Кăркăс ачи чăвашла вĕренет
Иртнĕ çул вĕçнелле Элĕк районĕнчи Анаткас ялне кăркăс çемйи куçса килнĕ. Çав кил-йышри Аскад Хайтматов халĕ Юнтапа шкулĕнчи пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Çак хаваслă та ырă кăмăллă, нумай пĕлме тата çынпа хутшăнма юратакан ача Киргизире çуралнă. Тăваттăмĕш класчен тăван тăрăхĕнчех вĕреннĕ.
Тăван çĕр сиплĕхĕ пирки чылай калаççĕ. Хальлĕхе пĕчĕк пулин те, çакна Аскад та туйса илнĕ. Тĕлĕнтермĕшсем сахал мар пулса иртеççĕ-çке унăн пурнăçĕнче. Анчах ку хăйне евĕрлĕ пулăма вăл ĕмĕрех асра тытĕ.
Пĕррехинче арçын ача ăнсăртран урине питĕ вăйлă суранлатнă. Килте çак вăхăтра никам та пулман. Анчах Аскад чăтмалла мар ыратакан суранне пăхмасăрах утса çÿреме хăтланнă. Çапла вăл кайăк йăви тĕлне пулнă, унта выртакан çăмартана тытса пăхас тенĕ. Лешĕ вара ваннă та кайнă. Арçын ача хăраса ÿкнĕ — вăл кайăка сăтăр тума шухăшламан-çке, нумай пĕлес тени çапла ура хунă. Ак тамаша! Шалта тепĕр сий пулнине курсан питĕ тĕлĕннĕ вăл. Вара çăмартана вырăнне хунă та килне кайса выртнă, çывăрсах кайнă. Ирхине вăрансан хăйĕн нимĕн те ыратманнине туйса илнĕ те çутçанталăка чунтан тав тунă.
Тепрехинче каллех тĕлĕнтермĕш асăрханă Аскад — вăл утас çул хĕрринче ахаль кăна чул катăкĕ выртнă, анчах ун çине такам хĕрарăм сăнне ÿкернĕ. Пĕр вăхăт сăнаса пăхнă хыççăн арçын ача чул катăкне аяккарах ывăтнă. Çав каçхине унăн тĕлĕкĕнче Мускав курăннă. Унта арçын ача хăйне лăпкă та телейлĕ туйнă. Вăхăт иртсен тĕлĕк чăна çаврăннă — Аскад çемйипе Мускава çитнĕ. Лешĕ ахаль чул пулман иккен, пуласлăха курма май параканни…
Мускавран Мордовие çул тытнă Хайтматовсем. Арçын ача вырăсла пачах пĕлмен. Çавăнпа вăл Рузаевка районĕнчи Шишкеево салинче тепĕр хут иккĕмĕш класран вĕренме тытăннă, тăваттăмĕш класра Рузаевка хулинчи «Солнышко» центра çÿренĕ.
Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче вара Аскад пиллĕкмĕш класран вĕренме пуçланă. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Вера Петровна Нестерова унпа уйрăммăн ĕçлесе чĕлхене ăса хывма пулăшать. «Изучаем чувашский язык» кĕнекен пĕрремĕш пайĕпе ĕçлесе пĕтернĕ ĕнтĕ, çитес çул иккĕмĕшне куçĕç. Çитĕнĕвĕсем пур. Халĕ Аскад чăваш ачи пекех çăмăллăн тата мĕн çырнине ăнлансах вулать.
— Эпĕ кăркăс чĕлхине кăшт кăна ас тăватăп, — тет арçын ача. — Çавăнпа килтисем манпа вырăсла калаçаççĕ, хăйсен хушшинче вара — кăркăсла. Ку шкулта кăшт урăхларах вĕрентеççĕ. Рузаевкăра киле панă ĕçсене шкултах, уроксем хыççăн юлса пурнăçлаттăмăр. Вĕрентекен çавăнтах тĕрĕслетчĕ. Кунта вара ун пек йăла çук.
— Эпĕ плов çиме юрататăп, — пĕлтерчĕ Аскад юратнă апат-çимĕç пирки калаçма тытăнсан. — Пирĕн килте ăна пысăк казанра хатĕрлеççĕ. Ун пек тутлăрах пулать вăл. Çавăн пекех манты, баурсак та кăмăллатăп. Апат пĕçернĕ чухне килтисене пулăшма ÿркенместĕп-ха эпĕ: çĕрулми шуратма вĕрентĕм, ку та лайăх.
Аскад юрра-ташша пит ăста. Шкулти пултарулăх ушкăнĕпе вăл Элĕкре юрăсен конкурсне хутшăннă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Пирĕштисем пекех юрларăр», — тесе мухтанă вĕсене куракансем.
Спортпа туслăскер йĕлтĕрпе чупма та кăмăллать, ăмăртусене хаваспах хутшăнать. Футболла вылямалла тесен вара тÿрех мечĕк хыççăн ыткăнать.
Аскад тĕн литературипе питĕ кăсăкланать, монах пулма ĕмĕтленет. Мĕншĕн çапла шухăш патне çитсе тухнă-ши вăл? Кăркăс халăхĕ мăсăльман тĕнĕпе пурăнать тенине илтнĕччĕ те…
— Пирĕн патра, Киргизире, мăсăльмансем кăна мар, христиансем те пур. Анчах эпĕ христиан тĕнне Саранскра пурăннă вăхăтра йышăнтăм. Чирленипе сыватмăша лекнĕччĕ. Унта пачăшкă килнĕччĕ. Вăл мана тĕне кĕртсе хĕрес парса хăварчĕ, Тихон ят пачĕ.
Аскад яланах ыттисене хÿтĕлеме тăрăшать: тусĕсене кăна мар, чĕрчунсене те. Йытăсене питĕ юратать вăл. Мороженăй çиме пуçласан пĕр-пĕр йытă ăна шанчăклăн куçран пăхрĕ пулсан арçын ача ăна хăналатех.
— Кушаксене вара килĕштерместĕп. Вĕсем манăн пулăсене çиеççĕ, — тет ырă чунлăскер.
Каникулта Аскад тантăшĕсем пекех аслисене пахчара ĕçлесе пулăшма палăртнă. Вĕсем куккурус та, кишĕр те, купăста та, çĕрулми те нумай лартнă. Уйрăмах кишĕрпе купăста çиме юратать арçын ача. Çулла вĕсене лайăх çитĕнтерес тесе самаях тăрăшмалла пулĕ-ха.
Пушă вăхăтра шăпăрлан юлташĕсемпе пулла çÿрет. Çитес вăхăтрах похода кайса килме палăртнă-ха.
Юратать Аскад Чăваш Ене. Çакăнта куçса килнĕшĕн чунтан савăнать. Çапах тăван Киргизи те чĕринчех…
Лариса ПЕТРОВА.
Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ.