Комментировать

4 Июн, 2016

Чун шыравĕ...

— Тĕлĕнтĕм санран хытах. Ку вырăна карттă çинче те кăтартман. Эсĕ вара ман пата шăнкăравласа ыйтса пĕлмесĕрех çитме пултарнă... — Машăна пÿлсех калаçать те калаçать Ваня.

— Чăнах та, эпĕ сана шырарăм. Макăра-макăра. Туятăп: эсĕ манран инçе мар. Анчах та йĕри-тавра халăх хĕвĕшет. Мана чĕнеççĕ, эпĕ вара сана шыратăп.

— Тупрăн вĕт! Юлташсем те тĕлĕнчĕç санран. Вĕсенчен ытла хам тĕлĕнтĕм, курсанах сăмах та чĕнеймерĕм тата.

Тин кăна çывăрса тăнă Машăпа Ваня нихçанхилле шавлăн калаçрĕç. Тĕлĕк мар, чăн пурнăçра пулнă самантсем тейĕн. Вĕсене пуринчен ытла пĕр пекрех тĕлĕк курни тĕлĕнтерчĕ. Маша хăйĕн тĕлĕкĕнче Ваньăна шыранă, анчах тупайман. Ваня тĕлĕкĕнче вара Маша ăна таçта пач пĕлмен вырăнта темле майпа çав-çавах тупнă!

Чей ĕçме ларсан та çавăн пиркиех сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.

Ĕçе пуçтарăнма тытăнсан кăна кăшт шăпланчĕç. Кашнин — хăйĕн шухăшĕ...

«Тен, капла тĕрĕс те. Майĕпен манса кайăп та акă, — лăплантарчĕ хăйне темиçе çул каялла Маша, отпускран тухнă кунах çĕнĕ хыпар илтнĕскер. — Мĕн, унăн майрисене курман-им? Кантур умнех килсе тăраççĕ-ха та. Суран çине тăвар сапнă евĕр, вĕсене курниех чун-чĕрере вут-çулăм алхастарать».

Машăпа Ваня пĕр вырăнта вăй хуратчĕç ун чухне. Пĕр вăхăталлах килнĕ ку ĕçе вĕсем. Коридорпа пыракан Ваньăна пуçласа курсанах чĕринче ăшă туйăмсем çуралнине малтанах хăй те йышăнасшăн марччĕ Маша.

Командировкăсене пĕрле çÿреме тивни малтанах Машук чунĕнче шанăç çуратрĕ. Анчах пĕрремĕш хутĕнчех кăмăлĕ хуçăлчĕ хĕрĕн. Ванюкшăн урăх çын пур-и е çук-и — пĕрех тейĕн, Машук çине хăрах куçпа та пулин пăхса илинччĕ хăть. «Тупăннă, мăнкăмăллă кăркка», — тарăхса пычĕ çул тăршшĕпех пике.

Çав вăхăтра телефон сасă пачĕ. Ку хутĕнче Машук Сашука яланхилле «çук», - темерĕ. Кафе ятне тата вăхăта тепĕр хутчен юриех хыттăнрах каларĕ. «Мĕн, эсĕ кăна-им?» — тенĕн чеен те сиввĕн пăхса илчĕ хĕр Ваня çине. Лешĕ вара куç харшине те вылятса илмерĕ.

Тăп! чарăнчĕ машина. Пăх та — капăр тумланнă хĕр йăл кулса килет. Ваня хирĕç утрĕ. Тем калаçрĕç те Ваня машина еннелле çул тытрĕ. Пике вара ăна аллинчен тытса чарчĕ те питĕнчен, тутинчен сĕртĕнме тытăнчĕ. «Ав мĕн иккен. Савнийÿ чипер те санăн», — мĕлтлетрĕ шухăш Маша пуçĕнче.

Кун хыççăн Ваня куçĕ умне пулас мар тесе тăрăшрĕ Маша. Курсан пичĕ хĕрелсе кайнăн туйăнатчĕ хĕре. Куçне тартатчĕ, пуçне пĕксе хăш-пĕр чухне сăмах чĕнмесĕрех иртсе каятчĕ Маша. Чунрине сисесрен шикленетчĕ-ши?

Çапах Ванюк ĕçрен кайма ыйтса çырнине пĕлсен Маша пăшăрханчĕ. Çав вăхăтрах «хăвăртрах манса кайăп», — тесе те лăплантарчĕ хăйне.

Çĕнĕ çынна илчĕç ун вырăнне. Унпа вара хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕ Машук. Вăхăт иртнĕçемĕн Ваня пирки аса илми те пулчĕç. Çапах Машăн асĕнчен тухмарĕ-ха вăл. Пĕррехинче ăнсăртран тĕл пулчĕç вĕсем. Арçын темĕнле справка патне килнĕ иккен кантура. Хăюлăх çитерсе чей сĕнсе пăхрĕ хĕр. «Çук, эпĕ кофе кăна ĕçетĕп», — патлаттарса хучĕ арçын. Унчченхиллех мăнаçлă сасси хĕрĕн куçне шывлантарнине асăрхамарĕ те Ваня. «Ку юлашки шанăç пулчĕ...» — ассăн сывларĕ Машук.

