Чи ăста тухтăра палăртрĕç
ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе республикăри стоматологсен ассоциацийĕ йĕркеленипе Шупашкарта стоматологи гигиенисчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Трактор тăвакансен проспектĕнчи хула стоматологи поликлиникинче республикăри патшалăх тата коммерци сиплев клиникисенче ĕçлекенсенчен професси ăсталăхĕпе чи пултаруллине палăртнă.
Конкурса Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ, республикăри стоматологсен ассоциацийĕн президенчĕ, "Хула стоматологи поликлиники" АУн тĕп врачĕ Владимир Викторов уçнă. Ăсталăх тупăшăвне хутшăнакансене çавăн пекех Мускавран килнĕ хаклавçăсем - Раççейри стоматологи гигиенисчĕсен професси обществин вице-президенчĕ Олесь Шевченко тата элект-президенчĕ Ульяна Ленец ăнăçу суннă.
Гигиенист ĕçне тĕрлĕ енлĕн кăтартнă хыççăн конкурсантсем пациентсен çăвар ăшчиккин чирĕсемпе кĕрешессинче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарнă. Конкурса пысăк опытлă тухтăрсем çеç мар, интернсемпе студентсем те килнĕ. Вĕсемшĕн "Çăвар ăшчиккин профессиллĕ гигиенинче хальхи технологие усă курасси", "Пациентпа хутшăнас искусство тата клиникăри профилактика программисен экономика витĕмĕ" ăсталăх кăтартăвĕсем уйрăмах усăллă пулнă.
Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче "Стоматологи чирĕсен профилактикин федераци программи. Стоматологи гигиенисчĕн тивĕçĕ" темăпа симпозиум иртнĕ. Унта маларах асăннă конкурсра палăрнă тухтăрсене чысланă. Гигиенистсенчен пысăк ăсталăх кăтартса Елена Дементьева /"Дент-а-мед" клиника/ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Лайăх кăтартусемпе савăнтарса хула стоматологи поликлиникин тухтăрĕсем - Оксана Андреевăпа Анастасия Корнеева - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Çывăх вăхăтра конкурс çĕнтерÿçи Елена Дементьева республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлĕ. Пĕтĕм регионти гигиенистсенчен мала тухакан вара Голландие стажировкăна кайма тивĕçĕ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА