Владимир ИВАНОВ: Ăнăçуллă пулас тесен çаврăнăçуллă пулмалла
Бизнесменсене паян мĕнле çивĕч ыйтусем хумхантараççĕ? Мĕнле майпа çамрăксене предпринимательлĕх ĕçне явăçтармалла? Ку тытăмра ăнăçуллă пулас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хуравлать.
— Владимир Николаевич, сирĕн шухăшпа республикăра предпринимательлĕх мĕнле аталанать?
— Ăнăçлă. Унăн ăнăçулăхĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнчен нумай килет. Малтанхи вăхăтра суту-илÿпе ĕçленĕ чылай предприяти, федерацин пысăк суту-илÿ сечĕсемпе тупăшăва кĕреймесĕр, производство бизнесĕ çине куçрĕ. Вĕсен ĕçĕ ÿсĕмлĕ. Пĕччен ĕçлекен предпринимательсен, паллах, суту-илÿ çаврăнăшĕ чакса пырать. Промышленниксем малашлăха пăхса ĕçлеççĕ, вĕсен тĕллевĕ — миллионлă хуласен рынокĕнче «тымар ярасси». Паллах, оборудовани, материал туянассипе, персонала вĕрентессипе çыхăннă йывăрлăхсем çук мар.
Предпринимательлĕх ĕçне шкулта вĕреннĕ чухнех пуçăнма пулать. Тĕслĕхрен, мĕн те пулин ăстала та сут. Сăмах май, паллă бизнесменсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш тенке 11-13 çулсенче ĕçлесе илнĕ. Укçа шăршине туйсан этем чунĕнче предприниматель пултарулăхĕ вăранать. Бизнесра суту-илÿ тума пĕлни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Экономика факультетĕнче вĕреннĕ чухне те хăшпĕр пĕлÿ пухăнать. Манăн шухăшпа — чи малтан пысăк ресторансенче ĕçлесе опыт пухмалла. Учет системи мĕнле ĕçлет, производство тата суту-илÿ мĕнле пырать — ĕç-хĕле шалтан тĕпчемелле.
— Ĕç биографине эсир предпринимательтен пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çак ĕçе пуçăнма мĕн хистерĕ? Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тиврĕ?
Хамăн ĕçе мĕнле пуçарса ятăм-ха? Сăнÿкерчĕксемпе кăсăкланнă май ăна хамăн ĕç никĕсне хурас терĕм. Манăн пĕрремĕш бизнес-проекта укçа хывма хатĕр çынсемпе паллашрăм — çапла майпа сăнÿкерчĕксем пичетлекен центр уçрăм. Сăмах май, вăл паян та ĕçлет. Ун чухне ансатрахчĕ. 90-мĕш çулсенче кирек ăçта та пушăлăхчĕ. Мĕнле ĕçе ан пуçăн — пурте кирлĕ. Çав çулсенче хальхи пек вĕрентÿ программисем те пулман. Эпир хамăрăн йăнăшсем çинче вĕреннĕ.
— Мĕнле майпа ăнăçлă бизнесмен пулмалла? Вăрттăнлăха уçăр-ха.
— Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнать. Малтан мĕнле пулнă-ха? Çын пĕр заводра 30-40 çул ĕçлесен унăн пурнăçĕ ăнăçлă иртнĕ тесе шутланнă. Паян, ĕç рынокĕнче ăнăçлă пулас тесен, кашни 4-5 çулта улшăнмалла. Пур енлĕ аталанмалла — акăлчан чĕлхине те, программировани никĕсне те, литературăна та... пĕлмелле. Кашни предпринимателĕн кун-çулĕнче çÿле çĕкленнĕ тата татăлса аннă тапхăрсем пулаççĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра, çемье çавăриччен, ачасем çураличчен йывăрлăхсене чăтса ирттермелле. Кунсăр пуçне бизнес валли укçа-тенкĕ нумай хывмасăр аталанма май пур тытăмсене суйламалла. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пĕлмелле.
— Эсир бизнес-пĕрлĕхпе час-часах тĕл пулатăр, судра вĕсен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлетĕр. Предпринимательсене мĕнле ыйтусем ытларах хумхантараççĕ?
— Тĕпрен илсен, тĕрĕслев-надзор органĕсемпе çыхăннă çăхавсем, çĕр хутшăнăвĕсен тытăмĕнчи, куçми пурлăхпа çыхăннă тавлашусем, миграци саккунне пăхăнманни.
— Министрсен Кабинетне 2015 çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă чухне «предпринимательлĕх наци идейи пулса пыни» çинчен пĕлтертĕр. Çак сăмахсемпе мĕн каласшăн пултăр?
— Патшалăх органĕсен тĕллевĕ — экономикăна хăвăртрах ÿсĕм çулĕ çине кăларасси. Илер акă гиперпроектсене — Сочири Олимпиада обћекчĕсен строительстви, Хусанти Универсиада, АТЭСăн Владивостокри Саммичĕ, ыттисем... Вĕсем çак регионсенчи предпринимательлĕхе кăна мар, Чăваш Енрине те аталанма пулăшаççĕ. Пирĕн бизнесменсем те унта хăйсен продукцине ăсатнă. Шалти рыноксăр пуçне пирĕн экономикăн чикĕ леш енне тавар сутассине те тĕпе хумалла, пĕтĕм тĕнче рынокне çĕнсе илме тăрăшмалла. Чăваш Енре кунашкал тĕслĕхсем пур. Чÿрече уçăлнă, кĕçех алăксем те уçăлĕç.
Наци идейи вăл — пĕтĕм халăх ырласа йышăнакан идея. Ман шутпа, чылайăшĕ хăйсен ĕçне малалла тăсасшăн. Паян бизнесменсем аслă шкулсенче, вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче ăсталăх класĕсем ирттереççĕ — бизнеса мĕнле йĕркелемелли, мĕнрен пуçламалли, конкурентсене мĕнле парăнтармалли, мĕнле майпа çитĕнÿ тумалли çинчен каласа кăтартаççĕ.
Галина МИРОНОВА