Инвалидсене - ятарласа хатĕрленĕ вырăна
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче иртнĕ эрнере республикăра инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли мероприятисемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Ведомство пуçлăхĕ Сергей Димитриев ертсе пынă канашлăва унăн çумĕ Наталья Тараканова, ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Нина Ионова, прокуратура тата медицинăпа социаллă экспертизăн тĕп бюровĕн специалисчĕсем, çавăн пекех инвалидсен общество организацийĕсен представителĕсем тата ĕç паракансем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем хутшăннă.
«Ĕçлемен инвалидсене вырнаçтарасси - ĕçлев органĕсен службин приоритетлă çул-йĕрĕнчен пĕри, - палăртнă Сергей Димитриев. - Ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене иртнĕ çул 102 сусăра илнĕ. Çирĕплетнĕ квотăпа организацисенче инвалидсене йышăнасси мĕнле пынин мониторингне тăтăшах ирттереççĕ. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 289 коллективра вĕсем валли 1871 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле пулнă. Çавсенчен 1671-шĕнче çынсем ĕçлеççĕ ĕнтĕ».
Канашлура палăртнă тăрăх - республикăра квотăна пурнăçласси 2013 çул пуçламăшĕнчи 86,6 процентран çулталăк вĕçленнĕ тĕле 88,4 çитнĕ. Сусăрсене социаллă хушма хÿтлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ «Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен» 68-мĕш саккунĕн 2 тата 4-мĕш статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун йышăннă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн 35-100 çынлă коллективсен ертÿçисем - ĕç паракансем тĕлĕшпе йышăн вăтам списокĕн 1,5 проценчĕпе танлашакан квота палăртнă. Çапла майпа 1,5 пин ытла сусăра вырнаçтарма пултарнă.
ЧР экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова социаллă-тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисем инвалидсене адаптацилес тата вĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен мероприятисем пирки пĕлтернĕ. Медицинăпа социаллă экспертизăн Чăваш Енри Тĕп бюровĕн ертÿçин çумĕ Людмила Смолина инвалидсене харпăр хăйĕн программипе килĕшÿллĕн професси реабилитацийĕ парасси çинче чарăнса тăнă, ЧР прокуратурин пай ертÿçи Денис Васильев организацисем квотăна мĕнле пурнăçланине контрольлени тата ку енĕпе хăйсен тивĕçне пурнăçламан ĕç паракансем тĕлĕшпе йышăннă мерăсем çинчен пĕлтернĕ.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.