĕк сăвăмлă ĕнене тепле çитерсен те кăтартăва ÿстереймĕн. Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи "Чувашское" пĕрлешÿре выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне аталантарассипе республикăри канашлу иртрĕ.

Çĕр хут илтиччен, пĕрре курасси тенĕ. Çак кун пĕрлешÿ пуçласа таварне халăха кăтартрĕ. Ăна валли картишĕнче ятарлă площадка хатĕрленĕ. Унччен хуçалăх специалисчĕсем ăратлă вăкăрсемпе хут тăрăх кăна паллашнă темелле. Выльăхсене çĕршыври паллă предприятисенчен туяннă. Тĕпрен илсен 1-3 çултисем. Анчах "ветеран" та пур иккен. "Лиман" вăкăр 9-мĕш çул пĕрлешÿре. Çак тапхăрта республикăри хуçалăхсенчи кĕтĕве вăл пулăшнипе сахал мар ăратлă выльăх хушăннă. Юлашки çулсенче сăвăм кăтартăвĕ ÿснинче унăн тÿпи те пур-тăр.

- Предприяти Чăваш Енри хуçалăхсене ăратлă выльăх вăррипе ?пĕтĕлентерме% тивĕçтерет. Юлашки икĕ çулта Ленинград облаçĕнчен 13 пысăк ăратлă вăкăр туяннă. Вĕсен шучĕ ÿссех пырать. Республикăри Етĕрне тăрăхĕнчи "Ленинская искра", "Родина", Шупашкар районĕнчи "Атлашевский", "Ольдеевский" тата ытти организацисемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Шел, чылай хуçалăхра специалистсем çитмеççĕ. Вĕсене пулăшма хамăр çынсене яратпăр. Ăратлăха çĕнетни, селекци ĕçне лайăхлатни 2020 çул тĕлне Чăваш Енре çулталăкра пĕр ĕнен сăвăмне 7500 килограма çитерме май парĕ. Сĕтри белок, çу шайĕ те палăрмаллах ÿсмелле.

Ларăва уçнă май ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăратлăхпа ĕçлесси тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Юлашки вăхăтра çак енĕпе лару-тăру лайăхланма тытăнни сисĕнет. 2016 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче мĕнпур категорири хуçалăхсенче аш-какай илесси - 27,6, сĕт 0,03 процент ÿснĕ. 21 районтан 15-ĕшĕнче ĕне продуктивлăхне лайăхлатни пĕтĕмĕшле кăтартура та палăрнă.

Кăçалхи çу уйăхĕ тĕлне республикăра ăратлă выльăх ĕрчетессипе 27 хуçалăх ĕçлет. Вĕсем сĕт /17 хуçалăх/, аш-какай /1/, лаша /1/, сысна /7/, качака /1/, пулă /1/, чăх-чĕп /3/ усраççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли центр, сĕт пахалăхне тĕрĕслекен лаборатори ĕçлет. Кăçал 1 ăратлă ĕне тытнăшăн патшалăх 4410 тенкĕ парса пулăшмалла. Ытти выльăхшăн - 3712 тенкĕ.

Республикăра сĕт туса илекен хуçалăхсенче ĕнесен 27,7 проценчĕ ăратлăхпа ĕçлекен организацисенче шутланать. Кăçалхи тăватă уйăхра вĕсенче ĕне пуçне 2076 кг сĕт сунă, ыттисенчи кăтарту - 1684 кг. Çак тапхăрта предприятисем 192 ăратлă мăйракаллă шултра выльăх сутнă.

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа 256 инвестици проекчĕ хута кайнă. Çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕни выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышне палăрмаллах ÿстернĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра Вăрнарти аш-какай комбиначĕн кĕтĕвне 200 ĕне хушăннă. Халĕ унта пурĕ 1300 пуç. Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" хуçалăхра та унчченхинчен 20 ĕне ытларах /пурĕ 800 ĕне/. "Юрма" агрохолдингра, "Акашевская" пĕрлешÿре - чăх-чĕп, "Çĕрпÿ беконĕ" /Çĕрпÿ районĕ/, "Юрма" агрохолдингра /Патăрьел районĕ/, "Сувар-2", "Прогресс" /Шупашкар районĕ/ пĕрлешÿсенче сысна какайне туса илессипе кăтартăва палăрмаллах лайăхлатнă.

Республикăра кĕтĕве упраса хăварма выльăх апачĕпе çителĕклĕ тивĕçтермеллине палăртрĕ министр. Чылай хуçалăхра утă, сенаж хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Кăçал ĕне пуçне 40 центнер апат единицинчен кая мар янтăламалла. Фураж та самай кирлĕ пулать. Ăна ăçтан тупмалла? Усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни тырă ытларах туса илме май парĕ. "Тырă - чĕрĕ тавар, лайăх сутăнать. Хальхи вăхăтра 1 килограмне 10 тенкĕ ытларахпа илеççĕ, анчах çитмест вăл. Çавăнпа ăна кÿршĕ регионсенчен турттарма тивет", - терĕ министр. Фураж та хаклă паян. Аякран пысăк хакпа туяниччен вырăнта туса илнине нимĕн те çитмĕ.

Чăваш Енри сĕт, какай выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетекен организацисене кăçал патшалăх пулăшăвĕ тивмелле.

Ăна чи малтан ял хуçалăх производствине аталантармашкăн инвестици проектне пурнăçа кĕртме тата сĕт-çу фермисене тĕпрен юсама кайнă тăкака саплаштарма уйăрĕç. 2006 çултан выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерме республика бюджетĕнчен те пысăк продуктивлă ĕнешĕн хушса тÿлеççĕ.

Çакна та палăртмалла, патшалăх пулăшăвне кура юлашки пилĕк çулта кашни ĕнерен сĕт сăвасси çулсерен ÿссе пырать /2010 çулта - 4158 кг, 2015 - 4905 кг/. Республика хальхи вăхăтра вырăнта туса илекен сĕтпе халăха туллин тивĕçтерет. Çакă ăратлă ĕнесем усрама тытăннипе те çыхăннă.

Лариса Никитина.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.