Ӳкерчĕкĕсем чĕрĕ тейĕн
Эпир пурнăçа кашни хăйне евĕр куратпăр, çавăнпах пулĕ пĕр-пĕринчен улшăнса тăратпăр. Пĕрисен ялан мĕнле те пулин ĕçе хутшăнас, хастарлăхпа палăрас, ытларах та ытларах çитĕнӳ тăвас килет — çакă вĕсене вăй-хал парса тăрать. Теприсем вара лăпкăлăха ытларах хаклаççĕ, васкамасăр тунă кашни пĕчĕк çитĕнӳпе чылайччен савăнаççĕ — çапах та малаллах шăваççĕ. Нихăшне те ӳпкелеме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чунри çанталăк кашнин тĕрлĕрен. Чун ыйтнине тивĕçтерни пуринчен те пахарах.
Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче вĕренекен Артем Николаева хăш ушкăна кĕртер-ши? Пĕрремĕшĕ патне çывăхрах пуль вăл, мĕншĕн тесен район тата республика шайĕнчи конкурс-олимпиадăра чылай палăрать. Ахальтен мар кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ-çке.
Артем пиллĕкмĕш класра ӳнер шкулне çӳреме тытăннă. Унта ăна ашшĕ илсе кайнă, вăлах йывăçран каскаласа илемĕ япаласем тума та вĕрентнĕ. Арçын ача натюрморт, пейзаж, портрет ӳкерме кăмăллать. Ӳкерчĕкĕсем вара хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ тейĕн, чĕрĕ пекех курăнаççĕ. Çак ăсталăха тăватă çул туптанă хыççăн пĕлтĕр вăл ӳнер шкулĕнчен йăлтах «5» паллăпа вĕренсе тухнă. С.Михалков произведенийĕсем тăрăх ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери ӳнер искусствин конкурсĕнче палăрнă, республикăри «Шевле» конкурсра икĕ хутчен çĕнтернĕ.
Ӳкересси — хут çинче кăна мар. Çакна тĕрлĕ енлĕ пурнăçлама пулать. Артемăн ашшĕ уявсенче видео ӳкерме юратнăран ывăлне те çак туртăм куçнă.
— Атте мĕнле ĕçленине тăтăшах сăнатăп эпĕ, — тет Артем. — Ăна пăхсах видеомонтаж тума та вĕрентĕм.
Шкул мероприятийĕсенче арçын ачана тăтăшах видеокамерăпа курма пулать, унăн ĕçне вĕрентекенсем ырлаççĕ. Çавăн пекех Артем сăн ӳкерме юратать, ку енĕпе те конкурссенче палăрать.
Математикăпа, информатикăпа, технологипе, физикăпа, географипе, астрономипе уйрăмах кăсăкланаканскер предмет олимпиадисене хутшăнмасан епле-ха тата?
— Географи пулăшнипе чылай интереслĕ япалана пĕлме пулать. Тĕслĕхрен, ытти çĕршывсене çитсе курас килет манăн, çĕр çинче çитмен вырăн хăварас марччĕ, — тет çак предметпа республикăра 4-мĕш вырăн йышăннăскер. — Ку тĕллеве пурнăçлас тесен чи малтанах лайăх вĕренмелле, институтра та çирĕп пĕлӳ илмелле.
Артемăн çитĕнĕвĕсем татах та нумай-ха. Хăй тĕллĕн пушарпа кĕрешекенсен обществи ирттернĕ конкурсăн пĕтĕм Раççейри тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ вăл. Пĕтĕм Раççейри «Созвездие» конкурсра виçĕ хутчен тата «Чĕрĕлӳ хунавĕсем» конкурсăн республика тапхăрĕнче çĕнтернĕ.
Хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Артем пĕтĕм Раççейри «Орленок» лагерьте икĕ хутчен канса курнă. Унта хăйĕн пекех пултаруллă ачасемпе тĕл пулса пĕр-пĕринчен мĕн вĕренмеллине те тупнă.
Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни вара мал ĕмĕтлĕ ачашăн тата пысăкрах хавхалану пулса тăрать. Мĕн пĕчĕкрен пĕлӳ патне ăнтăлма вĕрентнĕшĕн, пултарулăхне аталантарма çул панăшăн Артем ашшĕпе амăшне, ӳкерес ĕçре çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунăшăн вĕрентекенне Леонид Васильевич Петрова чĕререн тав тăвать. Инженер е архитектор пулма ĕмĕтленнине пĕлтернĕ май тин кăна 9-мĕш «б» класран вĕренсе тухнă сăпай та маттур арçын ача «Тантăш» вулаканĕсене валли салам сăмахĕ хатĕрлерĕ:
— Вĕренӳре те, пултарулăхра та ăнăçу сунатăп! Хăвăр çемье тата тăван çĕршыв историне ытларах та ытларах пĕлме тăрăшăр. «Тантăшпа» яланах туслă пулăр, мĕншĕн тесен унта кашниех мĕн те пулин кăсăкли тупаять.
Ачасем, Артемран тĕслĕх илĕр. Тен, шăпах çак йĕркесене вулакан çитес çул стипендиат пулса тăрĕ?
Лариса ПЕТРОВА.
Канаш районĕ,
Шăхасан шкулĕ.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: çапларах илемлĕ япаласем ăсталама вĕрентет Артема ашшĕ; ĕçĕсенчен пĕри.