Комментировать

8 Июн, 2016

ЧĂРĂШ ТĂРРИ КРЕМНИПЕ ПУЯН

Чăрăш тăррине /хвощ полевой/ çĕртме-çурла уйăхĕсенче пухмалла. Сулхăнра çӳхе сийпе сарса типĕтмелле.

Ӳсен-тăранра кремни, усăллă ытти япала нумай. Вăл шăмăсем арканасран, сыпăсем шыçасран хӳтĕлет. Артрозпа, артритпа, ревматизмпа аптракансем чăрăш тăрри пулăшнипе хăйсен сывлăхне чылай лайăхлатма, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме пултараççĕ. Питĕ витĕмлĕ рецепт пур.

Вĕтетнĕ типĕ 100 грамм курăка 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче шĕвек çурри таран хухиччен вĕретмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Унтан 250 грамм пыл хушса пăтратмалла, вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла, кăпăкне пуçтарсах тăмалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта упрамалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Шĕвек чĕре вăйсăр чухне те, пӳре шыçсан та усăллă.

Ансатрах рецептпа та усă курма пулать. 20 грамм курăка тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Шăк хăмпи шыçнине питĕ хăвăрт ирттерет.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.