Тылри чăтăмлăхпа паттăрлăха манмалла мар
Кăçал Сăрпа Сĕве тăрăхĕнчи хÿтĕленÿ сооруженийĕсене тума пуçланăранпа 75 çул çитет. Вĕсене республикăн патшалăх истори архивĕн пай ертÿçин заместителĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Федор Николаевич КОЗЛОВ тĕпченĕ. Мĕнле тĕллевпе туни çинчен каласа пачĕ.
Шутсăр йывăр задани
— СССР Оборона Патшалăх Комитечĕн /ОПК/ председателĕ И.Сталин 1941 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Совет Президиумне, Правительствăна, ОПК органĕсене — Куйбышев хулине, Генштаба Арзамас хулине пĕр тăхтамасăр куçарма хушнă. Вăрттăн хушу çинчен пĕлсе Вырăс православи тĕнĕн ертÿлĕхĕ те Мускавран урăх хулана куçнă. Нимĕçсене хапха умĕнче тытса чарасси пирки Сталин та, Генштаб та иккĕленнĕ, Мускава фашистсене пама тивнĕ хыççăн еплерех çапăçасси çинчен шухăшланă. Тăшман Мускава илнĕ хыççăн промышленноç аталаннă Хусан патнелле талпăнсан çулне пÿлме Пенза, Мордва, Чăваш, Тутар республикисенче хÿтĕленÿ хатĕрĕсем кирлĕ пулĕç тенĕ. Çапла вара ОПК Оборона Халăх Комиссариатне Сăр тата Хусан сооруженийĕсене тума хушнă.
— Вĕсене йĕркелеме республикăн хăш органĕсем çине яваплăх хунă?
— Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕн Канашĕпе /председателĕ А.Сомов/ ВКП/б/ Чăваш обкомне/секретарĕ И.Чарыков/. Юпан 28-мĕшĕнче хатĕрсем тăвас тĕлĕшпе ĕç пуçласа ярасси çинчен иккĕшĕ йышăну кăларнă. Тĕллеве пурнăçлама 17 çулран аслăраххисене, ытларах хĕр-хĕрарăма мобилизациленĕ. Хĕллехи тумтирпе, улăштарса тăхăнмалли кĕпе-йĕмпе, алшăллипе, алсишпе, минтер-тÿшекпе, апат пĕçермелли хуранпа е турилккепе, кашăкпа, кĕреçепе, вăрăм пăчкăпа, кашни 5 çын пуçне 1 пуртăпа, кашни 20 çын пуçне 1 лумпа, кашни 10 çын пуçне 1 наçилккепе стройкăна çитерессишĕн райĕçтăвком председателĕсемпе ВКП/б/ райкомĕсен секретарĕсем яваплă пулнă. 10 талăкран кая мар ĕçлеме янисене апатлантарассипе, çывăхри ялсенче, бараксенче, çĕрпÿртсенче, вăрман çурчĕсенче çĕр каçарма вырăн тăвассипе, лашасене тăрантассипе çыхăннă ыйтусене вĕсемех татса панă. Бригадăсем 50-шар çынран тăнă. Çар-уй строительствин /ятне çапла панă/ территорийĕсенче кашни район валли прораб участокĕ çирĕплетнĕ. Вĕсен ертÿçи пулма райĕçтăвком председательне е ВКП/б/ райкомĕн секретарьне уйăрса лартнă. Сывлăх сыхлавĕн халăх комиссарне Лихачева кашни çар-уй строительствинче врач участокĕсем, прораб участокĕсенче фельдшер пункчĕсем йĕркелеме, вĕсене сиплев хатĕрĕсемпе, лашасене сиплеме ветеринарсемпе тивĕçтерме хушнă. Стройкăна МТСсенчен 303 трактор яма ыйтнă. Анчах мĕн чухлĕ уйăрни паллă мар.
Хăшĕ-пĕри мĕншĕн пыман?
— Окоп, дзод, блиндаж тума техника питех пулăшайман. Шартлама сивĕре /42 градус таран/ çынсем шăннă çĕре лумпа тăваткалласа каснă та хирсе кăларнă. Шăна такка-такка вăйран кайнă, шăм-шак каçсерен сурса сăрăлтатнă, апат начар çитернĕрен, ал-урана тăм илнĕрен нумайăшĕ больницăна лекнĕ.
