Комментировать

25 Мар, 2014

Пуçлăх-и, ахаль çын-и - саккун умĕнче пурте тан

«Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленÿллĕ. Çапах унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кÿрет. Шел те, çак ыйтăва хăшĕсем политика шайне çĕклеме тăрăшаççĕ...» - çапларах пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнер иртнĕ ларăвне.

Тивĕçлĕ кăтарту тенĕрен, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, Чăваш Ен çĕр-шыври коррупци шайĕ чи пĕчĕк виçĕ субъект шутне кĕнĕ. Çакă республикăра ку енĕпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетет. Апла пулин те ĕçлемелли пайтах-ха. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе - патшалăхăн электрон пулăшу ĕçĕсене май пур таран вăйлăрах аталантармалла, çакă хайхи пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансем чиновниксемпе курнăçассине чакарĕ, çавна май коррупци никĕсĕ хавшасса шанма пулать.

Коррупци ытларах экономика сферинче вăй илнине кура М.Игнатьев экономикăри преступленисемпе кĕрешессин пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ. Ку енĕпе те кăтартусем япăх тееймĕн. «Пĕлтĕр çакнашкал преступленисем кÿнĕ 650 млн тенкĕлĕх сиене саплаштарнă. Асрах-ха, çак кăтарту унччен питĕ пĕчĕкчĕ, урăхла каласан айăплисене явап тыттарнă, анчах сиене саплаштарман», - терĕ Михаил Васильевич. «Тап-таса» коррупци тĕслĕхĕсен сиенĕ те чакнă, çав вăхăтрах саплаштарнă сиен виçи виçĕ хут пысăкланнă - çакă та тивĕçлĕ органсем ку енĕпе мерăсем йышăннине ĕнентерет.

Коррупципе кĕрешсе пĕлтĕр пурнăçланă ĕç, кăçалхи тĕллевсем çинчен республика прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Виталий Щетинкин сăмах илчĕ. Саккун умĕнче пурте пĕр тан пулмалла - çак принципа тĕпе хунă. Право хуралĕн органĕсем шăпах ăна пăхăнса ĕçленине Виталий Порфирьевич тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, пайсен ертÿçисем те суд умне тăнă. Патшалăх органĕсен 7 ертÿçине уголовлă майпа айăпланă. Çав шутра - Федерацин миграци службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ, Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ... Хăш-пĕр тĕслĕхпе суд хăйĕн сăмахне каланă ĕнтĕ, хăшĕсене тишкереççĕ-ха. Иртнĕ çулталăкра коррупци сĕмĕллĕ 131 уголовлă ĕçе суда ярса панă. Асăннă йышши преступленисен шучĕ виçĕм çулхинчен палăрмаллах чакнă пулин те, прокурор çумĕн шухăшĕпе, ĕç-пуç çав-çавах çивĕч.

Взятка тĕслĕхĕсем кăна - 87 преступлени. В.Щетинкинăн сăмахĕнче право хуралĕн органĕсем тĕлĕшпе ÿпкев те илтĕнчĕ: взятка панă, апла е капла справкăшăн кăштах укçа е парне илнĕ йышши вак-тĕвек тĕслĕхсене кăна тăрă шыв çине кăларни - коррупципе кĕрешес енĕпе çине тăрса ĕçленĕ пек кăтартас тени кăна.

Çав вăхăтрах прокуратурăна хăйне те сăмах тиврĕ. Çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин хальхи вăхăтра судра Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн ертÿçисем хутшăннипе пулнă пысăк уголовлă ĕçе тишкернине аса илтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - судра ĕçе тĕпченĕ май хайхи ĕç-пуçа район прокурорĕпе унăн çумĕ хутшăнни те палăрать-мĕн. «Республика прокуратури кун пирки служба тĕпчевĕ ирттерет-и?» - кăсăкланчĕ уполномоченнăй. «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - çук...» - кăштах тытăнса тăнă хыççăн хуравларĕ прокурор çумĕ. Çак калаçу хыççăн тĕпчев пулать-тĕр.

Сăмаха малалла шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов тăсрĕ. Вăл та çÿлерех асăннă шухăша палăртрĕ: пĕлтĕр коррупци сĕмĕллĕ 559 преступление тупса палăртнă - виçĕм çулхинчен сахалрах, анчах çав преступленисене тунă çынсен шучĕ çулталăк маларахри шайрах - 170. Вĕсен шутĕнче - 41 ертÿçĕ. Министр çакнашкал преступленисем хăш сферăсенче тарăн тымар янин ÿкерчĕкне те сăнларĕ: сывлăх сыхлавĕнче - 203, вĕрентÿре - 47, патшалăх влаçĕн органĕсенче - 201, вырăнти хăй тытăмлăхра - 57, право хуралĕн органĕсенче - 26 преступлени.

Сергей Евстафиевич çивĕчлĕхе чакарас тĕлĕшпе халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен каларĕ. Çак тĕллевпех ШĔМ хăйĕн Интернетри сайтĕнче çынсенчен тивĕçлĕ пĕлтерÿсем, ыйтусем йышăнассине йĕркеленĕ. Кашниех саккунсăр тĕслĕхсем пирки евитлеме пултарать. Çакнашкал ĕç усăллă пулни иккĕленÿсĕр. Пĕлтĕр полици граждансенчен коррупци тĕслĕхĕсем пирки 276 пĕлтерÿ йышăннă, вĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн 203-шĕ çирĕпленнĕ - çав тĕслĕхсемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Юлашкисенчен пĕри - иртнĕ эрнере пуçарнă уголовлă ĕç. Вăл Сĕнтĕрвăрри лесничествипе çыхăннă - хальлĕхе саккуна пăснин 5 теçетке тĕслĕхне тупса палăртнă, тĕпчев пырать.

Ларура республика, муниципалитетсен шайĕнчи нормăпа право акчĕсене тивĕçлĕ экспертиза туни пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çакă тĕрлĕ документри коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланма кирлĕ. Республика шайĕнчи тишкернĕ 1,5 пин ытла актран 280-шĕнче çавнашкаллине тупса палăртнă, муниципалитетсен шайĕнче - 474. Çав шутра тĕрлĕ шайри яваплă çынсем хăйсен компетенцийĕн картинчен тухни те, «ытлашши» требованисем палăртни те, ытти те.

РФ Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сержантов хайхи экспертизăсемпе çыхăннă ĕç-пуçа пĕтĕмĕшле илсен йĕркеллĕ тесе хакларĕ пулин те управлени кăлтăксене тупса палăртнă хыççăн тивĕçлĕ ведомствăсем вĕсене пĕтерес енĕпе мерăсем йышăнма васкаманнине палăртрĕ. Тĕслĕх - Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ. Управлени пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчех çав йышăнури çитменлĕхе - коррупцие сăлтавлама пултаракан фактора - асăрханă, тивĕçлĕ хурав вара раштавра кăна килнĕ. Анчах çав документа халĕ те тÿрлетÿ кĕртмен иккен. «Мĕншĕн?» - ыйту çуралчĕ М.Игнатьевăн. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов йышăнăва Правительствăра çывăх кунсенче пăхса тухма палăртни çинчен каларĕ те - ыйту сирĕлчĕ пулас.

Лару патшалăх тата муниципалитетсен служащийĕсем службăра хăйсене мĕнле тытмаллине çирĕплетекен требованисене пăхăннине, канашăн маларах тунă йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланине тишкернипе вĕçленчĕ.


Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.