“Микеланджело витĕмĕ”
Дэвид Бекхэм пултаруллă футболист пулни пирки кам иккĕленет? Анчах та ĕçтешĕсем мĕншĕн-ха чап енĕпе унпа танлашаймаççĕ? Мĕншĕн тесессĕн вĕсен Виктория Бекхэм пек арăм çук. Хĕрарăм тăрăшнипех çемье кичем Англирен Америкăна куçнă. Унта футбол виççĕмĕш разрядра кăна пулни кама пăлхантарать? Чи кирли, Дэвид халĕ Голливуд çăлтăрĕсемпе туслă, реклама енĕпе миллионĕ-миллионĕпе ĕçлесе илет. Унсăр пуçне, Дэвид Бекхэм — Голливудри чи паллă ашшĕсенчен пĕри: вĕсем Викторийăпа иккĕшĕ — тăватă ача ашшĕпе амăшĕ.
Хью Джекман актер та пурнăçра телейлĕ лотерей билечĕ туртса кăларнă — унăн та мăшăрĕ ăнăçу кÿнĕ. Хью тата Деборра-Ли Фернесс 1995 çулта Австралире “Корелли” сериала ÿкернĕ чухне паллашнă. Вăл вăхăтра никам та палламан актер тĕлĕнмелле хитре, Австралире паллă актрисăна Деборрăна курсан тÿрех пуçне çухатнă, тăватă уйăхранах пĕрлешме сĕннĕ. Хĕрарăм, каччăран 13 çул аслăрахскер, пĕр шухăшласа тăмасăр килĕшнĕ. Юратакансем официаллă майпа хут уйăрттарсанах Хью карьера картлашкипе хăвăрт хăпарма пуçланă. Те хĕрарăмăн чапĕ пулăшнă, те тăрăшăвĕ, те пурте пĕрле, анчах та паян Хью ячĕ тĕнчипех кĕрлет, арçын хăй вара çакăншăн арăмĕ “айăплă” иккенне палăртать. Анчах та пăхма юмах тĕнчине аса илтерекен хутшăнусем те хура пĕлĕтсемсĕр мар иккен. Юлашки вăхăтра журналистсем Джекман арçынсене кăмăллани пирки ытларах та ытларах çыраççĕ. Мăшăр çеç çак сас-хурана сирме те, çирĕплетме те васкамасть. Вĕсем 20 çула яхăн хăйсене пĕрле телейлĕ туяççĕ, усрава илнĕ икĕ ачине ура çине тăратма тăрăшаççĕ. Деборра вара малалла та упăшки валли чап çулне кĕл чечекпе витме хатĕр.
Амансио Ортега, йĕркеллĕ пĕлÿ илменскер, çĕвĕ фабрикинче посыльныйĕнче ĕçленĕ. Унтан та каярахпа кăларса янă ăна. Пĕртен-пĕр ĕçе те çухатнине пула арçын депресси авăрне çакланнă. Пулас миллиардера унтан тапкаланса тухма мăшăрĕ Росалия пулăшнă. Хĕрарăм, унăн та ятарлă пĕлÿ çук пулин те, саккаспа япала çĕлеме сĕннĕ. Çапла мăшăр килтех ĕç пуçарнă. Чăн та, малтанах пĕрре те çăмăл пулман. Самай шултра клиентсемех хатĕр саккассемшĕн тÿлеме килĕшмен. Анчах та тавçăруллă Росалия çухалса кайман — вăл упăшкине трикотаж япаласене ирĕклĕ сутлăха кăларма сĕннĕ. Çапла вĕсем 1975 çулта Zorba лавкка уçнă. Амансио ун чухне 40 çулта пулнă. 2012 çулта, Bloomberg компани палăртнă тăрăх, Ортега Европăри чи пуян çынсен йышне кĕнĕ — унăн компанийĕ тĕрлĕ бренд хуçи пулнă.