— Хатĕрсене меллештерме материалсем ăçтан илнĕ?
— Республикăри предприяти-организаци йĕркеленипе турттарнă. Улатăр таврашĕнче, ытти çĕрте вĕсен пысăк пайне тимĕр-бетонран тунă. Цемент, чул, хăйăр, пĕрене, хăма çителĕклĕ кÿнĕ. Çынсем ку ĕçе те йышлăн хутшăннă. Пăтратса бетон хатĕрлемелли, газ çулăмĕпе хĕртсе тимĕре çыпăçтармалли, арматура касмалли тата 3 тонна таран груз çĕклеттермелли аппарат 10-шар, чул вĕтетмелли 5 агрегат, йывăр тата çăмăл грейдер — 41, канав алтмалли машина — 2, тăпрана хыртарса илмелли Беккер машинине 5 яма хушнă. Объектсене телефон çыхăнăвĕ çитернĕ. Çар-уй строительствин управленине Сăр тăрăхĕнче — 4, Сĕве енче 2 йĕркеленĕ, кашнин пуçлăхне, тĕп инженерне, политика енĕпе ĕçлекен пулăшуçине палăртнă.
— 1941 çултан пуçласа колхоз лашисене фронта илнĕ. Вĕсене сооруженисем тума пуçтарайнă-ши?
— Сомовпа Чарыковăн юпан 28-мĕшĕнчи 2-мĕш йышăнăвне пурнăçласа Сăрпа Сĕве хÿтĕлевĕн тăрăхне 27 районтан харăсах 171450 çын, вĕсемсĕр пуçне 14310 çынна лашасемпе яма хушнă. Республикăн истори архивĕнче вĕсене мĕн чухлĕ пухнине çирĕплетекен документсем çук. Сооруженисем тума хутшăннă В.К.Симсов асаилĕвĕнче Сăр тăрăхĕнче кăна куллен 85-110 пин çын вăй хунине палăртнă. Елчĕк, Первомайски, Чкалов, Шăмăршă, Улатăр районĕсенче çын, лаша тĕлĕшпе плана тултарман тĕслĕхсем пулнă.
— Влаç ыйтнă чухлĕ мĕншĕн пухайман?
— Нимĕçе кĕтсе илме хатĕрленĕ лаптăксене пĕрре е темиçе кайса килнисем апат начар çитерни, иртен пуçласа каçченех шăн таккани çинчен каласа кăтартнă. Ку хыпара илтнисен пĕр ушкăнĕ йывăрлăхран хăраса стройкăран пăрăннă. 4-мĕш çар-уй строительствин пуçлăхĕ Ю.Я.Еремин Халăх Комиссарĕсен Канашĕн председательне А.В.Сомова раштавăн 13-мĕшĕнче янă телефонограмма:«…Первомайски районĕнчен объектсене 2700 çын, вĕсемсĕр пуçне 190 çыннăн лашасемпе килмеллеччĕ, 1333-шĕ уйрăммăн тата 116 çын лашасемпе çитрĕç. Чкалов районĕнчен 6620 рабочие çуран, 400 çынна лашасемпе кăларса ямаллаччĕ, çуран килнĕ 3517 çынна тата 284-шне лашасемпе йышăнтăмăр. Шăмăршă районĕнчен пирĕн пата 4900 ĕçлекене уйрăммăн, 350 çынна лашасемпе ăсатмаллаччĕ, 1746-шĕ çуран, 207-шĕ лашасемпе пычĕç. Елчĕк районĕнчен 6900-шĕ уйрăммăн, 580-шĕ лашасемпе тухса пымаллаччĕ, 3201-шĕ çуран, 337-шĕ лашасемпе çула тухнă. Улатăрсем 10000 çынна уйрăммăн, 200-шне лашасемпе килме пуçтармаллаччĕ, çуран кайма 3631-шне, 107-шне лашасемпе çитме пухнă. Стройкăна килнисене начар апатлантараççĕ, лашасем валли сĕлĕ çителĕксĕр. Çавăнпа çынсен пĕр пайĕ чакать». Кунта çакна хушмалла: апат япăх çитернине пĕлсе чылайăшĕ ăна килтен илсе кайнă.
