Комментировать

4 Июн, 2016

Ачасем - туслă та çирĕп çемье никĕсĕ

Кашни çулах çăвăн пĕрремĕш кунĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Çак кун кашни шкултах, ача садĕнчех шăпăрлансене савăнтарма вăйăсем ирттереççĕ, тĕрлĕ мероприятипе пĕрлех концертсем те йĕркелеççĕ.

Уяв — уявах, хăть те хăçан та савăк иртет. Анчах та хумхантараканни те пур. Ячĕ те — ачасене ХŸТĔЛЕМЕЛЛИ кун. Шел, чылай чухне вĕсене шăпах мăн çынсенчен хăтарма, çăлма тивет. Ашшĕ-амăшĕнчен те. Кун пек тĕслĕхсем пирки хаçатра та пĕрре мар çыратпăр. Е амăшĕ ачине кÿрентерет, е ашшĕ ÿсĕрле хĕнет...

Тепĕр чухне вара йĕркеллĕ çемьерех сыхланса ĕлкĕрейменрен инкек сиксе тухать: ача чÿречерен ÿкет, шывра путать, пушарта кĕлленет... Республикăра юлашки вăхăтра кун пек тĕслĕх çине-çинех пулчĕ. Канашра чÿречерен 10 уйăхри пепке тухса ÿкнĕ, вилмеллех суранланнă вăл. Йĕпреç районĕнче те пулнă кун пек тĕслĕх. Юрать-ха 2,5 çултискерне, вăйлах аманнă пулин те, тухтăрсем çăлса хăварма пултарнă.

Паллă ĕнтĕ, çанталăк ăшăтнă май кантăксене уçатпăр. Анчах килте шăпăрлан чупнă чухне асăрханулăхпа тимлĕх пирки те манмалла мар. Пĕлтĕр те ачасем кантăкран тухса ÿкнĕ икĕ тĕслĕх пулнăччĕ.

Çанталăк шăрăхлатнă май шыв хĕрринче те хăрушсăрлăх çинчен манмалла мар. Шел те, шывран шар курнă тĕслĕх те пур республикăра. Çĕмĕрле районĕнчи пĕр çемьери икĕ ача путса вилнĕ. Пилĕк ачаран асли салтакран нумаях пулмасть таврăннă, тепри — кайма пуçтарăннă. Кĕçĕннисем 2009, 2011 тата 2015 çулсенче çуралнă. 5 тата 7 çултискерсем шыва кĕнĕ. Кÿлĕ тарăн та пулман — 1 метр. Сарлакăшĕ те 10 метр кăна, анчах пĕчĕкскерсене «туртса илме» çителĕклĕ пулнă çакă.

Пĕлтĕр çу каçа республикăра 8 ача путса вилнĕччĕ. Чылай чухне — ял ачисем. Вĕсем аслисемсĕр е вĕсене асăрхаттармасăр кÿлĕ е плотина хĕрне каяççĕ те... таврăнаймаççĕ.

Пушар та хĕрхенмест. Кăçал Элĕк районĕнчи инкек харăсах тăватă шăпăрлан пурнăçне илсе кайрĕ. Пĕлтĕр «хĕрлĕ автан» алхаснăран тăватă ача вилнĕччĕ.

Çÿлерех асăннă пек, шел те, ачасем ăнсăртран тухнă инкекре çеç шар курмаççĕ çав, аслисен пусмăрне те лекеççĕ. Ахальтен-и, РФ СК Чăваш Енри следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çул çитмен 146 пепке-çамрăк правине пăснă тĕлĕшпе пĕлтĕр кăна 195 уголовлă ĕç пуçарнă. Кăçал та кунашкал 44 тĕслĕхпе тĕл пулма ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр тата кăçал следстви комитечĕ ачасен тĕлĕшĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки судсене 133 уголовлă ĕç ярса панă.

Çул çитменнисен тĕлĕшĕпе тăвакан преступленисене вăхăтра сирес, кĕçĕннисене аслисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе Республикăри следстви управленийĕнче 2012 çултанпа «Ача хăрушлăхра» телефон линийĕ ĕçлет. Унта талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те 8/8352/ 624-657 е кĕсье телефонĕпе 123 номерпе шăнкăравлама пулать. «Хĕрÿ лини» ачасен прависене пăснă е кĕçĕннисене кÿрентернĕ пирки пĕлтернĕ кашни тĕслĕхе шута илет, пуринпе те тĕрĕслев ирттерет. Кун пек туни хÿтлĕх кирлисене вăхăтра асăрхама май парать.

Ачасене хÿтĕлемелли кун — пĕтĕм тĕнче шайĕнчи пĕртен-пĕр уяв çеç мар. Чÿкĕн 20-мĕшĕнче Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ, çĕртмен 16-мĕш кунĕ Африкăри ачасене хÿтĕлемелли кун шутланать. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ Шурă орхидея кунĕ пек паллă: илемлĕ ятлăскерне эмбриолог тухтăрсене халалланă. Тĕнчене «пробиркăран» килнĕ ачасен кунĕ те вăл. Ку уява шăпах çакăн пек мелпе 1978 çулта Лиуза Браун çуралнă кун паллă тăваççĕ.

Раççейре нумаях пулмасть утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Юратупа шанчăклăх кунне уявлама пикенчĕç. Вăл та тÿрремĕнех ачасене пырса тивет. Шăпах пĕчĕккисем — туслă та çирĕп çемье никĕсĕ, пурнăç чечекĕ.

Уяв пирки çырнă май пĕр кулăш асăма килчĕ. Шкултан таврăннă ывăлĕ амăшне:

— Ачасене хÿтĕлемелли куна мĕншăн шăпах çĕртмен 1-мĕшĕнче паллă тунине пĕлетĕп.

— Мĕншĕн?

— Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ачасем килне дневниксемпе таврăнаççĕ. Унта вара — çулталăкшăн лартнă паллăсем...

Ачасене уяв кунĕ çеç мар, куллен сыхласчĕ, упрасчĕ, хÿтĕлесчĕ.

Татьяна НАУМОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.