Округра - пĕрремĕш, Раççейре - иккĕмĕш
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори управленийĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Малтанах Михаил Игнатьев Сергей Скворцова Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçине - патшалăх тĕп ветеринари инспекторне уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ, ăнăçлă ĕçлеме суннă.
"Ветеринари енĕпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессине куçран вĕçертмелле мар. Кунта республикăн агропромышленноç комплексне кирлĕ пек аталантарма тивĕçлĕ мерăсем вăхăтра йышăнмалла", - суннă Сергей Скворцова Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Енре халăх сывлăхĕ еплерех пулни, сывлăха сыхлассине мĕнле йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.
Патшалăх политикин пĕтĕмлетĕвĕ - демографи тĕлĕшĕнчи ырă улшăнусем. Кашни 1000 çын пуçне 0,8 çын хушăннă. Чăваш Республики - Раççей Федерацийĕнче тин çуралнă ачасем сахал вилнĕ виçĕ регионтан пĕри. Çак кăтартупа республика федерацин Атăлçи округĕнче - пĕрремĕш, Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать.
2013 çулта Чăваш Ен халăхĕ сывлав органĕсен чирĕсемпе чирлесси ÿснĕ. "Грипран вакцина туни пире хĕллехи тапхăрта чир анлăн сарăласран сыхлать. Çав вăхăтрах распираторлă вирус чирĕсем, ÿпке, тип пыр шыççи ÿснине регистрацилетпĕр. Тĕп сăлтавсенчен пĕри - тухтăрсем çырса памасăрах антибиотиксемпе усă курни", - тенĕ Алла Самойлова.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ тухтăрсем сĕнмен эмелсем ĕçни мĕн патне илсе пыма пултарасси çинчен халăха анлăрах ăнлантармаллине палăртнă. Тĕпрен илсен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн 2013 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене республика Пуçлăхĕ лайăх тесе хакланă, малашнехи кăтартусене ырă енне улăштармашкăн мĕн пур майпа усă курма хушнă.
2013 çулта чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене, çав шутра сунар ресурсĕсене сыхлас, çĕнетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вĕсем пурăнакан вырăнсене сыхлас, тĕрĕслес тата вĕсемпе мĕнле усă курнине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков каласа кăтартнă.
ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Алексеева пĕлтернĕ тăрăх - пуш уйăхĕн 23-29-мĕшĕсенче Чăваш Енре Культура çулталăкне халалласа Пĕтĕм Раççейри "Раççей юррисем" фестиваль-марафон иртет. Ăна Раççей халăх артистки Н.Бабкина ертсе пырать. Марафон вăхăтĕнче 5 ыр кăмăллăх концерчĕ иртет.
А.ЛЬВОВА