Çемьешĕн — ырлăх
Паллă бизнесменсемпе политиксен арăмĕсем нумай чухне ыркăмăллăх енĕпе вăй хураççĕ. Çакă, паллах, вĕсем чăнах та ырă кăмăллă иккенне пĕлтермест. Пуян упăшкишĕн çакă — питĕ пысăк “плюс”. Вăл ытларах чухне арăмĕ йĕркеленĕ фондăн учредителĕ, сопредседателĕ е спонсорĕ. Ыркăмăллăх — имидж пĕр пайĕ. Анчах та унта укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалла. Бухгалтер пĕр пĕчĕк йăнăш тусассăнах тĕрмене лекесси те инçе мар. Çакна ăнланакан пуян ку ĕçе ют çынна нихăçан та шанмĕ. Арăмне кăна. Вăл, вун-вун пÿлĕмлĕ керменте ĕçсĕр аптраса çитнĕскер, обществăшăн та, упăшкишĕн те усăллă ĕç темĕн чухлĕ ытларах пурнăçлама пултарать.
Google тытăма йĕркеленĕ Сергей Брин арăмне Анна Войцицкие хăйĕн ĕçне йĕркелеме пулăшнă, çак тĕллевпе тăватă миллиона яхăн доллар тăкакланă. Аннăн 23andMe компанийĕ çын геномне тĕпчет, çак тĕллевпе сурчăкпа усă курать. Тĕпчевсемпе тĕрлĕ чире маларах тупса палăртассишĕн усă кураççĕ. Темиçе çул каялла Сергей хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, унăн Паркинсон чирĕпе çыхăннă генсем пуррине палăртнă. Çакăн хыççăн Брин Майкл Фокс фондне, вăл шăпах асăннă чире тĕпчет, нумай укçа куçарнă. Реклама-и ку е ыркăмăллăх акцийĕ-и? Иккĕмĕшĕ пуль. Брин-Войцицки мăшăрăн хăйĕн ыркăмăллăх фончĕ пур. Унсăр пуçне Бринсен çемйи вăтăр çул каялла Америкăна куçнине халалласа Сергей еврей темиçе организацине укçа-тенкĕ куçарса панă — вĕсем çак кил-йыша эмиграцири малтанхи çулсенче пулăшнă.
Компьютер магначĕсем хăйсен вăйĕпе ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе ыркăмăллăх тĕллевĕпе кăмăлпах усă кураççĕ. Ку енĕпе Билл Гейтса çитекен çуках. Çын сăмахне ĕненес тĕк, ăна ыркăмăллăхпа шăпах арăмĕ Мелинда “чирлеттернĕ”. Билл арăмĕ тавра ташласа кăна тăрать, вĕсем 20 çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Мелинда упăшкин бизнесĕпе ырă ятне упрассишĕн пур вăйран тăрăшать, ресторансенче папараццисене асăрхасан та мăшăрне çурăмĕпе хуплать. Билл хăй вара çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитсе тухнă — хĕрарăрăмăн ăсĕ унăн пушмакĕн кĕллипе тÿрремĕн çыхăннă. Мĕн чухлĕ пĕчĕкрех — çавăн чухлĕ ăслăрах. Çапла пĕтĕмлетме арăмĕ пулăшнă: мĕн паллашнăранпах, 1987 çултанпа, унăн мăшăрĕ мокасин евĕр пушмак кăна тăхăнать. Хĕрарăмăн ăс-тăнĕн çивĕчлĕхĕ пирки те çав кунтанпах пĕрре те иккĕленме сăлтав пулман арçыннăн. Вĕсен виçĕ ача. Мăшăрăн контрактĕнче кăсăклă пункт пур — Билл арăмне кашни ачашăн 10 миллион доллар тÿлеме шантарнă. Халĕ вĕсен — уйрăм харпăрлăхри чи пысăк фондсенчен пĕри. Унăн укçи-тенкипе сывлăх сыхлавĕнче тата вĕренÿре усă кураççĕ.
