Комментировать

7 Июн, 2016

Иммунизаци - шанчăклă хÿтĕлев

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн Европăри регион бюровĕ пуçарнипе 2007 çултанпа çĕршывра çулленех иммунизаци эрни йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — халăха инфекци чирĕсен вакцина профилактики çинчен анлăн пĕлтересси, хăйсен тата ачисен сывлăхĕ тĕлĕшпе яваплăх туйăмне ÿстересси. Иммунизацин пĕлтерĕшĕ тата усси çинчен паянхи кăларăмра Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн эпидемиологи надзорĕпе тивĕçтерекен пай заведующийĕ Иван Зайцев паллаштарать.

— Иван Ильич, иммунизацин усси пысăк-и?

— Паллах. Унăн пĕлтерĕшĕ çинчен ашшĕ-амăшĕ лайăх чухлать, ачине иммунизацилеме вăхăт çитсен вара хăшĕ-пĕри, те сас-хура хыççăн кайса, те тĕпренчĕкне шеллесе, иккĕленме тытăнни вăрттăнлăх мар. Кун пек чухне вĕсене те ăнланма пулать пек туйăнать: ывăл-хĕре прививка пулăшнипе сыхласа хăваракан хăрушă чир-чĕрпе вĕсенчен чылайăшĕ тĕл пулман вĕт.

Шăпах вакцинаци витĕм кÿнипе инфекци чирĕсене парăнтарас енĕпе çитĕнÿсем тума май килнĕ. Çĕр çинчи халăха массăллă иммунизаци туни кăна чечче чирĕнчен /натуральная оспа/ çăлса хăварнă. Черетре халĕ — çывăх вăхăтрах хĕрлĕ шатрана /корь/ тата сикекен чире /краснуха/, полиомиелита, эпидеми паротитне, В гепатита парăнтарасси. Шатрапа /ветрянка/, папилломăпа, Зонне дизентерийĕпе, пневмонипе тата час-часах тĕл пулакан ытти амакпа кĕрешмелли вакцинăсем туса хатĕрлесси. Халăха прививка туса вĕсен иммунитет тытăмне çирĕплетни чир-чĕр çулне пÿлме тата дифтерие, сикекен чире, столбняка, В гепатита, грипа, иммунитет тĕлĕшĕнчен çăварлăхлама пултаракан ытти амака пула вилессине чакарма май пачĕ е вĕсем хăйсем çинчен сайра хутра кăна аса илтереççĕ.

— Ачасене прививка тутарасси ашшĕ-амăшĕнчен килнине палăртрăр. Çакна мĕнпе ăнлантарма пулать?

— Вĕсенчен хăшĕ-пĕри сăлтав çуккине пăхмасăр асăннă мероприятие хирĕçлемешкĕн май тупатех. Вакцинацилемен ачасен хушшинче хавшаккисем, сывă маррисем сахал мар. Çавна май ача-пăча инфекцийĕсене вĕсем йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çавăн йышшисене хăрушă амак умĕнче хÿтлĕхсĕр хăварни вара чăннипех тĕлĕнтерет.

Пурне те пĕр вăхăтра прививка тума май килмĕ паллах: сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисем тупăнаççех — вĕсене самайлансан вакцинацилеççĕ. Çавна май аслисен тухтăра шанмалла, тĕпренчĕкне вăл сĕннĕ препаратпа тата вакцинацилеме палăртнă вăхăтра илсе каймалла.

— Прививка туни хăйне май чирлеттерет текен шухăш пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килет-и?

— Иммунизациленĕ хыççăн амак çакланмĕ тени тĕрĕс мар пулĕччĕ. Ăна тивĕçнисен те чир çаклатас хăрушлăх пур, мĕншĕн тесен пĕр вакцина та 100 процентлă гаранти параймасть. Çапах кунашкал тĕслĕх сайра пулать. Вакцинăпа хÿтĕленĕ ача чирлесен те инфекцие çăмăллăн тÿссе ирттерет, вăл шала каяс хăрушлăх сисчĕвлентермест кун пек чухне.

Тĕрĕссипе, профилактика прививки унăн сывлăхне хавшатмасть. Чăн та, хăшĕсен вырăнти реакци палăрать: ÿт хĕрелсе тăртанать е температура вăхăтлăха ÿсет. Ку палăрăмсем 2-3 кунран иртеççĕ.

— Раççей Федерацийĕн «Инфекци чирĕсен иммунопрофилактики çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн граждансен Наци календарьне кĕртнĕ прививкăсене тÿлевсĕр тивĕçмешкĕн ирĕк пур. Хăш амак тĕлĕшпе?

— Асăннă документ тăрăх 12 чиртен — В гепатит, туберкулез, дифтери, столбняк, коклюш, хĕрлĕ шатра, сикекен чир, эпидеми паротичĕ, полиомиелит, пневмококк тата гемофиль инфекцийĕсем, грипп — профилактикăлама палăртнă. Унсăр пуçне теветкеллĕх ушкăнĕнчи ачасене /иммунитет енĕпе хавшаккисене тата анатоми тĕлĕшĕнчен кăлтăклисене, онкогематологи чирĕсемлисене е иммуносупрессивлă терапие чылай вăхăт илсе тăракансене тата ыттисене/ гемофильлĕ инфекцирен вакцинацилеççĕ.

Наци календарьне тапхăрăн-тапхăрăн кĕртекен улшăнусем эпидемиологи лару-тăрăвĕпе, çĕнĕ вакцинăсемпе усă курма тытăннипе тата финанс мелĕсене кура халăха санитарипе эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе патшалăх палăртнă тĕллевсемпе çыхăннă.

Хальхи вăхăтра шатрапа /ветрянка/, менингококк инфекцийĕпе, çыннăн папилломин вирусĕпе, Зонне дизентерийĕпе, ротавируслă инфекципе тата час-часах тĕл пулакан ытти амакпа кĕрешмелли вакцинăсем туса хатĕрленĕ тата вĕсемпе усă курма тытăннă.

Эпидеми кăтартăвĕсемпе ирттермелли профилактика прививкисен календарĕ пур тата. Унта инфекциллĕ 17 чире профилактикăлакан вакцинăсене кĕртнĕ, çав шутра — туляреми, чума, Çĕпĕр язви, бруцеллез, уртаракан чир, лептоспироз, сăвăсăн вируслă энцефаличĕ, Ку лихорадки, сарă сивчир, холера, вар-хырăм тифĕ, А гепатит, шигеллез, менингококк, ротавирус инфекцийĕсем, шатра /ветрянка/.

— Иртнĕ çул иммунизаци профилактикине тивĕçекен йышлă пулнă-и?

— 2015 çулта республикăра пурăнакан 717565 çынна, çав шутра Наци календарĕпе килĕшÿллĕн 716128 /99,8 процент/ вакцинациленĕ. Шел, прививкăсене хирĕçлекен те сахал мар. Вакцинацие хăвăр пурăнакан, ĕçлекен е вĕренекен вырăнти сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче тăваççĕ. Çак процедурăна уйрăм çыннăн медицина центрĕсем те пурнăçлаççĕ.

Вулакансене юлашкинчен çакăн пирки аса илтеретĕп: инфекциллĕ чылай йывăр чиртен сипленме йывăррине тĕпе хурса вĕсенчен асăрханасси пирки шухăшламалла, эффективлă вакцинăсемпе усă курса хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхне упрама тăрăшмалла.

В.СМИРНОВА

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.