Хăмла çырли вĕтелсен
Садри хăмла çырли çулсерен вĕтелсе пырать. Çимĕçĕ те сахалланчĕ. Илтнĕ тăрăх - хăмла çырлин хунавне сайралатмалла-мĕн. Анчах çакна мĕнле тумаллине никам та йĕркеллĕ калаймарĕ.
Николай Афанасьев. Муркаш районĕ.
- Хăмла çырлин туратне иртни тухăçа ÿстерет. Унăн хунавĕ икĕ çул кăна пурăнать. Пĕрремĕш çулне çитĕнет, туратланать. Иккĕмĕш çулне çырла парать те хăрать. Çамрăк хунавсене те, киввисене те иртеççĕ. Çакă тухăçа 5-6 хут ÿстерет.
- Пĕрремĕш хут çу уйăхĕн вĕçĕнче тата çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче туратсене иртеççĕ. Çамрăк, 70 см вăрăмăш çитĕннĕ хунавсен тăррине 10-15 см чĕпĕтсе илмелле. Капла тусан ÿсен-тăран çÿлелле ÿсеймест. Айккипе çĕнĕ хунавсем тухма тытăнаççĕ. Çу вĕçленнĕ тĕле вĕсем 50 см çÿллĕшне çитеççĕ. Çĕртме уйăхĕн çурринчен турат тĕкĕнме юрамасть - тунисем аталанма ĕлкĕреймеççĕ, сивĕре пĕтме пултараççĕ.
- Иккĕмĕш çулне, хăмла çырли папка кăларсан каллех турат иртмелле. Тĕмĕ айккинчи 4-5 хунав кăна хăвармалла, ыттине касмалла. Хĕл каçнă хунавсен тăррине те 10-15 см çÿллĕш кассан лайăхрах аталанаççĕ. Капла тусан ытти папкасем те вăй илме тытăнаççĕ. Çĕнĕ хунавсем тухаççĕ.
Пысăк тухăç илме çырлана апатлантармалла.