Франци экс-президенчĕн Николя Саркозин мăшăрĕ Карла Бруни топ-модель ыркăмăллăх енĕпе укçа-тенкĕ пачах шеллемест. Нухратне вара хĕрарăм кинора ÿкерĕнсе тата журналсенче пичетленсе ĕçлесе илет. Саркози-Бруни госпожа Tommy Hilfiger марка сăнĕ пулса тăнă. Ку компани Кăкăр сывлăхĕн институчĕн фондне пулăшать, кил-çуртсăррисене апатлантаракан организацие патроната илнĕ, СПИДа, туберкулеза, малярие хирĕç кĕрешекен фондпа тачă çыхăнура ĕçлет.
Кашнин — хăйĕн пайĕ
Алишер Усманов миллиардерпа илемлĕ гимнастика тренерĕ Ирина Вернер нумай çул телейлĕ пурăнаççĕ, мĕншĕн тесен кашнинех пурнăçа хăйне пĕлнĕ пек аталантарма ирĕк панă ку çемьере. Иккĕшĕ те карьерăра тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă. Вĕсем пĕр-пĕрне официаллă пулăшман, çапах та яланах пĕр хум çинче пулнă — иккĕшне те спорт çыхăнтарса тăрать: Усманов — фехтовани енĕпе спорт мастерĕ. Çемьене сыхласа хăварас тĕллевпех вĕсем уйрăм пурăнма, эрнере темиçе хут кăна тĕл пулма калаçса татăлнă. Вĕсен шухăшĕпе, тахçанта пĕрре, анчах та кăсăклă хутшăнни пĕр-пĕрин çумĕнче тунсăхласа ларнинчен лайăхрах.
Андрей Деллос ресторатор тата Евгения Метропольская антиквар хутшăнăвĕсем — тĕслĕх шайĕнче. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçĕпе аппаланать. Хăйсем каланă тăрăх, кунĕпе пĕр-пĕриншĕн тунсăхлаççĕ те. Çирĕм çула яхăн пĕрле пурăннă хыççăн ку сăмахсене илтме, паллах, питĕ кăмăллă. Çемье психологĕсем пĕр саслăн çирĕплетеççĕ: мăшăрпа пĕр ĕçре вăй хуни хутшăнусене аркатать. Талăкра 24 сехет пĕрле пулсан мăшăр кĕçех пĕрремĕш тăшмана çаврăнĕ.
Çапах та пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Теприсене, пачах тепĕр май, пĕрле ĕçлени ăнăçу çулĕпе утма май парать. Сăмахран, Макс тата Любовь Азриа мода çуртне иккĕшĕ пĕрле йĕркеленĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕр руле иккĕн тан пăркалаççĕ. Каламалла, ăнăçлă. Бренд арçын ячĕпе çыхăннă пулин те, бизнесра упăшки арăмĕ мĕн каланине йăлт итлет, пăхăнать.
Ытларах чухне артистсем, арăмĕпе упăшки, пĕрле вăй хураççĕ. Упăшки — режиссер, арăмĕ — актриса; упăшки — продюсер, арăмĕ — юрăç... Шоу-бизнесра ку йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Пирĕн музыка олимпĕ тăрринче ытларах чухне — юрăç хĕрарăмпа продюсер упăшка. Çак тĕслĕхе Валерия малтан Александр Шульгинпа, халĕ Иосиф Пригожинпа çирĕплетет.
Мишель Хазанавичус режиссер, халĕ ун çинчен тĕнче калаçать, “Артист” фильмра тĕп роле калăплама мăшăрне Беренис Бежона шаннă. Хĕрарăм кинора тахçанах ÿкерĕнет, анчах та ку таранччен лаврсем пулман-ха унăн. Упăшкине пула туххăмрах чапа тухнă вăл.
Пĕтĕмлетÿ. Çемьере кам кама пулăшни — пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли — палăртнă тĕллев патне пĕрле утмалла. Вара телей те, мул та пулĕ.