Комментировать

4 Июн, 2016

Кутамкка çакмах тивет-ши?

Юрий Никитинпа Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешре паллашрăм. Вăл урапапа картишне хăйăр турттаратчĕ. Ытти арçынсем васкасах кирпĕч хураççĕ. Темиçе кил урлă пурăнакансем те хăйсен çуртне хăтлăлатаççĕ. Çак икĕ ушкăн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ тейĕн.

«Ăшă веранда туса пĕтерсенех авланатăп», — чунне уçать çĕнĕ пĕлĕш. Вăл ĕç майне пĕлет. Ахальтен мар амăшĕпе иккĕшĕ выльăх нумай тытаççĕ. Икĕ ĕне, икĕ пăру, пилĕк сурăх валли çителĕклĕ апат хатĕрлемешкĕн ятарласах икĕ мотоблок туяннă Юрий. Хăех утă çулать, типĕтет, турттарать. Ĕне сума та ÿркенмест вăл. Ку ĕçе шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хăнăхнă.

Амăшĕн килне хĕрĕсем хăйсен çемйипе тăтăш килсе çÿреççĕ. Галина Михайловна мăнукĕсем, мăнукĕн ачи валли сурăх çăмĕнчен алсиш-нуски çыхса парать. Унсăр пуçне хаçат-журнал вулама юратать хĕрарăм.

Юрий çамрăкрах чухне клуба питех тухса çÿремен. Тен, çавăнпах çемье çавăрмасăр юлнă? Пурпĕрех çакăншăн пăшăрханмасть 37-ри арçын. Шăпа çырнине тупасса хытă ĕненет. «Арăм шырама кутамкка çакса тухса каяс пулать», — шÿтлесе те илет вăл.

Ялти ĕçрен пушансанах Юрий Никитин бригадăпа пĕрле Мускава тухса каять. Унта укçа ĕçлесе илессишĕн çывăрса тăранмасăр тенĕ пек çурт хăпартаççĕ вĕсем. Çапла тенкĕ çумне пус хушса пурнăç тума хăнăхнă ял çынни.

«Килте пуçланă ĕçе вĕçлемелĕх укçа çитересчĕ», — калаçăва малалла тăсать Юрий. Ахалех пăшăрханать вăл. Нимелле ĕçлекен тăрăшуллă арçынсем пулсан веранда туса пĕтерни те сисĕнмĕ.

Кĕр мăнтăрĕпе çемье çавăрсан мĕнешкел лайăх пулĕччĕ. Çыннăн пурнăçа мăшăрлă пурăнса ирттермелле.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.