Инженерсем пулăшнă
— Ĕçлеме кайманшăн, киле тарса килнĕшĕн уголовлă йĕркепе айăпламан-и?
— Пирĕн архивра кун пек информаци çук. Ыйтăва хуравлас тесен НКВДран юлнă документсене пăхмалла. Участоксенче апат япăх çитернĕрен чылайăшĕ тĕрлĕ сăлтав тупса тÿлевсĕр ĕçрен юриех юлнине тивĕçлĕ органсенче лайăх пĕлнĕ. Сăмахран, Оборона Халăх Комиссариачĕн оборона ĕçĕсен 11-мĕш арми управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Баринов чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕнчен кашни çын пуçне уйăхра çăнăх — 20, кĕрпепе аш — 2-шер, çу — 0,75, пахчаçимĕç — 4, çĕрулми — 8 кг, Суту-илĕвĕн Халăх Комиссариатĕнчен, райпотребсоюзсенчен çирĕплетнĕ нормăпа килĕшÿллĕн сахăр, супăнь, махорка, шăрпăк, çурта, алса, çăпата, фуфайка, ăшă шăлавар уйăрма ыйтнă. Оборона ĕçĕсен арми управленийĕсен пуçлăхĕсем, объектсенчи лару-тăрăва хăйсен офицерĕсенчен лайăх пĕлсе тăнăскерсем, республика влаçĕнчен çынсене лайăхрах апатлантарма час-часах ыйтнă. Чăваш Ен органĕсем район-хула влаçĕпе çыхăнса апат-çимĕç ыйтăвне татса парассишĕн тăрăшнă. Анчах мĕнпур майпа усă курсан та çимеллипе туллин тивĕçтереймен.
— Хÿтĕленÿ сооруженийĕсем ăçтан иртнĕ?
— Сăр енче: Етĕрне районĕнчи Засурье-Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Паньтăк-Çĕмĕрле районĕнчи Улхаш юханшывĕн юппи-Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ-Улатăр хули-Чăваш АССРĕпе Чĕмпĕр облаçĕн чикки. Хусан енче: Звенигово затонĕ-Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Тури Кушмара /центрĕ — Октябрьски/, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçпа Арапуç-Тăвай районĕнчи Мучар-Чăваш Енпе Тутарстан чикки. Сооруженисенчен юлнă тĕм-путăк халĕ те палăрать.
— Улатăр чукун çул станцийĕллĕ, промышленноçлă хула. Ăна мĕнле хÿтĕлеме хатĕрленнĕ?
— Тăшмана Улатăра кĕртес мар тесе унран 10-15 çухрăмра окоп темиçе рет тăснă, вĕсен хушшине тĕлĕ-тĕлĕпе тимĕр-бетонран дзот, йывăçран блиндаж тунă, темиçе ретри окопсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă. Улатăр юханшывĕн хĕвелтухăç çыранĕ хĕвеланăç енчипе танлаштарсан çÿллĕрех пулнă, çавна шута илсе хĕвелтухăç хысакне тăршшĕпех хÿтĕленÿ объекчĕсемпе çирĕплетнĕ.
— Хĕрлĕ Çар представителĕсем хăш енĕпе пулăшнă?
— Вĕсем — Оборона ĕçĕсен арми управленийĕсен Хĕрлĕ Çарти специалисчĕсем — йышлă пулман. Хÿтĕленÿ строительстви енĕпе нимĕн те ăнланман ял-хула халăхне сооруженисем тума вĕрентнĕ, вĕсене проектпа килĕштернĕ, ĕç пахалăхне тивĕçтернĕ. Вырăнти влаçа, республикăн çар комиссариачĕсене пăхăнман.
Преми парса хавхалантарнă
— Шартлама сивĕре çынсене лайăхрах ĕçлеме хавхалантарассишĕн мĕнле майсепе усă курнă?
