Комментировать

9 Июн, 2016

Явăaнса ÿсет çырла

Явăнса ÿсекен ремонтантлă çĕр çырлине килте ÿстерме аван. Унăн çырли çулла, çĕртме уйăхĕнче, пиçме пуçлать, кĕркуннечченех çĕнĕрен тухнă çырласем пиçсе пыраççĕ.

Çак çырлана вертикальлĕ клумба туса çитĕнтерме меллĕ. Клумбăна тĕрлĕ материалтан тума пулать — асбест е пластик пăрăх, е полиэтилен пленка, е пирамида евĕрлĕ т.ыт.те. Вертикальлĕ çырла йăрана çÿллĕшĕпе 1,8 метра яхăн тума юрать, ытлашши çÿллĕ пулсан ăна пăхса тăма кансĕртерех.

Çырла йăранне хĕвел лайăх ÿкекен çĕре лартмалла. Пÿрт умне лартнă çырла клумби çимĕçĕпе те, илемĕпе те çăвĕпех савăнтарĕ.

Çырлана çак меслетпе çу уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕчченех лартма юрать. Çуркунне ĕлкĕрейменнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Халĕ, утă çине тухиччен, çак ĕçпе аппаланма лайăхрах та.

Вертикальлĕ клумбăри çырлана çĕр çинчи пекех ĕрчетмелле. Çулла çип яма пуçласан тĕвĕленнĕ тĕле татса илмелле те пăрăх çинчи «йăвана» лартмалла. Папкана тăпрапа хупламалла мар. Лартнă хыççăн шăвармалла, тăпра хăвăрт типесрен çулçăпа е лутрасилпа хупламалла. Вăй иличчен сăнасах тăмалла, тăтăшах шыв сапмалла, икĕ эрнерен тутлăхлă шĕвекпе апатлантармалла.

Явăнса ÿсекен çĕр çырлине те тĕрлĕ чир-чĕр, кăпшанкă тапăнма пултарать. Анчах çак меслетпе усă курнисем çырла питех аптраманнине палăртаççĕ. Çакă ÿсен-тăран тăпраран çÿлерех пулнипе çыхăннă.

Хĕл каçма çырла «йăранĕсене» сарайне кĕртмелле е çĕр çине антарса тăпрапа, çулçăпа е хыр-чăрăш лăссипе витмелле.

Çырлана 3-4 çултан çĕнетмелле, савăтри тăпрана йăлтах улăштармалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.