Чунне лăпкăлăх таврăниччен нумай вăхăт иртрĕ. Пур-çук çыхăнăва татрĕ хĕр — соцсетьри страницăсене хупса пĕтерчĕ. Ваньăн сăнÿкерчĕкĕсене курнипех канăçĕ çухалатчĕ çав...

Инçетре пурăнакан тусĕсемшĕн тунсăхланипе кăна çĕнĕ страница уçма шут тытрĕ Машук. Вĕсен пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине пĕлес, вĕсем епле улшăнса пынине сăнас килет-ха та. Епле кăсăклă пурнăç. Авă Натали хĕрĕхрен иртсен тин амăшĕ пулса тăчĕ. Çамрăклăхне Мускавра хăварнăшăн шеллет халĕ. Укçа-тенкĕ мар, тăван тăрăхĕн илемĕ, вăй-хăвачĕ ăна канлĕх парнеленĕ. Телей кайăкĕ те кунтах çÿренĕ. Натали вара ăна Мускавра шыраса шанăçне çухатнă. Акă халĕ иккĕмĕшне кун çути парнеленĕ. Виçĕ чиперкке телейлĕн пĕрле сăнланнă ÿкерчĕксем ăшă салам янăн туйăнаççĕ. Тусĕсен çакнашкал сăнÿкерчĕкĕсем хĕрĕн чунне йăпатрĕç.

Анчах пĕррехинче канăç çухалчĕ. Ваня... туслашма сĕнет. Мĕнле тупнă? Ята та улăштарнă-çке. Сăнÿкерчĕк та лартса ĕлкĕрейменччĕ Машук. Туслашма темиçе те сĕнчĕ арçын. Мĕн пулнă ăна? Е пачах палламасть тейĕн, халĕ вара Интернет уçлăхĕнче туслашасшăн «çунать». Кун пеккине кĕтменччĕ.

Çĕнĕрен паллашрĕç Ваньăпа Маша. Ĕç вăхăтĕнче те пĕр-пĕрин патне çырса тăчĕç. Ăçтан тульккăш сăмахĕ тухса тăрать. Ăнсăртран тенĕ пек сиксе тухнă туслăх пач кĕтмен çĕртен татăлчĕ. Аптранипе Машук каллех страницăна хупрĕ. Пĕр-пĕрне курмасăр «хутшăнсан» та кăмăлсăрланмалли сăлтав тупăнчех. Капăр тумланнă тата хаваслă ушкăн варринче Ваньăпа палламан хĕр тăраççĕ. Шап-шурă туй кĕпи мар та, çапах питĕ илемлĕ. «Çырăннине паллă туни» тесе çырнă сăнÿкерчĕксем айне. Пĕр-иккĕшне пăхма кăна хал çитерчĕ Машук. Страницăна хупсанах компьютера та сÿнтерчĕ. «Ку хутĕнче, чăнах та, юлашки шанăç путланчĕ иккен», — шухăш ирчченех куç хуптармарĕ хĕре. Çук, тăварлă тумламсем «чупмарĕç» пит тăрăх. Хурламарĕ кун-çулне хĕр. Мĕншĕн хурлас? Ăна юратмаççĕ-им? Сашук! Шăнкăравлама шантарнăччĕ ун патне Маша.

«Маша, мĕн пулнă? Халех çитетĕп», — тенине çеç илтрĕ хĕр. «Ай, пиллĕк те çитмен-çке», — сасăпах персе ячĕ вăл сехет çине пăхса илнĕ хыççăн.

Текех пĕччен хăвармарĕ Саша Машăна. Виçĕ çул пĕрле пурăнса та хирĕçÿ сиксе тухман вĕсен хушшинче. Çапах чунпа йышăнаймарĕ Маша мăшăрне. Упăшки улшăнса пынине те тÿрех сисмерĕ вăл. Каçа юлса киле таврăннине те пĕлсе юлайман Маша. Чирлĕ амăшĕ патне пĕрмаях çÿрет-ха та. Çĕр каçма та çавăнтах юлать.

Упăшкин телефонне ăнсăртран алла тытман тăк, тен, çаплах пурăнĕччĕç? Палламан хĕр Сашăран ача кĕтни пирки çырнă. Упăшки чĕркуçленсех каçару ыйтрĕ. Хăй те тăлăх ÿснĕ Маша: «Ачана ашшĕ кирлĕ», — тесе ÿкĕте кĕмерĕ. Куççульпех уйрăлчĕç вĕсем.

Пĕччен кашкăр пек уласа ярас килет Машăн. Чунĕ нăйкăшать, суранĕ хытах аптратать. Хăйшĕн кăна апат пĕçерме те пăрахрĕ вăл. Командировкăсенче çынсемпе хутшăннă май кăна уçăлса пычĕ кăмăлĕ.

Пĕчченлĕхре илемлĕ кĕвĕ итлесе лараканскере пĕр кунхине телефон сасси шартах сиктерчĕ. Палламан номер. Кам-кам та, вăл шăнкăравласса пачах та кĕтмен Маша. Ваня!..

«Нумайччен шырарĕ вăл чуна çывăх çынна. Куратăп — тинех тĕл пулчĕ», — терĕ Ваньăн пĕр юлташĕ Машукпа тусне курсанах. Пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхнине кура урăхла мĕнле калайăн-и? «Авă ку тĕлĕк те унăн сăмахĕсене тÿрре кăларасшăн пулас», — шухăшласа илчĕ çав ир Маша.

Н.МАРИНОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.