— Çар-уй строительствисем кашни 10 кунри ĕçсене пĕтĕмлетсе социализм ăмăртăвне хак панă. Тĕслĕхрен, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 1-мĕшĕччен 6-мĕш строительствăн 1-мĕш участокĕнче /пуçлăхĕ К.Ф.Харитонов, мобилизаци енĕпе ĕçлекен ВКП/б/ Канаш райкомĕн секретарĕ Ф.А.Антонов, политика чаçĕн пулăшуçи Муравьев, Л.А.Бортовский тĕп инженер/ А.Ф.Федоров /Доронин ячĕллĕ колхоз/, В.С.Семенов /Молотов ячĕллĕ колхоз/, С.Т.Григорьев /«Комбайн» колхоз/, Чебуков, /Шмидт ячĕллĕ колхоз/, 2-мĕш участокри /пуçлăхĕ П.Т.Повшко, политика чаçĕн пулăшуçи И.С.Еремеев, И.Л.Богаевский тĕп инженер/ Т.И.Ильин /«Буксир» колхоз/, А.И.Ильин /Молотов ячĕллĕ колхоз/ бригадисем плана 137-280% тултарнă. 3-мĕш участокри /пуçлăхĕ Ю.Я.Еремин, мобилизацилекен пулăшуçă, ВКП/б/ Шăхасан райкомĕн секретарĕ Захаров, политика чаçĕн пулăшуçи В.Н.Никоноров, С.С.Морозов тĕп инженер/ А.Д.Данилов /Калинин ячĕллĕ колхоз/, Н.Т.Трофимов /«Пионер» колхоз/, 4-мĕш участокри /пуçлăхĕ С.Л.Брацлавский, мобилизацилекен пулăшуçă, ВКП/б/ Тăвай райкомĕн секретарĕ А.С.Савинов, политика чаçĕн пулăшуçи Михайлов, Поплиян тĕп инженер/ Г.В.Пермяков /Тăвай колхозĕ/ бригади те тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă. Канаш районĕ — 1-мĕш, Тăвайсем — 2-мĕш, Шăхасан районĕ — 3-мĕш, Красноармейскисем 4-мĕш вырăна йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене укçан преми парса хавхалантарнă. Строительствăсен хушăвĕсенче плана тултарнă участоксемпе бригадăсене ырăпа палăртнă, бригадăсенчи çынсен хушамачĕсене пайăррăн асăнман, бригадирсене çеç кăтартнă.
— Çав тытăмсене камсем ертсе пынă? Сооруженисем тума республика тулашĕнчен ахаль çынсене тытса янă-и?
— Райĕçтăвкомсемпе парти райкомĕсене, ял Канашĕсене, колхозсене, уй-хир бригадисене, предприяти-организацие ертсе пынисем. Стройкăна çар ретне тăманнисене, айăплав вăхăтне ГулАГ тĕрмисенче, вырăнти колонисенче ирттерекенсене, йывăр чирлисене, ватăсене, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене, 17 çулран кĕçĕнреххисене ĕçлеме яман.
— Ĕçе республикăри мĕнпур хула-районтан явăçтарнă-и?
— Пуринчен те. Унта черетпе мар, харăс пынă. Кашни район влаçне вăл е ку лаптăкра сооруженисене палăртнă кунччен туса пĕтерме хушнă. Тĕллеве пурнăçлассишĕн влаç çынсене çине тăрсах ĕçлеттернĕ. Строительствăна Шупашкарта пурăнакансем те йышлăн хутшăннă. Улатăрсене хăйсен сооруженийĕсене çеç тутарттарнă.
— Республика тĕллеве пур-нăçланă-и?
— Ĕçсене 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. ОПК хушăвне ăнăçлă пурнăçланă. Пурĕ 5 миллион кубла метр çĕр алтнă. Сăр тăрăхĕнче дзотпа хĕç-пăшалтан пемелли ятарлă вырăн — 1600, çĕрпÿрт 1500 тунă, 80 çухрăм окоп чавнă. Пирĕн çынсем тĕлĕнмелле чăтăмлăх кăтартнă, пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ, чирлесен те объектран пăрахса кайман, вăйран кайиччен, ураран ÿкиччен, юлашки хала пухса тăрăшнă.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă