Комментировать

3 Июн, 2016

Кам çине кăвар сиксе ÿкнĕ, çавăн çунмалла, е Амăшĕн пехилĕ пурнăçланса пырать

Леонид Федорович Фадеев

1938 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Атăльялта çуралнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, парти шкулĕнче вĕреннĕ. Бригадирта, колхоз председателĕнче, совхоз директорĕнче, тĕп агрономра, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ /1998/, ĕç ветеранĕ. Ачаранпах сăвăсем çырать. Пĕрремĕш сăвви 1962 çулта пичетленсе тухнă. Паллă чăваш композиторĕсем унăн 200 ытла сăввипе юрă хайланă. "Пурăнар-и, тусăм, юратса", "Чĕререн юрататăн пулсан", "Пурнăç çулĕ", "Сирĕнпе яланах" кĕнекесен авторĕ.

— Леонид Федорович, калăр-ха, мĕнле пурăнать ял поэчĕ?

— Паян эпĕ лайăх пурăнатăп. Ман пирки калемçĕсем яланах ял поэчĕ тесе çыраççĕ. Эпĕ хама чăннипех ял поэчĕ тетĕп. Мĕншĕн? Атăльял — манăн çĕршыв, манăн тĕнче. Эпĕ ăна юрататăп. Ял пурнăçне килĕштернĕренех ырă ĕçсем тума тăрăшатăп. 20 çул каялла, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче ĕçленĕ тапхăрта, яла илсе çитерекен çула асфальт сартартăм. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, клуб тутарнă çĕре те хастар хутшăнтăм. Ялта пурăнмашкăн ял çынни пулса çуралмалла. Мăшăрăмпа Лидия Андреевнăпа выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытатпăр, пыл хурчĕсем усратпăр, пахчара тăрмашатпăр. Ялта пурăнма лайăх. Ирĕклĕ вăхăт тупăнсан йывăçа эрешлесе касса кăларатăп, картинăсем ÿкеретĕп. Аннен, мăшăрăн портречĕсене, Атăла сăнланă эпĕ. "Эпĕ телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă", — тетĕп яланах. Мĕншĕн тесен шухăшлани яланах пурнăçланса пырать.

— Эсир çырма хăçан пуçланă?

— Шкулта вĕреннĕ чухнех, 17-рех, сăвăсем хайлама тытăннă. Ун чухне писательсем, поэтсем, ученăйсем, лайăх ĕçлекен председательсем шкулсене тĕлпулусене тăтăшах пыратчĕç. Сăвви-хайлавне вулатчĕç. Вĕсен пултарулăхĕнчен, лайăх çырма пултарнинчен тĕлĕнеттĕм. Çамрăк чухне Сергей Есенин сăввисене вулама питĕ юрататтăм та /вăл та ял поэчĕ вĕт!/ — хамăн та ун пекех шăрçалас килетчĕ. Анат Кĕнер шкулĕнче пире чăваш чĕлхипе литературине Ольга Оборина вĕрентетчĕ. Пĕррехинче хамăн сочиненине сăвăпа пуянлатрăм. "Санăн сăвă çырассине малалла аталантармалла, пултаратăн эсĕ", — сĕннĕччĕ Ольга Николаевна. Унăн пуçарăвĕпе эпир тĕрлĕ ташă вĕреннĕччĕ. Учительсемпе вальс çаврăнаттăмăр. Пĕри, Белов хушаматли, купăс вăйлă калатчĕ. Манăн та ун пек вĕренес килетчĕ. Кăмăлăма сиссе анне Анастасия Тимофеевна аллă тенкĕ пачĕ. "Купăс туян", — терĕ. Купăсне илсен киле çын ан куртăр тесе çырмасем тăрăх килтĕм. Ун чухне халăх чухăнччĕ те — купăс чи кирлĕ япала пулман. Килте купăса турткаласа ларнă чухне аттен шăллĕ Николай Григорьевич пырса кĕчĕ те анне умĕнчех: "Ялта туй та, ĕçкĕ-çикĕ те нумай пулать, халĕ ĕнтĕ купăс каласа выçă та, урă та çÿремĕн", — терĕ. Çак сăмахсем чĕрене кĕрсе юлчĕç. "Нихăçан та ĕçкĕç пулмăп", — сăмах патăм хама. Ачалăхăма аса илес-тĕк, шăллăм Анатолий ялан кĕнеке вулатчĕ, вĕренме кайма ĕмĕтленетчĕ. "Кĕçĕнни каять-тĕк — санăн, аслин, киле юлмалла. Санăн вĕренме те кирлĕ мар, ялта ĕç темĕн чухлех", — терĕ анне. Вăл питĕ хитре, ăслă та анлă тавракурăмлă, ĕçчен хĕрарăмччĕ. Атте вăрçăра вилнĕрен çамрăклах тăлăха юлнă вăл. Ăна икĕ ачапах качча илес текен нумай пулнă. "Кам çине кăвар сиксе ÿкнĕ, çавăн çунмалла. Икĕ çемье тумастăп, аçăр юратăвне ĕмĕрĕпех упрăп", — терĕ вăл пĕррехинче шăллăмпа иксĕмĕре. Сăмахне тытрĕ, пĕтĕм пурнăçне пире тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерессине халалларĕ. Ĕçе юратма, ăна тĕплĕ тума, тăвана кăна мар, ытти çынна та хисеплеме вĕрентрĕ. Эпĕ ĕмĕрĕпех тăван çĕре юратрăм. Унăн илемне ытараймасăр хам сисмесĕрех сăвă-юрă тĕнчине кĕрсе ÿкрĕм.

— Малтанхи сăввăрсем мĕн çинчен?

— Çут çанталăк илемĕ, ÿсентăран тĕнчи, çĕр анне пуянлăхĕ пирки. Сăввăмсене тетрадь çине çыркаласа пыраттăм. Шомик шкулĕн учительници Лидия Кваскова пĕррехинче: "Мĕншĕн никама та кăтартмастăн, тен, пичетлеме май пур? Илсе кил-ха тетрадьне", — терĕ. Пăхса тухрĕ те хăйĕн хĕр тусĕпе Мария Ухсайпа калаçса пăхма шантарчĕ. Эпир ун патне Шупашкара кайрăмăр вĕт. "Сăввисем лайăх, анчах кăштах юсамалла. Юсасан, тен, журналсенче пичетлеме май килĕ", — тенĕччĕ Мария Дмитриевна. Анчах тепĕр çур çултан Мария Ухсай çĕре кĕчĕ... Пĕрре мана Хура тинĕс хĕрринче канма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне тин çеç авланнăччĕ-ха. Мăшăр киле юлнăччĕ. Тинĕс хĕрринче хĕвелпе хĕртĕннĕ хушăра "Чĕререн юрататăн пулсан" сăвă çыртăм. "Кунтан лайăх юрă пулмалла", — тесе ĕмĕтлентĕм. Хавхаланупа çунатланнăран сăвва мăшăрăма ярса патăм. "Кунта эпĕ ир пуçласа каçчен ĕçлетĕп, вăл тинĕс хĕрринче юрату сăввисем çырса выртать", — тарăхса кайнă арăм, çырăва вуласанах çурса тăкнă. Юрать, сăвви тетрадь çинче те упранса юлнă! Çавăн хыççăн Юрий Сементерпе тĕл пултăмăр. Унпа ларса калаçни маншăн хăйнеевĕр университет пекех пулчĕ. Юрий Семенович сăвă техники çинчен нумай ăнлантарчĕ. "Классиксене вуласа вĕренмелле", — терĕ. Пĕрре радиопа "Чĕререн юрататăн пулсан" юрра пачĕç. Ăна Юрий Мясников композитор хайланă. Юрлаканĕ — Клара Чекушкина. "Санăн юрра юрлаççĕ вĕт. Атя, çине тăрсах çырас пулать", — сĕнчĕ Юрий Сементер. Унтан Юрий Жуков композиторпа çыхăну тытма пуçларăмăр. "Чĕререн юрататăн пулсан" юрра итлекенсем ыйтнипе радиопа час-часах паратчĕç. Çут çанталăка юратмасан, унпа калаçмасан, ăна туймасан нимĕн те çырăнмасть. Каярах "Хирти чечексем", "Агроном утса тухрĕ хире", "Каç пулсассăн яланах çапла", "Пурнăç пĕрре" тата ытти юрă çуралчĕ. Манăн сăввăмсемпе çырнă юрăсене Иван Христофоров, Клара Чекушкина, Маргарита Туринке, Рена Грачева, Алина Михайлова тата ыттисем юрлаççĕ. Эпĕ Юрий Жуков, Анатолий Печников, Андрей Галкин, Владимир Иванов композиторсемпе ĕçлетĕп. Раççей композиторĕ Игорь Тальков та ман пата çыру янăччĕ. Эпĕ ăна "Карусель", "Твои любимые цветы", "Земляника" сăвăсем ярса патăм.

— Паян мĕн çыратăр?

— Паянхине калама юрать-ши? Ачасем валли ÿкерчĕклĕ, сăвăллă кĕнеке кăларасшăн. Атăльял историне те çырса пĕтернĕпе пĕрех. Эпĕ ытларах çĕрле çыратăп. Культура институтĕнчи преподавательпе Эльза Кузьминичнăпа "Шупашкар", "Халĕ мана асăрхамарăн", "Пурăнар-и, курланкăри мăйăр пек" юрăсем çыртăмăр. Сăмах май, эпĕ чечексене питĕ юрататăп. Уйрăмах — хиртисене. Мана уншăн хăй вăхăтĕнче сăмах та тивнĕччĕ. "Хирти чечексем" юрă тухсан Петĕр Ялкир поэт радиопа: "Юрри питĕ лайăх-ха. Анчах тĕп агрономăн уй-хирĕнче пĕтĕмпех чечексем-ши?" — тенĕччĕ. Эпĕ ун чухне ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп агрономĕнче ĕçлеттĕм.

— Халĕ ĕнтĕ манăн ирĕксĕрех тепĕр ыйту çуралчĕ. Сире агроном пулнă май паян хăшпĕр хирте хытхура ашкăрни пăшăрхантарать-и?

— Сăввăмсенче те кун пирки хурланса çырнăччĕ эпĕ. Эпир ĕçленĕ чухне пĕр уя та сухаламасăр хăварман. Электричество юпи тавра та кĕреçепе чавса, кĕреплесе тырă акнă. Самана ылмашăнать. Лайăхланать пулĕ-ха. Акма пуçлаççех, халĕ саккунсене те хытарчĕç. Паянхи ÿкерчĕк чуна ыраттарать паллах. Анчах эпир куляннипе нимĕн те пулмасть.

— Сире аннĕр: "Ачам, тата лайăх сăвăсем çыр", — тесе пиллесе хăварнă. Аннĕр пехилĕ пурнăçланса пырать пек-и?

— Анне ман сăвăсене вулама питĕ юрататчĕ. "Кирлĕ мар ĕçпе аппаланатăн", — тесе нихăçан та каламан. Вăл ман сăвăсене техĕмлентерекенни пулнă. Кĕнеке кăларсан пÿрт умĕнчи каска çине ларса ăса хыватчĕ. Хăшĕсене темиçе хут та вулатчĕ. Ялти çынсем пухăнсан сăввăмсене вуласа паратчĕ. Вара вĕсем калаçса ларатчĕç, сÿтсе яватчĕç. Анне пехилĕ пурнăçланса пырать. Халĕ те çыратăп ав. Мана пулăшса пыраканни те, тен, вăлах? Сăмах май, аннен каски халĕ те пур. Ун çине ларса канма кăмăллатăп. Ырă-ырă шухăшсем пуçа килеççĕ вара...

— Çырма мĕн хавхалантарать?

— Тĕп агрономра ĕçленĕ тапхăрта республикăри хуçалăхсене кайсан: "Сирĕн юрăсем питĕ лайăх. Тата çырăр", — тетчĕç. Çакă мана питĕ хавхалантаратчĕ. Халĕ ял-йыш, мăшăрăм, ачасем çунат хушаççĕ. Ялти пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем манăн юрăсене шăрантараççĕ. Хĕпĕртетĕп куншăн. Мăнукăмсем те музыкăна кăмăллаççĕ. Есенийăна пианино туянса патăмăр. "Кукаçи, санăн сăввусемпе юрăсем çырма пуçлатăп", — тет вăл мана, ватă çынна. Чирлес марччĕ, татах çырасчĕ тесе пурăнатăп халĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

ХАКЛАВ

Юрий Сементер, Чăваш халăх поэчĕ: "Ан тив, алмаз эрешĕ пек ан çиçчĕр унăн сăввисенчи йĕркесем, аякри çăлтăррăн ан йăлтăртатчăр. Леонид Фадеевăн сăввисенче — çĕр еннелле усăнса тăракан пучах сулмаклăхĕ, халăх пÿлмине кĕнĕ ылтăн тырă мăнаçлăхĕ. Юрă сăввипе кĕвви пек çыхăнуллă пултăрччĕ пурнăçпа поэзи пĕрлĕхĕ!"

Лидия Фадеева, Леонид Федоровичăн мăшăрĕ: "Лăпăртатса ан лар-ха!" — тетĕп ăна тепĕр чухне. Кайран вулатăп та — йытă хам-хам вĕрни те лайăх! Унăн сăввипе çырнă "Кая юлнă чечексем" юррине эпир хорпа юрлатпăр, эпĕ вара "Сарă тулă" ятлине килĕштеретĕп. Манăн мăшăр эрех ĕçмест, пирус туртмасть. Кăмăлĕ ырă, хăй ĕçчен. Хуняма çирĕп пулнă пирĕн. Ирхине пÿлĕме кĕретчĕ те: "Леня, тăрас пулать, çывăрса выртмалла мар, эпĕ хам çине хĕвел ÿкермен! Паян пыл хурчĕсене пăхмалла", — тетчĕ... Леня сăввисене тахăш вăхăтра çырать, эпĕ курмастăп та, сисместĕп те. Вăл пĕлет манăн кăмăла... Кăнтăрла юрату çинчен çырса ларсан пурнăç пулмасть... Юрату каçхине пулмалли ĕç, кăнтăрла вара — ĕçлемелле. Атту хуçалăху йăлт юхăнать".

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.